Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
2о19 çулта ирттерекен "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" видеоконкурсăн "Владимир Андреев сăввисем" номинацири сăвăсем.
 
 
ИККĔМĔШ ПАЙĔ
 
ХХХ
Эп пулас пулсассăн Улăп -
Тĕнчене эп утăп-тухăп
Шăп та лăп пĕр талăкра
Хĕвел пек йăл-йăл кулса.
Йăл-йăл çеç эп çиçĕттĕм,
Çынсене ыр кÿрĕттĕм.
Телей парăттăм пурне -
Ачсене, ваттисене,
Ма тесессĕн пурăнма
Телей кирлĕ халăха!
 
ХХХ
Нарт-нарт кăвакал,
Пирĕн ăслă кăвакал,
Тухрĕ килтен урама,
Васкамарĕ çул каçма:
Пăхрĕ сулахаялла,
Пăхрĕ вăл сылтăмалла,
Çуккă трактор, çук машин,
Каçмалла çула эппин!
 
ХХХ
 
Эх, юр çунă-вĕт, юр çунă!
Урама шап-шурă тунă!
Эп часрах чупса тухатăп,
Урамра эп йĕр тăватăп.
Юрĕ мамăк пек çемçе
Йăлтăркка çути çинçе!
Мĕн тери аван утма!
Кăпăшка юра пусма...
Мамăк евĕр йĕр юлать,
Пит асамлă курăнать...
Чи пĕрремĕш юр аван -
Эсĕ хăв тухса курсам.
 
ХХХ
Юр çăвать,
юр тултарать,
Хулана веçех хуплать:
Çулсене те çуртсене,
Парксене те çынсене,
Машина, троллейбуса.
Светофор çунать юрпа,
Çăкасем те усăнса
Аннă çĕнĕ юрпала.
Эп хавас утап шкула,
Савăнса, кула-кула,
Ма тесен шур Шупашкар
Чăннипех шап-шур паян!
 
ХХХ
Эх, сăрларĕ,
Эх, ÿкерчĕ
Хĕл мучи чÿречене,
Илемлетрĕ,
Эрешлерĕ
Чÿрече куçĕсене.
 
Ÿркенмерĕ,
Чĕнтĕрлерĕ
Чÿречейĕн харшине.
Час ак куçрĕ,
Ак шуратрĕ
Пахчари палансене.
 
Кĕç пасарчĕ,
Кĕç шуралчĕ
Пур тавралăх та тĕнче.
Аннен çеçĕ
Çутă сăнĕ
Хĕвел пек çиçет пÿртре!
 
ХХХ
Лаша кÿлсе кайрăмăр,
Симĕс чăрăш касрăмăр,
Пÿрте кĕртсе лартрăмăр,
Тĕрлĕ тетте çакрăмăр.
 
Пирĕн чăрăш пит хитре,
Савăнтарать чĕрене,
Сăвă-юрă каласа
Çаврăнатпăр ун тавра.
 
Ачасем килĕр Çĕн Çула
Пирĕн пата хăнана.
Хĕл мучине кĕтĕпĕр,
Пĕрле парне илĕпĕр.
 
ХХХ
Кам-ши, кам-ши тĕнчере
Пуринчен те пит хитре?
Тÿрех калăп эп сире -
Вăл юратнă ман анне!
 
Камăн, камăн-ши алли
Çĕр çинче чи ачашши?
Калăп кашни кун, куллен -
Чи юратнă ман аннен!
 
ХХХ
Хĕвел шевли пек ыр алли
Хулпуççинчен ачашласан,
Сенкер кăвак ăш куçĕпе
Мана ачашшăн сăнасан
Ман чунăм хăйĕн канлĕхне
Тăван килте тинех тупать.
...
Ларатăп шăппăн та тÿлеккĕн
Сар тĕпелти сар сак çинче.
Сĕтел çинчи анне çăкрийĕ
Аса лăпкать хăй шăршипе.
Ларатăн шухăшсăр та сумлă,
Сыпан яшка шуç кашăкпа.
Аннен калавĕ - ырă юрă -
Юхать, юхать пÿрт ăшшинче.
Эсĕ КИЛТЕ!
Сăнатăн ăшшăн
Аннÿ пĕр саншăн çуннине.
 
ХХХ
Атте пек пулас килет,
Ман ĕçе çÿрес килет.
Кунĕпе ĕçле-ĕçле
Ман килес килет киле.
Тăхăнас килет костюм,
Ĕçлеме те пултăр тум.
Пултăр чаплă ман машин,
Çемье пултăр пĕр машин,
Курса çÿрĕпĕр тĕнче
Çемьепе, йышпа, пĕрле!
 
ХХХ
Кантăкран шаккарĕ çумăр
Кĕркунне килет тесе.
Çулçăсем сап-сарă, хăмăр,
Çĕр çине ÿкеç вĕçсе.
 
Пилешпе палан хĕп-хĕрлĕ,
Мухтанса кăна лараç.
Çулçă çеç - илемлĕ кимĕ -
Шывпала юхса каять.
 
Кайăксен сассийĕ çĕтнĕ,
Кăсăя килет яла,
Сар хĕвел ăшшийĕ пĕтнĕ,
Юр пĕрчи вĕçет тулта.
 
 
ХХХ
Мăрăлкка кушак пÿртре
Мăрласа кăна çÿрет.
Хăйма çинĕ-ха, пĕрех -
Хырмне татах кĕрет:
Пĕчĕк тирĕк сĕт яшки,
Чăх какайĕн татăкки,
Шурă çăкăрăн сăмси,
Ĕнерхи кукар яшки,
Пашалу, хуплу, салма,
Услам çу та хăпартма.
Юрататăп кушака,
Хам пекех вăл мăнтăркка.
 
ХХХ
Ывăнтăм эп, ыв-ăн-тăм:
Эп хамах вĕт тăх-ăн-тăм,
Шăл та хамах тасатрăм,
Пит куçа та хам çурăм.
Тăхăнма та тăхăнтăм,
Тумланма та тумлантăм.
Ĕнтĕ мана садике
Йăтса кайăр-ха пĕрре.
 
ХХХ
 
Ял пуçĕнче, тÿпемре
Пурăнать пĕр кинеми,
Пÿрт хыçĕнчи пахчинче
Тутлă ÿсет панулми.
 
.
Карă карнă чÿрече,
Çуккă килте кинеми.
Вăрттăн кĕрсе пахчине
Çиес килет панулми.
.
Ял пуçĕнче, тÿпемре
Татма тăрса панулми.
Сиксе тухрĕ витерен
Кинемейĕн качаки.
 
Кинемиçĕм, кинеми,
Пар-ха пире панулми.
Кинемиçĕм, кинеми,
Тĕкет сирĕн качаки.
 
Анна чĕпписем
 
Анна лайăх хĕрача,
Тăрăшать вăл çу каçа.
Анчах тухнă чĕпсене
Ӳстерет вăл çăвĕпе:
Çирĕм сакăр чăх чĕппи,
Ик теççетке хур чĕппи.
Вунă кăвакал чĕппи,
Илтĕнет Анна сасси.
Чипи-чипи, чип-чип-чип,
Тики-тики, тик-тик-тик,
Утьти-утьти, уть-уть-уть,
Анна чĕпсем йыхăрать.
 
Лайăх пăхать хĕрача -
Чĕп ан тыттăр хурчăка.
Амăш тесе хыçĕпе
Утаç чĕпсем йĕркипе:
Çирĕм сакăр чăх чĕппи,
Ик теççетке хур чĕппи.
Вунă кăвакал чĕппи,
Юр юрлать çак хĕр пĕрчи.
Чипи-чипи, чип-чип-чип,
Тики-тики, тик-тик-тик,
Утьти-утьти, уть-уть-уть,
Пирĕн Анна пултарать.
 
 
 
 
Çĕнĕ çул юрри
 
Раштавра юр çурĕ
Шуратса çĕре,
Юратса вăл чĕнчĕ
Ёлкăна пире.
 
Шурă-шурă чăрăш
Пирĕн пахчара,
Çутăпа эс ялкăш
Пирĕн ёлкăра.
 
Ачасем юрлаççĕ -
Çитрĕ çĕнĕ çул,
Савăнса ташлаççĕ,
Кив çул асра юл.
 
Хĕл мучи парнийĕ
Кашни алăра,
Çĕнĕ çул телейĕ
Пулĕ асăмра.
 
ХХХ
 
Тĕнчене хĕвел савать,
Ăшă урамра.
Çулçă савăнса тухать,
Хăмăр папкаран.
 
Çут шевле çĕре ÿкет,
Улăх чечекре.
Пĕр калта чупса иртет,
Курăк хушшинче.
 
Уй-хирте тăри юрлать
Тÿпене вĕçсе.
Ун сасси пире калать:
- Килчĕ çуркунне!
 
ХХХ
 
Урамра паян пит шавлă,
Чечекпе ватти-вĕтти...
Мĕншĕн-ши пур çын хаваслă,
Мĕскер пулнă çав тери?
 
Пĕринчен теприйĕ паттăр
Çамрăксем тăраç стройра...
Асатте ман питĕ ватă -
Вăл та утрĕ салтакла.
 
Тĕлĕнсе тăратăп эпĕ -
Мĕн уявĕ-ши паян?
Йăл кулса анне каларĕ:
- Çĕнтерÿ кунне ан ман!
 
ХХХ
 
Сивĕ килнĕ урама,
Сивĕ ларнă шăнайса.
Хăй пĕлмест ни макăрма,
Ни тÿшек сарма ая.
Ларнă та лара парать,
Тапранма та шутламасть.
Çынсене хĕн кăтартать,
Ăшă тăхăнма хушать.
Ачсене тăвайкинчен
Килелле хуса кĕртет.
Пĕтĕм ялăн мăрйинчен
Вĕçсĕр тĕтĕм çĕкленет.
Анчах килчĕ юр вĕçсе
Хăваларĕ сивĕне.
Сивĕ сиввĕн ÿлесе
Шуса кайрĕ çурçĕре.
 
ХХХ
Курак çакрĕ сăпкине
Ватă хурăн тăррине.
Çил сиктерчĕ чĕпсене,
Лăплантарчĕ вĕсене.
- Аннĕр пăтă пĕçерет,
Часах сире çитерет.
Çийĕр пăтă ытларах,
Пысăк пулăр, вăйлăрах.
Кĕрпе сирĕн вĕçмелле,
Инçе-инçе çитмелле.
Курак чĕппи çимесен
Хăй çунатне çĕклеймен.
 
ХХХ
- Икĕ алă, ик ура,
Халь ăçта каятăр-ха?
- Садике каятпăр эпĕр,
Вылямашкăн вĕренетпĕр.
 
- Ик куç та ик хăлха,
Халь ăçта каятăр-ха?
- Кĕç шкула каятпăр эпĕр,
Вуламашкăн вĕренетпĕр.
 
ХХХ
- Эй, качака, качака,
Мĕн тăван эс пахчара?
- Купăста эп хураллатăп,
çĕрĕпе те çывăрмастăп,
ма тесессĕн купăста
пит каять ман кăмăла.
 
ХХХ
Пĕвене утать Петюк,
Çырмана утать Ваçук.
Пул тытаççĕ вăлтапа,
Улталаççĕ ăманпа.
Пĕвере ларать Петюк,
Çырмара ларать Ваçук.
Парас тытнă тет Петюк,
Ваçук тусĕн ним те çук.
Пĕверен килет Петюк,
Çырмаран килет Ваçук.
- Ваçук эсĕ ман юлташ,
Эп сана парам партас.
Питĕ туслă икĕ тус
Ваçукпа маттур Петюк.
Киле çитрĕç ик юлташ,
Аллинче кашнин партас.
 
ХХХ
Пĕчĕк-пĕчĕк мулкачă -
Пысăк-пысăк хăравçă.
Ларать-ларать пахчара,
Кăшлать-кăшлать купăста.
Итлет-итлет хăлхипе,
Пăхать-пăхать куçĕпе.
Илтет-курать хуçине,
Тапать-сикет хир енне.
■ Владимир Андреев.
Михайловкăри тĕп шкул, Çĕрпÿ районĕ
 
: 2016, Хаçат: 4 (31), Категори: Категорисĕр

Комментарисем:

Светлана (2022-12-13 18:43:48):
Каçарăр, ăнланаймарăм - ăнсăртран тухрăм те Сирĕн журнал çине. Ку страницăри сăвăсен авторĕ пĕр çын пулать-и? Вăлах пĕрремĕш пайĕнче тăратнă сăвăсен те-и?(I. Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш
2о19 çулта ирттерекен "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" видеоконкурсăн "Владимир Андреев сăввисем" номинацири сăвăсем). Килĕшнĕ пирки ыйтатăп, усă курасшăн хамăн ĕçре, авторне тĕрĕс кăтартас килет. Тавах.


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: