Кăçалхи видеоконкурс сертификачĕсем хатĕр. Вĕсене аяларах панă каçăсемпе уçласа илме пулать. Сăвăсемпе вăйăсене, сертификачĕсем нумай пулнă пирки, икĕ пая пайланă - тимлĕрех пулăр. Уçсан хăвăрăн сертификата хăвăрт тупма CTRL+F пусса "Шырав" хутлăхĕпе усă курма сĕнетпĕр.
Чылай заявка тĕрĕс марри палăрчĕ сертификат хатĕрленĕ май. Çавăн пекех хăшĕсем электрон регистрацине тухмасăрах видеоматериал ярса панă е регистрациленнĕ чухне йăнăшсем тунă. Тата халь хатĕрленĕ сертификатсенче те йăнăшсем пулма пултараççĕ. Çакăн пек çитменлĕхсене пĕтерме пурин те çĕнĕрен заявка яма тивет. Заявка тĕслĕхне çак çыру вĕçне çыпăçтарнă. Ку заявкăра "Шкул ТВ" канала лартнă сирĕн видеон каççине кăтартмалла. Видео каççине кăтартман заявкăсене пăхса тухмаççĕ, сертификат памаççĕ.
![]() |
Каçă копилесси |