Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Захарова Г. В.
Захарова Г. В.
 
(Уяв сценарийĕ, 3-мĕш класс валли)
Тĕллевсем: 1) кĕркунне çинчен вĕреннине çирĕплетесси, çав вăхăтăн илемне туйма, курма, ăна сыхлама, упрама вĕрентесси;
2) çут çанталăка юратас туйăма вăйлатасси, ачасене хăйсене çут çанталăк тусĕсем пулма вĕрентесси;
3) ачасен ăслайĕсене, пултарулăхĕпе тавра курăмне аталантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, «Кĕркунне çитрĕ» презентаци, çулталăкăн кĕркунне вăхăтне сăнлакан ÿкерчĕксем.
 
Класа çулталăкăн кĕркунне вăхăтне сăнлакан ÿкерчĕксем çакса хунă. Кĕркунне çинчен юрă янăрать.
Ертсе пыракан. Сывă-и, ачасем, хаклă хăнасем! Паян эпир сирĕнпе кунта кĕрхи уява паллă тума пуçтарăнтăмăр. Акă ĕнтĕ çуллахи ăшă, хĕвеллĕ çанталăк сисĕнмесĕрех иртсе пырать. Тинкерсе пăхăр-ха: тăван тавралăхăн сăнĕ урăхларах ĕнтĕ. Йывăçсенчен чылайăшĕ сарă, хĕрлĕ, кĕрен, хăмăр сăрăсемпе илемленсе пыраççĕ. Ку вăл каçхи сивĕсен ĕçĕ.
Çапла, таврара сентябрь – авăн уйăхĕ - хуçаланать. Кĕр пуçламăшĕ, çуллахи кунсемпе сывпуллашни, - тетпĕр эпир ăна. Улăхсемпе çарансенче текех чечексем те çуллахи пек йышлă мар ĕнтĕ. Вăрмансемпе садсем çуллахи пек нумай сас-чĕвлĕ мар ĕнтĕ: кайăк-кĕшĕк юрри сахалрах янăрать. Ачасем, мĕншĕн вăрманта кайăксен сасси илтĕнмест-ши?
Ачасем. Кайăксем кăнтăралла вĕçсе каяççĕ.
Ертсе пыракан. Эсир вĕсен ячĕсене пĕлетĕр-и?
Ачасем. Кураксем, тăрнасем, чĕкеçсем, шăнкăрчсем, хур-кăвакалсем…
Ертсе пыракан. Тĕрĕс. Кайăксем халлĕхе апатран аптрамаççĕ-ха. Вăрман пуян. Пилешпе палан, шăлан аякранах хĕп-хĕрлĕ курăнса лараççĕ. Илемлĕ те тулăх та кĕрхи кунсем.
■ Захарова Галина Валентиновна.
Йĕпреç районĕ, Эйпеç пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 143, Хаçат: 2 (33), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: