Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
"Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" видеоконкурс вĕçленчĕ, ĕçсене йышăнма пăрахса пĕтĕмлетĕвĕсене тăва пуçланă. Кăçал хутшăнакансем питĕ нумай пулчĕç - пĕтĕмпе 1200 ытла çыру килчĕ уйăх хушшинче. Çавăнпа та ĕçсене тишкерсе видеохостинга кăларса хурасси тăсăлса кайрĕ. Çитес кунсенче жюри хăйĕн ĕçне вĕçлет, итогсемпе пирĕн журналтах паллашма пулĕ.
Хальлĕхе çакна калама пултаратпăр. Конкурса 840 ĕç йышăннă. Тутарстанпа Чĕмпĕр тăрăхĕсенчен ĕçсем нумай пулнине палăрмалла. Йышăнман ĕçсен хисепĕ те пысăк, ытларахăшне ĕçсене положени ыйтнă пек тăратманшăн йышăнман, уçăлман архивсем, видеоматериалсем те пулкаларĕç кăçал.
Тепĕр хут ас илтерĕпĕр: чыслав акан 17-мĕшĕпе наци библиотекинче иртĕ, пĕтĕмлетÿсене канмалли кунсенче пичетлĕпĕр, сертификатсем ака уйăхĕн вĕçнелле пулĕç - кăçал икĕ номинацире электронлă регистраци пулман пирки кая юлса пырать сертификатсем хатĕрлесси.
 
: 895, Хаçат: 1 (32), Категори: Категорисĕр

Комментарисем:

Татьяна Григорьева (2019-04-11 09:03:12):
"Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" видеоконкурса хăçăнччен тăснă - ши?

Валентина (2019-04-11 14:05:56):
Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш кокурсăн пĕтĕмлетĕвĕпе ăçта тупма пулать?

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: