Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
(чăваш литературинче палăрнă сусăрсен шăпи)
Кулакова Светлана Пантелеймонова
Кулакова Светлана Пантелеймонова
Кама кăна илĕртмест-ши тĕнчен ытарайми илемĕ? Пĕтĕм чĕрĕ чун унпа савăнать, киленет. Суккăрри мĕнпур тĕс ялтăравне курасшăн, хăлхасăрри таврари пĕтĕм сасса тăнласшăн, чĕлхесĕрри çывăх çынсемпе çĕр пин сăмахпа пуплесшăн. Шел, пирĕн хушăра çут çанталăк çуралнăранпах кÿрентернĕ е каярах сусăрланнă çынсем те пайтах.
Пирĕн мĕнпур сисĕм органĕ тĕрĕс-тĕкел ĕçлет-тĕк, час-часах вĕсем мĕн тери пысăк пуянлăх иккенне шутламастпăр. Чылай япалана эпир куçпа йышăнатпăр. Çакна шута хурсан тен суккăрсен шăпине те лайăхрах ăнланатпăр.
Анчах та сусăр çынсем те пирĕн общество членĕсем, вĕсен те пирĕнпе хутшăнса пурăнас тата ĕçлес, çĕр-шыва усă кÿрес туртăм пысăк. Хăшĕ-пĕри вара илемлĕх тĕнчине килĕштерет. Чылайăшĕ- сăмах ăсти пулнине пĕлетпĕр. Чирпе кĕрешсе, ăна çĕнтерсе, пурнăçа юратса сăмах ăстисем пире иксĕлми илем парнелеме пултарнă. Çавăн пекех пире пурнăçра чăтăмлă, тÿсĕмлĕ пулма вĕрентеççĕ. Çавăн çинчен пĕтересшĕн сире паян эпĕ.
Сыватайми чирлĕ-и, уксах-чăлах-и, ăсран тайăлнă-и, чĕлхесĕр-и, хăлхасăр-и, суккăр-и¬- пурте çын, пурте тăван. Вĕсене пурне те юратмалла, хисеплемелле, упрамалла. Мĕншĕн тесен çĕр çине килнĕ кашни этем ыран хăйĕнпе мĕн пулассине пĕлмест. Сусăр çынсене пулăшу парасси, вĕсене ăнланасси- паянхи пурнăçăн чи çивĕч ыйтăвĕ. Çамрăксем хушшинче те аслисем хушшинче те паянхи кун хăй çине алă хуракан (суицид) чылай.
Вырăссен паллă çыравçине: Н.Островские аса илер. Кам юратса вуламан-ши «Хурçă мĕнле хĕрнĕ» тата «Тăвăлра çуралнисем» романсене. Малтан асăннă повĕç такамшăн та пурнăç кĕнекипе тан. Унта çырнисем атте-анне каланисем пекех пуçра та, чунра та. „Пурнăç пĕрре çеç килет. Çавăнпа та пĕр тĕллевсĕр иртнĕ çулсемшĕн ÿкĕнсе хурланмалла ан пултăр тесен ăна тивĕçлипе пурăнса ирттермелле...”. Мĕн чул çынна хавхалантарнă, тĕрек панă вĕсенчи сăнарсен паттăрлăхĕ.
Вырăнпах асапланса выртакан чăвашсен паллă поэчĕ Альпăрт Канаш: вилĕм куçран пăхнă чух вăл поэзи тÿпине çĕкленнĕ. «Çук, лармарăм аллăма тăсса»,- çырать вăл хăйĕн ал çырăвĕнче. Чăннипех те çапла, сăвăçа чир вырăн çинех пăталанă пулсан та унăн пурнăçĕ те- тĕлĕнмелле тĕллевлĕх, ырăлăх тĕслĕхĕ. Вилĕме куçран пăхса, ăна парăнмасăр, чирпе асапланса, уншăн нăйкăшмасăр илемлĕ пурнăç патнех талпăнать, сăвă çине сăвă шăрçалать.
Халăхран тухнă юрă ăсти Гаврил Федоров сĕм суккăрскер, 800 яхăн чăваш юррине асра тытнă. Çав юрăсен кĕввисем тĕлĕнмелле илемлĕ пулнă. Паянхи кунчченех халăх шăрантарать ун юррисене.
«Ăраскал вăл - шăпа. Çын хăйĕн тивĕçне халăх умĕнче мĕнле пурнăçланине кура ăраскаллă теме пулать»,- çапла çырнă Раккасси чăвашĕ Валентин Урташ «Ăраскал» ятлă сăвă умĕнче. Хăйĕн пирки çырнă тейĕн. Халăхра вăл сăвăç-юрăç пек палăрчĕ. Шăпине халăх кун-çулĕпе çыхăнтарса нумай сăвă-юрă парнелерĕ вăл. 1941 çулхи раштавра хăй ирĕкĕпе çулне пысăклатса аслисемпе пĕр рете тăрса тăшмана хирĕç тухнă вăлĕ Тăван çĕршывшăн, ирăклăхшĕн, телейшĕн тухнă.
Анне, эп вун çиччĕ тултартăм,
Вун саккăра каятăп ыранĕ
Шинель тăхăнма та пултартăм,
Кама халь шинелсĕр куран.
Вăрçă нушине Валентин Урташи ытлашшипех курнă, çапăçу хирĕнче хăй умĕнчех мина çурăлса кайнипе сулахай аллине, сылтăммин пÿрнисене, хăрах куçне çухатать. Вутра çунса, шывра путса чĕрĕ юлнă çын вăл. Пурнăçа чунтан юратнипе чăтма çук йывăрлăхсене парăнмасть. Чăваш халăхне ĕмĕрĕпех мухтать. Тăван çĕр-шыва чунпа парăннăскер, шăпчăкла таса сăвви-юррипе çутă пурнăçшăн фронтри пек тÿррĕн, паттăррăн кĕрешет. Сăввисенче Урташ пурнăç илемне тупатьĕ Чунĕнчен шăранса тухакан кашни сăввах чĕри тĕпренчĕкĕ вырăнне хунă та вĕсем юрă пулса халăх патне çитнишĕн тем пек хĕпĕртенĕ.
Юрăпа эп пурнăçа юратрăм,
Юрăпа сыватрăм сурана
Юрăпа эп ăраскал шăратрăм,
Юрăпа юратчăрччĕç мана, -тесе çырнă вăл.
«Пурăнас килет» автобиографиллĕ поэмине шкул программине кĕртнĕшĕн питĕ хĕпĕртетпĕр. Паттăрлăх туйăмĕпе, вăйлă тарăхупа, сирми ыратупа витерĕннĕ вăл. Хайлаври сăнар чугун çул вокзалне хÿтĕленĕ чухне тăшманпа паттăррăн çапăçса аманать. Вăл радисткăна вилĕмрен хăтарать, хăйне радистка хĕр вутран кăларать. Этем тивĕçне пурнăçлассишĕн аманнă салтак фронтра та, вăрçă хыççăн та пĕтĕм вăй-хăватне парать. Хайлавра чуна çунтаракан вырăнсем сахал мар. Ĕçе юрăхсăр пулни фронтран таврăннă каччăна тĕнче тăрăх хăвалать. Хăй вырăнне вăл тупать-тупатех!
«Пурăнас килет» поэма - Тăван çĕршывшăн аслă вăрçинче çĕнтернĕ несĕлĕмĕрсене сăмахпа лартнă чаплă палăкĕ Поэзири çутă таланчĕшĕн тата пурнăçри чăтăмлă паттăрлăхĕшĕн Валентин Урташ пирĕн аслă хисепе тивĕç.
Хамăрăн ентеше, Валерий Самойлов-Раштава пĕлмен çын çук та пулĕ паянхи кун. Шăпа кăларса тăратнă инкеке пула вунă çул ытла ĕнтĕ пурнăç илемĕпе туллин киленеймест тусăмăр. Çапах та йывăрлăхсене парăнмасăр сÿнме пуçланă шанчăка çĕнĕрен çунатлантарса ярса пултарулăх анинче тăрăшать. Кашни çын патне çул тупма пĕлекен сăвăç поэзийĕ çав тери черчен те ачаш туйăмсем çуратать. Юратури илемлĕх, тасалăх - Раштав сăввисен тĕп шăнăрĕ. Чылай хайлавĕнче хăй чăваш пулнине систерет, халăхăмăрăн авалтан пыракан йăла-йĕркинчен иртмесĕр пурăнма чĕнсе калать.
«Тус-тăванлăхпа юрату çинче
Тытăнса тăрать пирĕн çут тĕнче.
Пĕлĕр упрама чун пуянлăхне,
Йывăр чух тăсăр алă пĕр-пĕрне»,
- тесе юрлать чăваш чунлă тутар пики Фарида В.Раштав сăввипе кĕвĕленĕ «Самана» юрăра. Çак йĕркесенче- пирĕн пурнăç тĕллевĕ, Турă этемлĕхе пилленĕ вĕрентÿ. Ăса вĕрентекен йĕркесене яланах асра тытса пурнăç сукмакĕпе пĕр тикĕс утма хистет пире сăвăç. Тĕлĕнмелле талантлă çын Раштав. Вăл çырнă сăвва вуншар юрра хывнă. Кам кăна шăрантармасть ун юррисене. Вăл ансат сăмахсемпех пурнăç чăнлăхне уçса пани чуна пырса тивет.
Чăваш халăх поэчĕ - Николай Полоруссов-Шелепи 50 çултах сĕм суккăр пулса ларать. Анчах сăвă-юрă çырма пăрахмасть. Мăшăрĕ çавăтса çÿрет ăна, сăвви-юррине çырса пырать.
Тутар çыравçисен хушшинче те пур çавăн пек шăпаллă пурнăçа чунтан парăннă паттăрсем. Фенис Яруллин салтакра аманса, Гакил Сагиров та ÿксе аманса вырăнпах выртакан пулаççĕ. Çапах та пурнăç илемне хăйсен сăввисем урлă кăтартма тăрăшаççĕ. Яруллинăн вара аллисем те ĕçлемен. Вара вăл çăварĕпе çырма вĕренет. Сăвă çине сăвă хайлав çине хайлав шăранса тухать. Кĕнекесем те пичетленсе тухаççĕ.
Çеçпĕл Мишшин чăтăмлăхĕ çинчен те, пултарулăхĕ çинчен те пĕлмелли, калаçмалли, каласа кăтартмалли нумай. Сăвăç пурнăçĕ çинчен кĕнекесем, хаçат-журнал, Интернет материалĕсем чылай хальхи вăхăтра. Пĕлме тăрăшни те вулама ÿркенменни çеç кирлĕ. Темĕн те шыраса тупма пулать. Çеçпĕл Мишши пек маттур çынсем çинчен вара пирĕн пĕлмеллех, вĕсенчен тĕслĕх илмелле. Мана Çеçпĕл Мишшин чун хастарлăхĕ, ĕçченлĕхĕ, чăтăмлăхĕ, çирĕп кăмăлĕ, чун тасалăхĕ, таса юратăвĕ, тĕрлĕ енлĕ таланчĕ, витĕмлĕ сăмахĕ килĕшет. Хăй шухăшне уççăн калама пултарни, çутă та пысăк емĕтпе пурăнни те сăвăçăн паха енĕсене кăтартать. Поэтăмăрăн хастар чун-чĕринчен тухнă çунатлă сăмахĕсем халăх хушшинче анлă сарăлнă. Вĕсене пурте астуса юлаççĕ, вĕсемпе час-часах усă кураççĕ.
Канăçсăр чунлă пулнă çав Çеçпĕл Мишши. Ачаранах канăç мĕнне пĕлмен вăлĕ 11 çултах ашшĕсĕр тăрса юлнăскерĕн ачалăхĕ те пулман. Вĕреннĕ те, ĕçленĕ те, чирĕ те асаплантарнă. Ашшĕне тĕрмене хупнă хыççăн ялтан кăларса ярассипе те хăратнă. Ача чухнех тем те тÿснĕ, чăтнă. Çапах таса чунлă, çирĕп кăмăллă, хастар юлнă. Кирек мĕнле ыйту çине те тивĕçлĕ хурав пулнă унăн. Ача чухнех пурнăç тути-масине лайăх пĕлнĕ, каярах вăл хăйĕн капланса тулнă шухăшĕсене шурă хут çине куçарнă. Шухăшĕсем вара унăн тарăн, сăмахĕсем çивĕч, ĕмĕчĕсем çутă. Унăн чунĕнче пурте пулнă – ĕмĕрĕ çеç кĕске килнĕ. Ытла та çамрăкла уйрăлса кайнă вăл çутă тĕнчеренĕ. Халăх асĕнче вăл яланах çамрăк, тĕреклĕ, мăнаçлă, хĕрÿ, лара-тăра пĕлмен, тÿрĕ кăмăллă, таса чунлă.
Тăван литературăри çирĕп кăмăллă, пултаруллă, çутă сăнарсем ырăлăх туйăмне вăратаççĕ. Тĕслĕхрен, Иван Лисаевăн „Чире парăнма çуралман“ калавĕнчи Витя Кулешов усал чире çĕнтерсе ырри патне туртăнать. Чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх, юлташĕсем пулăшни, ырра ĕненни усала çĕнтерет.
Людмила Сачкова „Оля-Улькка“ хайлавĕ çынсенче тимлĕх çитменнине систерет, пĕр-пĕрин савăнăçне, хуйхи-суйхине пайлама чĕнет. Ăшă та ырă сăмах калама, йăпатма, хавхалантарма, мухтама, тивĕçлипе чыслама, пĕр-пĕрин ятне-сумне çĕклеме тимлĕх çитейменни çинчен хумханса çырать автор. Çĕр çинче пур çын та чунсăр пулсан мĕн пулĕччĕ-ши, ун çинчен шухăшлама та хăрушă.
Пурнăç тумхахлă пулсан та- илемлĕ. Этем чирпе кĕрешсе, ăна çĕнтерсе, пурнăçа юратса çак илсе панă сăмах ăстисем пире иксĕлми илем парнелеме пултарни çинчен каласшăн. Йывăр-и, çăмăл-и- çавах пурăнмалла, малалла талпăнмалла, çитменнине çитерме, мĕн пуррине упрама тăрăшмалла. Йывăрлăха, инкек-синкеке сирсе яма пысăк чăтăмлăх, çирĕп кăмăл кирлĕ. «Инкек куçа курăнса килмест»,-теççĕ. Çавăнпа та кашни çыннăн пурнăçри кирек хăш синкерлĕ пулăма та чăтса ирттерме хатĕр пулмалла. Яланах ырă пуласлăха ĕненсе шанчăкпа пурăнасчĕ. Чыслă ĕçпе, таса кăмăлпа ырă ят хăварасчĕ.
Шухăшăма В. Раштав сăмăхĕсемпех вĕçлесшĕн.
Нухрату çуккишĕн ан хурлан.
Мĕн пурри пур тăнăç пурнăçран.
Савăнса кĕтер кашни ире,
Турă патăр сывлăх çеç пире.
 
Усă курнă литература:
 
1. Афанасьев П. В. Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С. 517-518.
2. Юрьев М.И. Чăваш писателĕсем. Чăваш кĕнеке изд-ви, Шупашкар, 1968.- С. 350-351.
3. «Хыпар». №111, 2012 çул, çĕртмен 15- мĕшĕ.
4. «Чăваш литературин антологийĕ», пухаканĕсем: Д.В. Гордеев, Ю.А. Силэм. Ш., 2003
5. «Выдающиеся люди Чувашии», Чебоксары, 2002.
6. Краткая чувашская энциклопедия. ЧГИГН, 2001.
7. Интернет портал "Исследовательская деятельность школьников"
8. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 503.
■ Кулакова Светлана Пантелеймоновна.
Патăрьел районĕ, Ыхра Çырми вăтам шкулĕ, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен
 
: 283, Хаçат: 1 (32), Категори: Воспитани ыйтăвĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: