Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Краснова Татьяна Николаевна
Краснова Татьяна Николаевна
 
Манăн ĕçĕн тĕллевĕ - ача сачĕнчи шăпăрлансене вĕрентнĕ май вĕсенче сапăрлăх- тĕрĕслĕх, ырăлăх, тăванлăх туйăмĕсене упраса хăварасси, аталантарма майсем тупасси.
Пысăк юхан шыв пĕчĕк çăлкуçран пуçланать. Ача чунне тĕрĕслĕх, ырăлăх, тăванлăх туйăмĕсене хывса хăваратăн-ÿссен вăл тÿрĕ, йĕркеллĕ çын пуласси куçкĕретех. Ĕçченлĕх, сăпайлăх, тараватлăх - чăваш çыннин çак ырă енĕсем кашни ачарах аталанччăр тесе тăрăшмалла.
Ачасене чăвашла таса та çăмăл калаçма, пĕр-пĕринпе сăпайлăн хутшăнма вĕрентнипе пĕрлех эпĕ хам ума кунсерен пурнăçласа пымалли тата пысăкрах тĕллев лартатăп- ман пĕчĕк шăпăрлансем шкул çулĕнче те, ÿссе çитĕнсен те хăш-пĕрисем пек чăваш пулнишĕн ан вăтанччăр, ан ÿкĕнччĕр, ку çеç те мар- чăваш халăхĕн ывăл-хĕрĕ пулса çуралма пÿрнишĕн чун-чĕрерипе хăпартланччăр, чăваш халăхне, ун чĕлхине, йăли-йĕркине , юрри-ташшине те хисеплеччĕр, унăн культурине малалла кайма чаракан хăш-пĕр чăрмавсене куллен çĕнсе пыма вĕренччĕр.
Атте-аннене хисеплеме, сума сăвас туйăма аталантарма тăвакан ĕçсенчен пĕри вăл- уяв открыткисем хатĕрлесси. Хăйсен аллипе ăсталанă ĕçсене вĕсем мĕн пур кăмăлтан ăшă сăмахсем каласа парнелеме вĕрентетĕп. Юратнă амăшсене палăртакан сăмахсене шăрçаласа хуртаратăп.
Юмах-халап ачасен юратнă жанрĕ. Вĕсем тăрăх ачасем уйрăмах инсценировкăсем лартма юратаççĕ. „Сармантей”, „Тилĕ тус”, „Çĕр çинче мĕн вăйлă” „Çарăк” тата ытти нумай юмаха килĕштереççĕ ачасем. Уявсенче лартса параççĕ пĕчĕк артистсем, хăйсене чăн-чăн сăнарти пек тыткалаççĕ.
Вăйăсенче ачасем хăйсен шухăш-кăмăлне, туйăм-сисĕмне мĕнлерех палăртни те лайăх курăнать. Çавăн пекех вĕсем хăйсен умне лартнă тĕллеве мĕнле пурнăçлани, юлташĕсемшĕн тăрăшни е тăрăшманни курăнать. Вăйăсем ачасене хăюллăрах пулма, тимлĕрех ĕçлеме, тĕпчев мелĕсемпе паллашма пулăшаççĕ.
Тăван тавралăхпа, çут çанталăк пулăмĕсемпе паллаштарас, илнĕ пĕлÿпе усă курма хăнăхтарас тĕллевпе кашни çулталăк вăхăчĕпе уяв ирттересси йăлана кĕнĕ. „Салам, çур!”, „Салам, кĕр!”, „Салам, хĕл!” уявсем ачасене килĕштереççĕ, вĕсем çулталăк вăхăчĕпе çыхăннă сăвăсем, юрăсем вĕренеççĕ, ташăсем хатĕрлеççĕ, калавсем, юмахсем тăрăх инсценировкăсем хатĕрлеççĕ, тĕрлĕ çулталăк вăхăчĕпе килĕшсе тăракан ĕçсене тишкереççĕ.
Ачасем уявсене хăйсемех хутшăнасшăн пулни, çакă вĕсен кăмăлне кайни, чăваш ташшисене ушкăн-ушкăнăн ташлани, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла сăвăсем вулани чуна савăнтарать, тата тăрăшарах ĕçлеме вăй парать. Эппин, ĕçлени сая каймасть. Çамрăкранах тăван чĕлхене вĕренекен, халăх культурине сума сăвакан ача нихăçан та усалпа çыхланас çук, ашшĕ-амăшне те, тăван халăх чысне те хисепрен кăларас çук. Кĕскен каласан, ачасенчен пирĕн хастар ĕмĕтлĕ, сăпайлă çынсем туса ÿстермелле.
Çут çанталăкра хитрелĕх нумай, çапах тĕнчере чи çывăххи те интересли вăл-этем. Этемрен çын тумалла, çыннăн илемлĕ пулмалла. Çав илем пит-куçра та, йăрăс ÿт-пÿре те, тумтир тирпейлĕхĕнче те палăрса тăтăр. Çапах та сăн-сăпатран ытларах илемли - ăшă кăмăл, ырă чун-чĕре, çын хуйхине ăнланни. Çав хитрелĕх вăй-халра та курăнтăр, вăйран та ытларах- çивĕч ăспа пултарулăхра, хăюлăхпа çирĕплĕхре. Пирĕн çак ырă енсем ачасенче пулччăр, аталанччăр, упранччăр тесе тăрăшмалла. Çав вăхăтрах халиччен пĕлмен енсене, çĕнĕ чăнлăха - начаррине те, кулăшлине те, усаллине те, киревсĕррине те, хăрушшине те, хурлăхлине те курма, тишкерме вĕрентмелле, кирлине суйласа илме хăнăхтармалла, вĕсене ăса хывма, упрама хистемелле. Çавăнпа та эпĕ ачасен сапăрлăх туйăмне аталантарассипе воспитани тĕллевне пурнăçлас тĕлĕшпе Г.Н.Волковпа Т.Н.Петрова профессорсен „Халăх педагогики” программине тĕпе хурса ĕçлетĕп.
■ Краснова Татьяна Николаевна.
Патăрьел районĕнчи Ыхра Çырми вăтам шкул çумĕнчи
ача садĕн воспитателĕ
 
: 370, Хаçат: 1 (32), Категори: Ача панчинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: