Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Гаврилова Н. И.
Гаврилова Н. И.
 
Эпĕ, Гаврилова Надежда Ильинична, Вăрнар районĕнчи Ҫĕрпелти вăтам шкулта пуҫламăш классенче 33 ҫул вĕрентетĕп. Хамăн кулленхи ĕҫре час – часах дидактика вăййисемпе усă куратăп. Вĕсене эпĕ хамах пуҫтарса йĕркелетĕп. Кун пек вăйăсем ачасене питĕ килĕшеҫҫĕ. Анчахрах тĕп хуламăр Шупашкар никĕсленнĕренпе 550 ҫул тултарнине халалласа класс тулашĕнчи «Эсир Чăваш республикине пĕлетĕр-и?» мероприяти ирттертĕмĕр. Ҫак вăййа сĕнсе пăхасшăн.
«Кам миллионер пуласшăн?» вăйăри усă курмалли ыйтусем
1. Чăваш ҫĕршывĕ мĕнле юхан шыв хĕрринче вырнаҫнă?
а) Ока б) Пăла
ă) Нева в) Атăл
2. Авалхи чăвашсем мĕн ĕҫлесе пурăннă?
а) ҫĕр ĕҫленĕ б) пăрахутсем тунă
ă) шахтăсенче ĕҫленĕ в) карапсем ăсталанă
3.Чăваш Республикинчи хăш хула чукун ҫул тĕввинче вырнаҫнă?
а) Шупашкар б) Канаш
ă) Ҫĕмĕрле в) Ҫĕнĕ Шупашкар
4.Мĕнле хула Чăваш Республикинче вырнаҫман?
а) Улатăр б) Сĕнтĕрвăрри
ă) Чулхула в) Куславкка
5. Чăваш Республикинче миҫе хула?
а) 8 б) 10
ă) 9 в ) 11
6. Чăваш Республикинче миҫе район?
а)19 б) 21
ă) 20 в ) 22
7.Чăваш Республикинче к сас паллипе пуҫланакан миҫе район?
а) 2 б) 4
ă) 3 в ) 5
8.Пирĕн Республикăри чи ватă хула?
а) Ҫерпӳ б) Канаш
ă) Ҫĕмĕрле в) Шупашкар
9. Пирĕн Республикăри чи ҫамрăк хула?
а) Куславкка б) Ҫĕмĕрле
ă) Канаш в) Ҫĕнĕ Шупашкар
10. Чăваш Республикин гимн сăмахĕсен авторĕ
а) В.Давыдов-Анатри б) Уксай Яккăвĕ
ă) Илья Тукташ в) Петĕр Ялкир
11. Чăваш Республикин Патшалăх гимне кĕвĕлекен
а) Г.Хирбю б) Ю.Кудаков
ă) Ф.Лукин в ) Г. Лебедев
12.Чăвашсен ҫĕнĕ ҫырулăхне, алфавитне, букварьне йĕркеленĕ ҫын.
а) И.Я.Яковлев б) Иван Ашмарин
ă) Г.Волков в) Илья Ульянов
13. Республикăра мĕн туса кăларакан завод пур?
а) карап б) самолёт
ă) трактор в) пăрахут
14.Чăвашсен сурхури уявĕ мĕнле выльăх ячĕпе ҫыхăннă?
а) лаша б) вăкăр
ă) сурăх в) ĕне
15. «Нарспи» поэмăна ҫыракан
а) Стихван Шавли б) Илпек Микулайĕ
ă) Иван Ивник в) Константин Иванов
16.Хăш уявра ачасем катаччи чупнă?
 
а) акатуйра б) ҫăварни уявĕнче
ă) сурхури уявĕнче в) мăнкунра
17.Ҫăварнинче ҫынсем пĕр-пĕрне ытларах мĕнпе хăналанă?
а) какай шÿрпипе б) шăрттанпа
ă) шарккупа в) икерчпе
18. Ĕне ыррине мĕнрен тăваҫҫĕ?
а) качака сĕтĕнчен б) ĕне пăруланă хыҫҫăн суса илнĕ сĕтрен ă)тăпăрчран в) ) хăймаран
19. Ҫак йĕркесем камăн?
Ик чĕлхе вăл – ик ăс маншăн,
Эп пуласшăн ик ăслах!»
а) Ҫеҫпĕл Мишшин б) Уксай Яккăвĕн
ă) Константин Ивановăн в) Петĕр Хусанкайăн
20. Пĕрремĕш чăваш шкулне мĕнле хулара уҫнă?
а) Шупашкар б) Чĕмпĕр
ă) Канаш в) Ҫĕрпÿ
21. Хăш хĕр ача ячĕ ытлашши?
а) Пинерпи б) Праски
ă) Урине в) Камилла
22. Ҫак йĕркесем камăн?
«Туссем калаҫнă чух, тăван чĕлхемĕм,
Шур акăш тĕкĕ евĕр эс ҫемҫе…»
а) Ҫеҫпĕл Мишшин б) Александр Кăлканăн
ă) Юрий Вирьялăн в) Уксай Яккăвĕн
23. Чăваш Республикин пĕрремĕш президенчĕ кам пулнă?
а) Михаил Игнатьев б ) Сергей Павлов
ă) Николай Фёдоров в) Атнер Хусанкай
24. Ял-йыш пухăнса чăвашсем пĕр-пĕрне пысăк ĕҫ тума пулăшни.
а) туй б) ниме
ă) ҫăварни в) мăнкун
25.Чăвашсен паллă этнографĕ.
а) Н.И.Ашмарин б) Г.Н.Волков
ă) Л.П.Сергеев в) М.К.Волков
26.Чăваш чĕлхи мĕнле чĕлхесен шутне кĕрет?
а) финн чĕлхисен шутне б) монгол чĕлхисен шутне ă) славян чĕлхисен шутне в) тĕрĕк чĕлхисен шутне
27. Икĕ местоименирен пулнă хула ячĕ хăшĕ пулать?
а) Ҫерпӳ б) Канаш
ă) Хусан в) Улатăр
28. Шупашкар хули миҫемĕш ҫулта никĕсленнĕ?
а) 1369-мĕш ҫулта б) 1569- мĕш ҫулта
ă) 1469- мĕш ҫулта в) 1669- мĕш ҫулта
29.Шупашкар гербĕ ҫинче миҫе кăвакал ӳкернĕ?
а) 3 б) 5
ă) 4 в) 6
30. Тĕнче уҫлăхне хăпарнă виҫҫĕмĕш ҫын?
а) В.И.Севастьянов б) Ю.А.Гагарин
ă)А.Г.Николаев в ) Герман Титов
31. Тĕнче уҫлăхне хăпарнă виҫҫĕмĕш ҫын кам пулнă?
а) вырăс б) тутар
ă) чăваш в) ирҫе
32. Чăваш Республикин патшалăх символĕсене –
ялава, герба тата гимна хăҫан йышăнса ҫирĕплетнĕ?
а)1990-мĕш ҫулта б) 1992- мĕш ҫулта
ă) 1991- мĕш ҫулта в) 1993- мĕш ҫулта
33.Хăшĕ хула ячĕ пулмасть?
а) Вăрнар б) Улатăр
ă) Етĕрне в) Ҫĕмĕрле
34.Ҫулталăкра чи кĕске чăвашла уйăх ячĕ мĕнле?
а) февраль б) март
ă) июнь в) май
35.Ака-суха туса пĕтернĕ хыҫҫăн чăвашсем мĕнле уяв тăваҫҫĕ?
а) сурхури б) ниме
ă) акатуй в) ҫимĕк
 
36.Хăшĕ чăваш апат-ҫимĕҫĕ пулмасть?
а) шăрттан б) лаваш
ă) чăкăт в) хуран кукли
37. Чăваш Республикин тĕп юханшывĕ.
а) Сăр б) Энĕш
ă) Ҫавал в) Атăл
38.Хăш сăмахсене йăнăш ҫырнă?
а) И.Я.Яковлев – чăваш халăхне ҫутта кăларакан
ă) Е.Н.Николаева - художник
б) П.П.Хусанкай - поэт
в) В.И.Чапаев - ҫар пуҫĕ
39.Чăвашран тухнă тĕнчипе паллă балерина кам?
а) Г.Уланова б) А. Волочкова
ă) Н.Павлова в) М. Плисецкая
40.Вирьял тесе кама калаҫҫĕ?
а) тури чăваша б) республика тулашĕнчи чăваша
ă) вырăсланнă чăваша в) анатри чăваша
41. Андриян Григорьевич Николаев хăш районта ҫуралса
ÿснĕ?
а) Улатăр б) Сĕнтĕрвăрри
ă) Ҫĕнĕ Шупашкар в) Ҫĕрпÿ
42. Хăш арҫын ача ячĕ ытлашши?
а) Микулай б) Руслан
ă) Сантăр в) Атнер
43.Хăш район ятне чăвашла йăнăш ҫырнă?
а) Красноармейски б) Комсомольски
ă) Красночетайски в) Тăвай
44.Ҫавал шывĕ хĕрринче вырнаҫнă хула ячĕ хăшĕ?
а)Улатăр б) Сĕнтĕрвăрри
ă)Етĕрне в) Ҫĕрпÿ
45. Хăшне йăнăш куҫарнă?
а) Цивильск - Ҫĕрпÿ б) Мариинский Посад -Сĕнтĕрвăрри
ă) Шумерля – Ҫĕмĕрле в) Порецкое - Порецки
46 .Мĕнле шыв урлă каҫмасăр атта хывма хушман ваттисем?
а) Енĕш б) Санар
ă) Ҫавал в) Сăр
47.Хăш йывăҫ ячĕпе вырăс ҫынна япăх енчен, чăваш лайăх енчен хаклать?
а) юман б) йăмра
ă) ҫăка в ) хурама
48. «Язык до Киева доведёт», - теҫҫĕ вырăссем. Чăвашсем вара чĕлхе пулăшнипе мĕнле хулана ҫитеҫҫĕ?
а) Йĕпреҫе б) Мускава
ă) Ҫĕмĕрлене в) Чĕмпĕре
49.Йĕпшĕнех ăҫта чупас мар?
а) Питĕре б) Йĕпреҫе
ă) Елчĕке в) Мускава
50.Чăваш хĕрĕсем пуҫа мĕн тăхăннă?
а) хушпу б) сурпан
ă) тухья в) ҫуха
51.Хĕр арăмсен кăкăр умне ҫакмалли илемлĕх хатĕрĕ хăшĕ?
а) масмак б) хушпу
ă) шӳлкеме в) шăрҫа
52.И.Я.Яковлев хăш ялта ҫуралнă?
а) Слакпуҫ б) Кăнна Кушки
ă) Силпи в) Шуршăл
53. Вырăс, тутар, чăваш – пурте ҫын. Ҫак йĕркесене И.Я.Яковлев мĕнле калавра ҫырнă?
а «Лаша шырани» б) «Пулă сĕрни»
ă) «Чăлха ҫыхни» в) «Ҫухалнă укҫа тупăнни»
54. «Чăвашсен ҫĕр пин сăмах, ҫĕр пин юрă, ҫĕр пин тĕрĕ».Ҫак йĕркесен авторĕ кам?
а) Н.И.Ашмарин б) Г.Н.Волков
ă) И.Я.Яковлев в) В.Г.Егоров
55.Ҫуралнă кун ячĕпе Микулая йыснăшĕ планшет илсе панă. Парне параканĕ кам?
а) амăшĕн шăллĕ б) амăшĕн ашшĕ
ă) аппăшĕн упăшки в) ашшĕн ашшĕ
56.Мĕнле чечек ятне вырăсларан чăвашла йăнăш куҫарнă?
а) ромашка – салтак тӳми б) василёк – утмăл турат
ă) одуванчик – кукша пуҫ в) купальница – сар чечек
57. Атăл тăрăх мĕнле тинĕсе ҫитме пулмасть?
А) Каспи тинĕсĕ б) Балтика тинĕсĕ
ă) Хура тинĕс в) Хĕрлĕ тинĕс
58.Хăшĕ Чăваш Ен к5рши мар?
а) Мари Эл Республики б) Тутарстан Республики
ă) Коми Республики в) Ульяновск облаҫĕ
59. Чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ
а) Ардамон Игнатьев б) Владимр Воронков
ă) Валерий Соколов в) Валерий Ярды
60. РСФСР тата СССР халăх артистки Вера Кузьминична Кузьмина Чăваш Республикинчи хăш районĕнче ҫуралнă?
а) Канаш б) Шупашкар
ă) Йĕпреҫ в) Тăвай
61. Мĕнле йывăҫ ятне вырăсларан чăвашла йăнăш куҫарнă?
а) липа - ăвăс б) сосна - хыр
ă) дуб - юман в) клён - вĕрене
62.Андриян Григорьевич Николаев тĕнче уҫлăхне хăҫан вĕҫсе хăпарнă?
а)1961-мĕш ҫулта б) 1964- мĕш ҫулта
ă) 1962- мĕш ҫулта в ) 1965- мĕш ҫулта
63.Ҫуран чупас тата хăвăрт утас енĕпе палăрнă чăваш спортсменĕсенчен хăшĕ ытлашши?
а) Валентина Егорова б) Елена Николаева
ă) Ирина Калентьева в) Олимпиада Иванова
64.Чăваш Республикин ялавĕпе гербăн авторĕ.
а) Элли Юрьев б )Владимр Воронков
ă) П.Е.Егоров в) Валерий Ярды
65.Хуначи Кашкăр тесе кама каланă?
а) Г.Н.Волкова б) Н.И.Ашмарина
ă) П.Е.Егорова в) М.К.Волкова
66. Чăваш Республикин кунĕ
а) ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ б) ака уйăхĕн 29 - мĕшĕ
ă) утă уйăхĕн 24-мĕшĕ в) ака уйăхĕн 25 – мĕшĕ
67.Чăваш чĕлхи кунĕ
а) ака уйăхĕн 29 - мĕшĕ б) пуш уйăхĕн 25-мĕшĕ
ă) ҫу уйăхĕн 19-мĕшĕ в) ака уйăхĕн 25 – мĕшĕ
68. Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ.
а) ака уйăхĕн 29 - мĕшĕ б) пуш уйăхĕн 25-мĕшĕ
ă) ҫу уйăхĕн 29-мĕшĕ в) ака уйăхĕн 25 – мĕшĕ
69. Мĕнле кайăк ятне вырăсларан чăвашла йăнăш куҫарнă?
а) трясогузка - пăрчăкан б) стриж - вĕршĕн
ă) галка - чакак в) жаворонок - тăри
70.Хăш чĕлхе тĕрĕк чĕлхисен шутне кĕмест?
а) пушкăрт б) тутар
ă) балкар в) чечен
71. Мĕнле ҫум курăк ятне чăвашларан вырăсла йăнăш куҫарнă?
а) йыт пырши – собачья кишка б) мăян - лебеда
ă) пиҫен - бодяга в) шур ути - осот
72. Мĕнле чĕр чун ятне вырăсларан чăвашла йăнăш куҫарнă?
а) барсук - пурăш б) крот - карăш
ă) хорёк - пăсара в) хомяк – арлан
73.Чăваш республикинчи хальхи ертÿçи кам?
а) Сергей Павлов б) Атнер Хусанкай
ă) Михаил Игнатьев в) Николай Фёдоров
■ Гаврилова Надежда Ильинична.
Вăрнар районĕнчи Ҫĕрпел вăтам шкулĕ
 
: 143, Хаçат: 2 (33), Категори: Класс тулашĕнчи ĕç

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: