Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Цыркунова Татьяна Леонарьевна
Цыркунова Татьяна Леонарьевна
ПЛАН
I. Проект ĕçĕн йĕрки
1. Проект ĕçĕн теми: Валерий Туркайăн „Ниме” сăввине вĕрентмелли материалсем.
2. Проект ĕçĕн тĕллевĕсем:
– тĕпчев ĕçĕпе интереслентересси;
– вĕренекенсен пуплевне аталантарасси;
– предметпа интересленекен ачасен ушкăнне пысăклатасси;
– пĕтĕмлетӳсем тума вĕрентесси.
3. Проект ĕçĕн задачисем:
– поэтăн хайлавĕнчи ĕçлес туйăма хавхалантаракан йĕркесене тупса палăртасси;
– хайлавăн тĕп шухăшне тупмалли çăл куçсене тимлесси;
– виçĕ енлĕ дневник йĕркелесси;
– презентаци тăвасси;
– буклет тăвасси.
4. Проект тухăçлăхĕ:
– «Ниме» сăввăн пурнăçри пĕлтерĕшĕпе вырăнне палăртасси;
– юлхавпа кĕрешмеллине ăша хывасси;
– ĕç пурнăçра чи кирли пулнине вĕренекенсем патне илсе çитересси.
5. Проект ĕçен актуаллăхĕ:
– ушкăнпа, творчествăлла тата хăйсем тĕллĕн ĕçлесе ачасем лайăхрах ас туса юлаççĕ, тарăн пĕлӳ илеççĕ;
– проблемăллă ыйтусем тата творчествăлла ĕçсем предметпа интереслентерме май парать;
– проект тĕрлĕ информаци ресурсĕсемпе тата компьютер технологийĕсемпе усă курма май парать;
– ушкăнпа ĕçлесе çитĕнӳсем тума пулать, вĕренекенсене аталанма тĕрлĕ май пур.
6. Проект ĕçĕн тĕп шухăшĕ:
Пурнăçра ĕçчен, пур ĕçре те халăхпа пĕрле пулма тăрăшмалла.
7. Проекта пурнăçлама усă курмалли мелсемпе меслетсем:
– учителĕн илемлĕ вулавĕ;
– ыйту-хурав;
– цитатăллă план туни;
– словарь ĕçĕ;
– танлаштаруллă характеристика тăвасси;
– тĕп шухăша уçса паракан йĕркесене вулаттарни;
– сăвва тишкересси;
– проблемăллă калаçу ирттересси (пĕччен çурт тума йывăрри, ушкăнра – вăй);
– кĕнеке выставкипе паллашни;
– слайдпа, сăн ÿкерчĕкпе ĕçлени;
– фонохрестоматипе юрă итлеттерни.
8. Проект ĕçне хутшăнакансем:
– Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулăн 6-мĕш класра вĕренекенĕсем;
– Цыркунова Татьяна Леонарьевна, чăваш чĕлхипе литература вĕренетекенĕ.
9. Проект ĕçне пурнăçа кĕртмелли вырăн:
– 429421, Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕнчи Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул;
– чăваш чĕлхипе литератури кабинечĕ.
10. Проекта пурнăçа кĕтрмелли тапхăрсем:
 
 
 
 
 
Проект ĕçне пурнăçа кĕртмелли тапхăрсем Проект ĕçĕн содержанийĕ
I. Хатĕрленӳ тапхăрĕ Ачасем çак ĕçсене тăваççĕ:
– вĕренекенсем проект ĕçĕн темипе, планĕпе, ирттермелли йĕркепе паллашаççĕ;
– В.Туркайăн «Ниме» сăввине вулаççĕ;
– поэт хускатнă проблемăна тупса палăртаççĕ.
Результат: Валерий Туркайăн сăввине вуларĕç.
II. Тĕп ĕç тапхăрĕ Ачасем çак ĕçсене тăваççĕ:
– тест;
– кроссворд;
– буклет;
– сăвăри проблема.
Результат:
– тест йĕркелерĕç;
–кроссворд хатĕрлерĕç;
– буклет хатĕрлерĕç;
– сăвăра хускатнă проблемăна тупса палăртрĕç.
III. Пĕтĕмлетӳ тапхăрĕ Ачасем çăк ĕçсене турĕç:
Материалпа усă курса презентации хатĕрлерĕç.
Результат:
– презентации;
– «Валерий Туркайăн «Ниме» сăввинчи темăпа тĕп шухăшĕ» темăпа 6-мĕш класра урок ирттернĕ.
11. Проект ĕçĕн пулмалли результачĕ:
– буклет;
– презентаци;
– кроссворд;
– тест;
– хăйсем тĕллĕн шырав-тĕпчев ĕçне явăçтарни.
12. Теори бази:
– Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чăваш литератури вĕрентессин патшалăх виçи (стандарчĕ)// В.Н.Пушкин. – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, 2000.
– Чăваш литературине шкулта вĕрентессин хăш-пĕр ыйтăвĕсем// Н.Г.Иванова. – Шупашкар, 2003.
– VI класри тăван литература урокĕсем: меслет сĕнĕвĕсем / Н.Г.Иванова т. ыт. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн издательстви, 2007.
– Тăван литература: Вĕренӳпе вулав кĕнеки. 6-мĕш класс валли / Н.Г.Ивановăпа З.С.Антонова çырса-пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2009.
13. Проект ĕçне пурнăçа кĕртесси:
Проект ĕçне пурнăçланă май ачасем урокра илнĕ пĕлĕве мĕнле ӳстермеллине, малала мĕнле аталантармаллине, хăйĕн ĕçĕсемшĕн кашни çыннăн ответлăха туймаллине ăнланччăр.
Проект ĕçепе ĕçлесе ачасен тавра курăмĕ аталанать, тăван чĕлхене, литературăна, тăван ен культурине ытларах хисеплеме пуçлаççĕ. Ĕç ачасен пултарулăхне аталантарать. Вĕренекенсем ыйтусем йĕркелеме, кроссворд, буклет тума вĕренеççĕ.
14. Кĕтнĕ çимĕçĕ:
– Валерий Туркайăн «Ниме» сăввине вĕрентнĕ чухне усă курмалли çĕнĕ материалсем;
– буклет;
– презентации;
– кроссворд;
– тест.
15. Çыхăну тытмалли информаци:
429421, Чăваш Республики, Вăрмар районĕ, Мăнçырма ялĕ, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул. Цыркунова Т.Л.
16. Проект ĕçĕпе усă курасси:
– «Валерий Туркайăн «Ниме» сăввине вĕрентмелли материалсем» проект ĕçĕпе чăваш литератури урокĕсенче усă курма пулать;
– шкул сайчĕ;
– учительсене РМОра паллаштаратăп;
– республика сайчĕ.
17. Проект ĕçĕн смети:
CD-R дискĕ, папка-скорошиватель, пичет краски, хут,
II. 1. «Валерий Туркайăн «Ниме» сăввинчи темăпа тĕп шухăшĕ» урокăн тулли конспекчĕ.
Усă курнă литература:
Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чăваш литератури вĕрентессин патшалăх виçи (стандарчĕ)// В.Н.Пушкин. – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 2000.
– Чăваш литературине шкулта вĕрентессин хăш-пĕр ыйтăвĕсем// Н.Г.Иванова. – Шупашкар, 2003.
– VI класри тăван литература урокĕсем: меслет сĕнĕвĕсем / Н.Г.Иванова т. ыт. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн издательстви, 2007.
– Туркай, В. В. Турă питĕнчи куççуль: Сăвăсем/ В. Туркай; Худож. Г.Г. Фомиряков. – Шупашкар, 1996.
– Туркай, В. В. Чунăм манăн, чунăм.../Валери Туркай. – Шупашкар: Калем, 2003.
– Туркай, В. В. Шурă фарфăр чашăк: Сăвăсем. Поэма/ В.Туркай.– Шупашкар: Чувашия, 1994.
– Туркай, В. В. Çăл куç çути: сăвăсем/ Валери Туркай.– Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1989.
Хушса панисем:
1№ хушса пани. «Валерий Туркайăн «Ниме» сăввинчи темăпа тĕп шухăшĕ» презентации.
2№ хушса пани. «Суяпа ĕçченлĕх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем» кроссворд.
3№ хушса пани. Литература диктанчĕ (карточкăсам).
4№ хушса пани. Валерий Туркайăн «Ниме» сăвă тăрăх йĕркеленĕ тест
5№ хушса пани. «Чăваш халăх йăли – ниме» буклет.
 
II. 1. «Валерий Туркайăн «Ниме» сăввинчи темăпа тĕп шухăшĕ» урокăн тулли конспекчĕ.
Урок теми: Валерий Туркайăн «Ниме» сăввинчи темăпа тĕп шухăшĕ.
Урок тĕсĕ: лирика хайлавне вуласа тишкермелли урок – хутăш урок.
Сапăрлăх тĕллевĕсем:
1) этемĕн çĕр çинче виçĕ тивĕç пулнине ăнлантарасси (йывăç лартни, çурт туни, ача пăхса ÿстерни);
2) ушкăнпа тунă ĕç хаваслăхне, ĕç ӳсĕмлĕхне туйма пулăшасси;
3) «пĕччен çурт тăвасси ансат марри», «пĕччен пăтă çиме, йышпа авăн çапма лайăххи» çинчен калакан ваттисен сăмахĕн пĕлтерĕшне ăнлантарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем:
1) лирика хайлавĕсен темипе тĕп шухăшне палăртма вĕрентесси;
2) сăнарлă чĕлхепе сăнланнă ĕçсен йĕркине ăнланма, туйма хăнăхтарасси.
Илемлĕх (аталантару) тĕллевĕсем:
1) сăвва илемлĕ, палăртуллă вулама вĕрентесси;
2) ниме йăли çинчен вĕреннĕ май халăх мешехисене юратма хавхалантарасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
– учителĕн илемлĕ вулавĕ;
– ыйту-хурав;
– цитатăллă план туни;
– словарь ĕçĕ;
– танлаштаруллă характеристика тăвасси;
– тĕп шухăша уçса паракан йĕркесене вулаттарни;
– сăвва тишкересси;
– проблемăллă калаçу ирттересси (пĕччен çурт тума йывăрри, ушкăнра – вăй);
– кĕнеке выставкипе паллашни;
– слайдпа, сăн ÿкерчĕкпе ĕçлени;
– фонохрестоматипе юрă итлеттерни.
Пуплеве аталантарамалли хăнăхусем:
– сăвва илемлĕ вуласси;
– сăвă тытăмне палăртасси;
– çавран содержанине кĕскен каласси;
– цитатăллă план тăвасси;
– темăна уçса паракан йĕркесене тупасси;
– илемлĕх мелĕсене асăрхасс.
Словарь ĕçĕ:
а) ăнлантармалли сăмахсем:
ниме – ял-йышпа уйрăм çынна пысăк ĕç тума йышпа укçасăр пулăшни;
таса хута хурат – хут çине çыр;
тар тăк – тарличчен ĕçле;
ансат мар – çăмăл мар;
ă) çырма вĕрентмелли сăмахсем:
апла тăк; тăк – союз та, татăк та – уйрăм çырмалла
мĕнле-тĕр.
Литература теорийĕ:
тема – хайлавра мĕн çинчен каласа кăтартни;
тĕп шухăш – автор сăвăра çырса кăтартнă сăнлăхсем урлă мĕн каласшăн пулни;
састаш – сăвă вĕçĕсем пĕр пек черетленсе вĕçленни;
çавра – рифмăллă сăвă строфи.
рефрен – сăвă çаври умĕн е хыççăн пĕр пек сăмахсем тĕл пулни.
Илемлĕх мелĕсем:
эпитет – куçăмлă пĕлтерĕшлĕ определени;
ассонанс – предложенири уçă сасăсен янăравлăхĕ;
аллитераци – хупă сасăсен янăравлăхĕ.
Ĕç хатĕрĕсем:
электронлă тест (Excel программăпа хатĕрленĕ)
мультимеди проекторĕ, компьютер, экран слайдсем.
Курăмлăх хатĕрĕсем:
Валерий Туркай портречĕ
Туркай, В. В. Турă питĕнчи куççуль: Сăвăсем/ В. Туркай; Худож. Г.Г. Фомиряков. – Шупашкар, 1996.
Туркай, В. В. Чунăм манăн, чунăм.../Валери Туркай. – Шупашкар: Калем, 2003.
Туркай, В. В. Шурă фарфăр чашăк: Сăвăсем. Поэма/ В.Туркай.– Шупашкар: Чувашия, 1994.
Туркай, В. В. Çăлкуç çути: сăвăсем/ Валери Туркай.– Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1989.
М.И.Скворцов. Чăваш уявĕсемпе мешехисем. – Шупашкар, 1991.
фонохрестомати («Нимене» чăваш халăх юрри),
 
 
Урок эпиграфĕ:
Пĕччен сурать – типсе пырать,
халăх сурать – кÿлĕ пулать.
Ваттисен сăмахĕ
Урок юхăмĕ:
I. Килти ĕçе тĕрĕслени.
Ыйтусем:
1. «Чыс, тивĕç, сипет этеме кӳрет тивлет» пайри хăш хайлавпа паллашрăмăр?
Этем лайǎх е япǎх пуласси ытти çынсемпе хутшǎннинчен, ырǎпа усала курма пĕлнинчен, ашшĕ-амǎшне, халǎха тивĕслĕ пулма тǎрǎшнинчен килет. Чыс, тивĕç, сипет – çыннǎн чи кирлĕ енĕсем, вĕсене аталантарма çамрǎк çынна литература пулǎшать.
2. Вĕреннĕ хайлавсенчи хăш тĕп сăнар сире килĕшрĕ?
II. „Ӳркев ӳкерет – ĕçченлĕх çĕклет” çĕнĕ пай вĕренме пуçлатпăр. Ку пай литературǎри тата пурнǎçри ырǎпа усал кĕрешĕвне сǎнарлǎн кǎтартать. Ӳркевпе ĕçченлĕх, ĕçрен хǎраман, таса чун-чĕреллĕ, ырǎ ĕмĕтлĕ çынсемпе паллашма пулать.
„Ӳркев ӳкерет – ĕçченлĕх çĕклет” пайри ваттисен сăмахĕсемпе паллашар-ха:
1. Ĕçчен çынна пĕр сăмах, кахал çынна çĕр сăмах.
2. Кахал çын çине çумăр виçĕ кун малтан çăвать.
3. Кахал кăмака çинчен аниччен ĕçчен ту çине хăпарнă.
Ыйту: Кĕçĕн класра мĕнле хайлавсемпе паллашнă эсир?
1. Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарни (1№ слайд).
– Валерий Туркай çинчен ăнлантарасси, унăн кĕнекисен выставкипе паллашасси (2№ слайд).
Кĕнекери аса илÿри 3 тезис:
– кĕтÿç пулнă;
– Иван тетепе Илле тете ĕçлеме вĕрентнĕ;
– хут купăспа калама вĕрентнĕ.
2. Учителĕн илемлĕ вулавĕ.
3. Ыйту-хурав:
– Мĕн вăл ниме?
– Ниме мĕнле йĕркепе пулса пырать?
– Сăвăра ниме халăхĕ мĕн тунине кăтартнă?
– Çынсем мĕнле кăмăлпа ĕçлеççĕ?
4. Илемлетнĕ халăх юррине итлеттерни («Нимене») (3№ слайд).
5. Ыйту-хурав:
– Юрăри хăш сăмахсене ас туса юлтăр?
– Юрă кĕвви мĕнле туйăмлă?
6. Вĕренекенсем сăвва тĕллĕн çурма сасăпа вулани: сăмахсене тĕрĕс те уçăмлă вулани, сасса кирлĕ çĕрте улăштарни, кирлĕ паузăсем туни.
7. Словарь ĕçĕ:
Сăмах йышне ӳстерни (4№ слайд).
ниме – çынна ушкăнпа пĕр-пĕр ĕç тума укçасăр пулăшни
таса хута хурат – хут çине çыр
тар тăк – тарличчен ĕçле
ансат – çăмăл
апла тăк – апла пулсан
мĕнле-тĕр –
8. «Ниме» сăмаха тĕрлĕ чĕлхесемпе çырнине пăхни (5№ слайд).
9. Сăвă темине палăртни.
Сăвăри япала ячĕсене тупни.
Ялта – 5 сăмах, ниме – 5 сăмах.
Чи нумай япала ячĕ тема пулнине палăртни.
(Сăвăра поэт чăвашсен ниме йăли çинчен çырса кăтартнă).
10. Сăвă çаврисенчи шухăша палăртни (6№ слайд).
1-мĕш çаврара – автор ниме халăхĕн хаваслă ĕçне сăнать.
2-мĕш çаврара – ниме çыннисем çурт тăваççĕ.
3-мĕш çаврара – поэт халăх ыр йăлана манманшăн савăнать.
4-мĕш çаврара – сăвăç та йышпа пĕрле ĕçлесшĕн.
5-мĕш çаврара – автор хăй те нимен хĕрÿ ĕç шавне хутшăнать.
III. 1. Ыйту-хурав:
1. Сăвă янăравлăхĕпе кĕвĕлĕхне мĕн палăртать?
2. Сăвă састашне (рифмине) палăртăр: (састаш – сăвă вĕçĕсем пĕр пек черетленсе вĕçленни) (7№ слайд).
5 çавра – Ялта – ниме. Хĕрӳ ĕç шавĕ.
Йăтатпăр кирпĕч. Тăм çăратпăр.
Ăçта тата камсем – мĕнле тĕр…
ЭПИР ПУРНАС ТЕСЕ ПУРНАТПĂР!
Абаб, хĕреслĕ рифма.
3. Ассонанспа аллитераци тĕслĕхĕсене тупăр (7№ слайд).
ассонанс – сăвăри уçă сасăсен янăравлăхĕ;
аллитераци – хупă сасăсен янăравлăхĕ.
1-мĕш çаврари 3-мĕш йĕркере («Йăтаççĕ кирпĕч. Тăм çăраççĕ») аллитераци Ç сасăран йĕркеленнĕ, ассонанс вара Ă, Ĕ сасăсенчен пулнă.
4. Сăвăра миçе çавра, çаврасенче миçе йĕрке? (8№ слайд).
(çавра – рифмăллă сăвă строфи).
Сăвăра 5 çавра: 1,2,4 çавра 5 йĕркерен тăрать, 3,5 çавра – 4 йĕрке.
5. Çавра тĕсне палăртăр? (8№ слайд).
5 йĕркеллĕ çаврана ăна пеон теççĕ.
6. Сăвă çаври пĕр пек пуçланнине мĕн тесе калаççĕ? (8№ слайд).
Рефрен – сăвă çаври умĕн е хыççăн пĕр пек сăмахсем тĕл пулни.
7. Чĕлхе мелĕсене тупса палăртни, мĕнле тĕллевпе усă курнине ăнлантарни (9№ слайд).
– Обращенипе междомети çыхăнăвĕ:
«Эй, паттăр халăх!» – сăвăçăн халăхпа ĕçе хутшăнас кăмăлĕ палăрать.
– Риторикăллă чĕнÿ (кăшкăруллă предложени):
авторăн кăмăлĕ çĕкленÿллĕ, хаваслă пулнине палăртать.
– Фразеологизмсем:
«таса хута хурат», «тар тăк», «тар кăлар», «юн тăк», «юн юхтар».
 
8. Кану саманчĕ (10№ слайд).
9. Цитатăллă план туни (11№ слайдсем).
Цитата – шухăша çирĕплетме пĕр-пĕр текстран улăштармасăр илнĕ ют çын сăмахĕ, ăна яланах кавычкăра илеççĕ.
Цитатăллă план:
1. «Ялта ниме. Хĕрÿ ĕç шавĕ».
2. «Çурт тăвасси ансат ĕç мар вăл».
3. «Пурăнасшăн, пурăнать ман халăх».
4. «Йышпа пĕрле эп тар тăкасшăн».
5. «Эпир пурнас тесе пурăнатпăр».
10. Ушкăнпа ĕçлени.
а) 4 ача компьютер умĕнче UTC программăпа хатĕрленĕ тестпа ĕçлет (12№ слайд).
ă) «Ниме» сăвă тăрăх хатĕрленĕ литература диктанчĕ çырни (карточкăпа ĕçлени). Предложени пуçламăшĕ тăрăх малалла тĕрĕс çырни.
1. Сăвă авторĕ çынсене ниме……………………………………..
2. Чăвашсене ниме тума ……………………………………...….
3. «Ниме» сăввăн тĕп шухăшĕ ……………………………...........
4. Сăвăри сăнар ………………………………………………….
5. «Таса хута хурат» тени ………………………………………
IV. 1. Электронлă кроссвордпа ĕçлесси (13№ слайд).
Суяпа ĕçченлĕх çинчен ваттисен сăмахĕсене туптарса вĕсен пĕлтерĕшне уçса пани:
Паян тăвас ĕçе ырана ан хăвар.
Куç хăрать те ал тăвать.
Кая юлсан каю шăтать.
Ĕç ал çумне çыпçăнмасть.
Алăра ĕç вĕремесен хуранта яшка вĕремĕ.
Аллу ĕç тумасан хырăм тăранасса ан шан.
Ăслă çыннăн ĕç нумай, ухмахăн – сăмах.
V. 1. Киле ĕç:
1) Виçĕ енлĕ дневник çырăр (14№ слайд).
Çак сăвăсенчен мĕн çĕнни илтĕм?
Маншăн чи кирли вăл…
Эпĕ çакна ăнланса илтĕм…
2) Ĕç çинчен ваттисен сăмахĕсене тупса буклет тăвăр.
3) Сăвăри илемлĕх мелĕсене тупса çырса илĕр.
2. Ачасен пĕлĕвне хаклани.
3. Пĕтĕмлетÿ.
а) 2009-мĕш çул Чăваш Республикинче мĕнле çул пулнă? (Ачасен хуравĕсем).
(ЧР Президенчĕн 2008 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕпе килĕшÿллĕн, 2009-мĕш çул Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнă) (15№ слайд).
б) Çулталăк вĕçленнĕ ĕнтĕ. Мĕнле шутлатăр, çын ĕçсĕр пурăнма пултарать-ши?
2. Урока пĕтĕмлетме синквейн тăватпăр (16 слайд).
■ Цыркунова Татьяна Леонарьевна.
Вăрмар районĕнчи Мăçырмари вăтам шкул вĕрентекенĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 2489, Хаçат: 2 (2), Категори: Методика

Комментарисем:

Migulaj (2012-03-31 21:09:00):
"дневник" вырăнне кун кĕнеки тесен чăваша кăмăллăрах пулать пулĕ.

Татьяна (2012-04-02 22:24:12):
Юрĕ, малашне кун кĕнеки тесе çырăпăр.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: