Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
2о19 çулта ирттерекен "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" видеоконкурсăн "Владимир Андреев сăввисем" номинацири сăвăсем.
 
ПĔРРЕМĔШ ПАЙĔ
 
Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш
 
Урамра хĕвел пăхать,
Кишĕр ман çумлас пулать.
Хăярне кăпкалатап,
Купăста та шăварап.
Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш,
Нихăçан ахаль лармас.
 
Пукане йĕрет пÿртре,
Шăрпăк кĕнĕ пÿрнине.
Эп сиплетĕп те ăна,
Сиктеретĕп сăпкара.
Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш,
Пукане ман пит ачаш.
 
Анне килĕ те ĕçрен
Тĕрĕ тĕрлĕпĕр пĕрле.
Сарă, хĕрлĕ çиппеле
Тĕрĕ пулĕ пит хитре.
Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш,
Тĕрлемешкĕн пит хавас.
 
Вăхăт çук ларса тăма,
Кĕç урок та тумалла.
Математика, чĕлхе -
Пирĕн тем те пĕлмелле.
Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш,
Нихăçан та аптрамас.
 
ххх
Çÿреместĕп эп шкула,
Пĕлеп пурпĕр шутлама.
Пĕрре тытнă пукане,
Иккĕ йăтнă кĕрепле.
Виççĕ çинĕ çĕр çырли,
Тваттă - симĕс панулми.
Пиллĕк çыхнă пиçиххи,
Улттă илнĕ ал тутри,
Çиччĕ выртнă çывăрма,
Саккăр кайнă салтака,
Тăххăр туслă тăрнапа,
Вуннă - пĕтрĕ шутласа.
 
Ял шутлавĕ
 
Пĕрре пулнă Пĕнерте,
Иккĕ иртнĕ Ишекпе,
Виççĕ - Вăрманкассипе,
Тваттă - Тавăшкассипе.
Пиллĕк пулнă Пикшикре,
Ултă утнă Урпашра,
Çиччĕ çитнĕ Çиçмене,
Саккăр кайнă Сурăма,
Тăххăр тăнă Турханта,
Вуннă выртнă Вăрнарта.
Чăвашра нумай ялсем -
Çитсе курăр, ачасем!
 
ххх
Кашкăр парнелерĕç
Мана çуралнă кун.
Упапа çÿлевĕç
Килте халь пирĕн пур.
Вĕсем пăхса лараççĕ
Пĕр вĕçсĕр ман çине,
Кĕç-вĕç çисе ярассăн
Кăтартрĕç шăлсене.
Анчах эп хăрамастăп
Тискер чĕр чунсенчен -
Кравать айне лартатăп,
Ан тухчĕр мĕн ирччен.
 
ххх
Чупса тухрăм урама
Çулçă тăкăнать унта.
Пур сарри, пур симĕсси,
Кĕренни, хĕрлемесси.
 
Тăкăнать те тăкăнать,
Вĕçсĕр-хĕрсĕр çаврăнать.
Ма тесессĕн çил ачи
Шухă вĕçрĕ çав тери.
 
ХХХ
Мĕн вăл хырăм?
Ма выçать?
Ир те каç апат ыйтать?
Пар канфет ăна, яшка,
Хушăран ыйтать хăйма.
Чипсă, премĕк, пашалу -
Мĕнле хырăм пулчĕ ку?
Вăл çиет, мăнтăрланать -
Пашлатса кăна выртать.
Туссем, калăр-ха мана,
Мăн тăвас çак хырăма?
 
ХХХ
Урампа утать сысна,
Икĕ пуслăх йĕс сăмса.
Калаçса пырать: "Нăх-нăх!
Пылчăк хыççăн лайăх, ăх!
Мунча чаплă çырмара,
Ачсем, манпа каймăра?
Эп сире хамах çăвайăп,
Пылчăксăр пĕр тĕл хăвармăп.
Пулĕ канлĕ кунĕпе,
Канлĕ выртăр тĕлĕрсе.
Пĕр шăна сире çыртаймĕ,
Тĕлĕксем курма чараймĕ!"
 
ХХХ
Ку-ка-ре-ку! сар автан
Сиксе тăнă чи малтан.
Вăл вăратнă халăха
Ăшă, тутлă ыйхăран.
Ак, тухать нăрик! сысна
Ерипен йăраланса.
"Мук!" - тесе ĕне чĕнет.
"Мана кам сăвать-ши?" - тет.
"Ме-е!", - тет сурăх путекки -
Мăкăль тейĕн мăйраки.
"Ме-ке-кек! - тет качака:
Çта кунта ача-пăча."
Кăт-кăт-кăт! чăпар чăхха
Кирлĕ тул пĕрчи кăна.
Ик-виç нарт-нарт! кăвакал:
"Те çисеччĕ, - теç - аптрал".
Хурĕсем кĕрлеç: "Ка-как!
Курăк çимелле пăртак".
Мăр! тăвать кушак çури:
"Ма пустуй шавлаççĕ-ши?
Каçхине ĕçлеç ăна,
Кăнтăрла çывраç вара".
 
ХХХ
Тетпе тет пурнаççĕ тет,
Тетпе тет лараççĕ тет.
Тĕлĕнет тет тетпе тет:
"Тетсен пĕçĕ вăрăм, - тет.
- Тетпе течĕ кайрĕç тет -
Мускав урлă каçрĕç тет.
Мускав урлă каçрĕç тет,
Питĕре çитейрĕç тет.
Кĕпер айне ларчĕç тет -
Çумăртан пытанчĕç тет".
Тетпе тет пелкеççĕ тет,
Сăмаххи пĕтмерĕ тет.
Кам тетпе кăна пĕлет -
Ăна кирлĕ интернет.
 
ХХХ
Кукар-макăр мăйрака
Килет каçăр качака.
Урипе шак-шак шаккать,
Сухалне карăнтарать.
Итлемен ачасене
Лектерет мăйракипе.
 
ХХХ
Ку - атте ман,
Ку - анне.
Ку - ман йăмăк,
Ку - пичче.
Ку вара кушак çури,
Сĕт ĕçесшĕн çав тери.
 
ХХХ
"Икĕ алă,
Ик ура,
Икĕ куç та
Ик хăлха", -
Куллянса шутлать сăмса.
 
ххх
Çумăр, чарăн-ха çума,
Йăлăхтартăн эс мана:
Çук тухмашкăн урама,
Çук каймашкăн выляма.
Шыв юхать çулсем çинче,
Çĕр çинче, çаран çинче.
Шывсăр вырăн та юлман -
Тухса кайнă çырантан.
Çумăр, чарăн-ха çума,
Вăхăт çитрĕ пуль канма.
Пар эс çул сар хĕвеле -
Унăн та ĕçлемелле.
 
ххх
Пĕчĕк мечĕк,
Вĕçрĕ мечĕк,
Ӳкрĕ вăл сĕтел çине.
 
Пĕчĕк мечĕк,
Кусрĕ мечĕк
Ӳкерсе пукансене.
 
Пĕчĕк мечĕк,
Кайăк мечĕк
Вĕçрĕ çеç шыв витрине.
 
Пĕчĕк мечĕк,
Чарăн, мечĕк,
Лектерет атту анне.
 
ххх
Шăнса пăсăлнă ĕнер,
Пач суймастăп эп, ĕнен.
Пуçăм манăн ыратать,
Шăл та хытă нăйлатать,
Урасем утмаç пачах.
Ĕнер сывăччĕ - анчах...
Халь мĕн пулчĕ?
Кам пĕлет?
Пуç пÿрне те тÿрленмест,
Сулахай хăлха илтмест,
Сăмса пач та сывламасть,
Ĕнсе хуçăлсах анать,
Пилĕк кунĕпех сурать,
Кам-ши садике каять?
 
ххх
"Çакă пысăк витере
Пилĕк тĕслĕ пур çура.
Шутласа кăлар пĕрре", -
Хушрĕ ашшĕ Çеруша.
Çеруш пулчĕ шутлама,
Ĕç каймасть-ха ун мала:
Пĕри ав - кушак çури,
Тепри ак - Кампур çури.
Пурччĕ кроликăн çури,
Тваттăмĕш - сысна çури.
Тваттă пулчĕ - урăх çук.
Шырани те усси çук:
Ĕнен пур-ха пăрушки,
Сурăххин пур путекки,
Лашан пĕчĕккĕ тихи,
Кайăк-кĕшĕкĕн - чĕппи,
Качакан та пур путек,
Тринкки-транкки çеç сикет.
"Тваттă пур та пиллĕк çук", -
Анраса тăрать Çеруш.
Çеруш ашшĕ йăл кулать,
Ывăлне пуçран шăлать:
"Эсĕ пур чи лайăххи,
Çĕр çинчи Этем çури!"
 
ххх
Шăтăр-шăтăр, çăтăр-çатăр...
"Шăши мар-ши? - тет анне,
- Мăрăлкка, эс ма тытмастăн,
Ма чармастăн шăшине?"
 
Турчăка илсе аннеçĕм
Тытас терĕ шăшине.
Мăрăлкка та тĕлĕнейнĕн
Шăппăн утрĕ шкаф енне.
 
Алăкне яр уçрĕ ячĕ
Анне пысăк шкафăнне.
Йăмăкпа канфет хутаçĕ
Калаçаç мĕн шăшилле!
 
ххх
Эп ирех тăратăп
Аннепе пĕрле,
Шăл та тасататăп
Аттепе пĕрле.
Пăтă эп çиетĕп
Аппапа пĕрле.
Хăвăрт тумланатăп
Пиччепе пĕрле.
Васкаса утаççĕ
Аттепе анне,
Вĕсене кĕтеççĕ
Ĕçсенче ĕçсем.
Пиччепе аппаçăм
Вĕренеç шкулта.
Асатте те манăн
Тимĕрçĕ ялта.
Çавăтатăп эпĕ
Хам асаннене
Унпала çитетпĕр
Садике, ĕçе.
 
Атте
 
Вăл каçпа юмах ярать,
Шашкăлла манпа вылять.
Пĕçерет яшка хăш чух
Е çакса парать чуччу.
Мультик вăл манпа пăхать,
Канмалла футбол вылять,
Е лаша пулса тăрать -
Утланса чупма пулать.
Кĕç илетпĕр те вăлта,
Вĕçтеретпĕр çеç пулла.
Питĕ лайăх – çав тери –
Çĕр çинче атте пурри!
 
Кĕрĕк
Кăрлач сивĕ çав тери,
Сирĕн кĕрĕкĕр пур-и?
Шур куян шур кĕрĕкпе,
Пытанать кĕртсем хыçне.
Кĕрĕкпе выç кашкăр та
Сивĕ, тăлăх вăрманта.
Тилĕсем çиçеç хĕлле –
Çÿреç хĕрлĕ кĕрĕкпе.
Кĕрĕк тăхăннă упа
Çулласа выртать ура.
Ăна ăшă йĕнинче,
Çывăрма аван хĕлле.
Пурте ăшă кĕрĕкпе
Çĕнтермешкĕн сивĕне.
Кĕрĕк тăхăнтăр ача,
Савăнтартăр кăрлача.
 
ххх
Ыйтрăм эпĕ ĕнерен:
«Ăçта пултăн кунĕпе?»
«Му-ук!»
 
Эпĕ ыйтрăм кушакран:
«Ма кĕместĕн урамран?»
«Мя-у»
 
Эпĕ ыйтрăм Кампуртан:
«Ма выртатăн эс аран?»
«Ăр-р-р!»
 
Ăнланмаççĕ чĕрчунсем
Чăвашла каланине.
Шкул уçас кил картинче
Вĕрентмешкĕн вĕсене.
 
Калаçатăп чăвашла
 
Эпĕ пĕчĕк хĕрача,
Юратап тăван яла.
Калаçкалап вырăсла,
Сутсах ярап чăвашла.
 
Ку ак манăн куками,
Ку ак манăн кукаçи,
Ку пулать ман асатте,
Юнашар ман асанне.
 
Ку анне ман, ку — атте,
Манăн шăллăм шĕвĕркке.
Пурăнатпăр пĕр йышра
Калаçатпăр чăвашла.
 
Ку ман пӳрт, ку — кил карти,
Ку ампар, ку çăраççи,
Ав мунча, ак ку вите,
Сĕт сăвать анне ирпе.
 
Ку çерçи, ку кăсăя,
Ав курак тăвать йăва.
Чăхă чĕпĕ кăларать,
Автан авăтса ярать.
 
Ав кушак юпа çинче,
Вăл тытасшăн çерçине.
Юратап тăван яла,
Калаçатăп чăвашла.
 
Чирлĕ пукане
 
Пурте пулăр шăп килте,
Чирлет манăн пукане.
Чирлет тетĕп пукане,
Шăнтса пăснă вăл пырне.
Вĕриленнĕ кĕлетки,
Шывланса юхать сăмси.
Тутарать пĕр вĕç апчхи!
Кам ăна сиплейĕ-ши?
Пур ыхра ман, пур сухан,
Вĕри чей пылпа парам.
Сывал час ман пуканем,
Сансăр выляма кичем.
 
Кушакпа иккĕн сĕт çини
 
Анне кушакпа пире
Пачĕ сĕт ярса ирпе.
Кушака калатăп эп:
- Васкамасăр ĕç эс , - теп.
Вăл вара ĕçме пĕлмест -
Çулласа тăрать пĕрех.
- Тытмалла та тирĕкне
Ĕçмелле, - теп - хĕррипе.
Кушак темшĕн тĕлĕнсе
Пăхса илчĕ ман çине.
- Вăт, -теп, - кутăн эс, кушак,
Итлеместĕн хăть пăртак.
Чĕлхепе çулла-çулла
Сĕт пĕтеймĕ куркара.
Витрепе ĕçес пулсан?
Вара эсĕ мĕн тăван?
Пичкепе парсассăн сĕт -
Çулласах вилетĕн вĕт!
- Мяу, - тет кушак мана,
Вăл тухасшăн мĕн тула.
Пăхрăм унăн тирĕкне
Янă-мĕн ĕçсе сĕтне.
Вăт, кушак! Епле чее!
Эп пелкетĕп - вăл çиет!
 
ххх
Ман ÿкерчĕк шурă:
шурă-шурă юр,
шурă лаша тунă
шурă-шурă çул.
Çул çинче шур хурăн,
шурă шупăрпа,
пуçĕнче шур пурçăн,
шурă çăматпа.
Тăрăшса тимлерĕм
шурă сăрăпа,
çавăнпа та нимĕн
курăнмасть кунта.
 
ххх
Пĕр ачан тет пулнă хăмпă,
Çав тери мухтанчăк пулнă.
Вăл мухтаннă та мухтаннă,
Çавăнпа та хăмпăланнă,
Хăмпăланнă, пысăкланнă,
Çăтăртатнă, шăтăртатнă,
Кăвапи веçех якалнă,
Веç якалнă та шаплатнă.
 
Ачи леш аван-ха пулнă,
Мухтанма мухтаннă хăмпă.
 
ххх
Ман ÿсес килет часрах
Курăк пек е йывăç пек.
Ыраш евĕр уйăхрах
Тан пуласчĕ аттепе.
Вара эп унпа пĕрле
Уя кайăттăм ирех.
Кунĕпе тата çĕрле
Тырă вырăттăм хирте.
 
ххх
Пăшăл пăтă пĕçереççĕ
Пÿртре икĕ хĕр ача.
Мана мĕншĕн çитермеççĕ -
Пăтă пар кăна мана!
Тĕнчере пур тĕрлĕ пăтă,
Юлман эпĕ çименни.
Рис пăтти пур, тутлă манккă,
Пăринчен чи лайăххи.
Тул пăтти пехетлĕ, ырă,
Урпаран - салтак пăтти.
Вир пăттийĕ питĕ сарă,
Ясмăкран чи тутăлли.
Темле пăтă та эп çинĕ,
Çимен çеç пăшăл пăтти.
Ман çиес килет-çке питĕ!
Эй, хĕрсем, çитермĕр-и?!
 
ххх
Мĕн тери паха пукан!
Кăшт ларан та шеп канан!
Çывăран кирлех пулсан
Е çиен апат лартсан.
Выляма та вăл аван,
Кĕç тăван машшин унтан.
Е пулать мăн пăравус,
Эсĕ, тусăм, пуç ан ус -
Кĕрлеттерĕпĕр пĕрле
Хăть киле, хăть Çĕпĕре.
Сак-тенкел лартса тухар -
Вакунсем нумай тăвар!
Лартайса пур ачана
Вĕçтерер тĕнче курма!
 
ххх
Кам çÿретчĕ çырлара,
Кам çÿретчĕ арманта.
Эпĕ лартăм пулăра,
Манăн алăра - вăлта.
Кунтăкра çынсен - кăмпа,
Чĕресре нумай çырла.
Эп туртатăп та ăрас -
Витрене кĕрет караç.
Шампа пулă та çăрттан
Кăларап аран-аран.
Пур уланкă, пур çупах,
Тытман çуйăн тахçанах.
Шăла пулă та пăртас
Эп тытăп ак пĕр таз.
Пурте килĕр хăнана -
Эп хăналăп пулăпа!
 
ххх
Урамра пырать лаша,
Вăл туртса çÿрет çуна.
Çунинче ача тулли
Чупаяççĕ çăварни.
Çакнă тĕрлĕ хăмпăсем,
Çыхнă сарă хăюсем,
Янăрать те шăнкăрав
Шавласа каять урам.
Сар хĕвел йăл-йăл кулать,
Пĕтĕм халăх савăнать,
Ма тесессĕн çăварни
Çурхи кунăн хыпарçи.
 
ХХХ
Пÿлĕмре сехет шаккать.
Вăл лармасть,
Вăл тăмасть -
Ерипен, хуллен шăвать.
 
Вылямасть вăл пирĕнпе.
Янрамасть,
Ашкăнмасть -
Виçет вăхăт йĕппипе.
 
Çывăрмасть вăл çĕрĕпе.
Тĕлĕрмест,
Тĕлленмест -
Иртет вăхăт çиçĕм пек.
 
Çуркунне
 
Хĕвел ма пăхать вăтанчăк
Кăвак пĕлĕт хыçĕнчен?
Ăшă çилĕ те пытаннă
Пÿрт çамкийĕн хÿттинче?
 
Çырмара шыв танĕн куçĕ
Ерипен çеç уçăлать.
Вăй илсе çитмен шыв çулĕ
Çут пăр тăрăх сăрхăнать.
Кураксем вĕçеççĕ шавлăн
Янкăр çутă тÿпере.
Сас параç çÿлтен хавассăн -
Кĕç çитейĕ кĕркунне.
 
Çăмарта
 
Çаврака шур çăмарта,
Шиплетет такам шалта:
Шим-шим-шим! Шим-шим-шим!
Эп тухатăп, кĕтĕр, чим"
Эп тухатăп ĕнтĕ, чим"
 
Кăранташ
 
Ку ман симĕс кăранташ,
Манăн шанчăклă юлташ.
Пĕтĕмпех сăрлать вăл тĕрĕс,
Пĕтĕмпех сăрлать вăл симĕс.
Симĕс йывăç ав ÿсет,
Симĕс йытă та вĕрет,
Ку çиçет çырла пиçсе
Хăйĕн симĕс тĕсĕпе.
Кураксем те манăн симĕс,
Симĕс манăн хура тинĕс.
Симĕс пĕтĕм ман тĕнче,
Пит ан тăрăр тĕлĕнсе.
Ман пĕртен-пĕр кăранташ,
Симĕс тĕслĕ вăл юлташ.
 
Кĕркунне
 
Кантăкран шаккарĕ çумăр
Кĕркунне килет тесе.
Çулçăсем сап-сарă, хăмăр,
Çĕр çине ÿкеç вĕçсе.
 
Пилешпе палан хĕп-хĕрлĕ,
Карта урлă карăнаç,
Çулçă çеç - илемлĕ кимĕ -
Шывпала ишсе каять.
 
Кайăксен сассийĕ çĕтнĕ,
Кăсăя килет яла,
Сар хĕвел ăшшийĕ пĕтнĕ,
Юр пĕрчи вĕçет тулта.
 
Хĕл
 
Хĕл тумланнă кĕрĕкне,
Шурă-шурă тĕслине,
Ĕнчĕ сапнă аркине,
Пас тыттарнă çухине.
Урампа хуллен пырать,
Пĕтĕмпех юрпа хуплать.
Тĕнчене шап-шур тăвать,
Шывсем урлă çул хывать.
Эрешлет чÿречене
Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечекпе,
Пин-пин шурă хăйăвне
Çыпăçтарнă йĕркипе.
Çил ачийĕ урамра.
Кĕртсем хыççăн кĕрт тăвать,
Урама, ши! шăхăрса,
Çунашкапа йыхăрать.
 
Кил тĕпкĕчи
 
Хура пуç та кăтра пуç
Пирĕн пĕчĕкçĕ Петюç.
Тваттăра кăна ача
Калаçать вăл мăн çынла.
"Ак, кунта, пăта çапман.
Кам çапать ăна кайран?
Ма кунта шалча выртать?
Камăн вăл? Кам пуçтарать?
Шăтăк мĕншĕн ку кăçат?
Кам саплать ăна? Хăçан?
Вутне камăн татмалла?
Камăн шаршан тумалла?
Çатан тытнă пахчара -
Çĕр çул иртрĕ унтанпа...
Çын алли, çук, перĕнмен.
Кам çĕнетĕ? Çтан пĕлем?
Килте тем те тумалла,
Çапмалла, сăрламалла.
Çумалла, тасатмалла,
Веç йĕркеллĕ тытмалла.
Пирĕн ав нимскер туман...
Мĕн пăхатăр ман куçран?
Эпĕ вĕт кил тĕпкĕчи -
Кайран ман веç тăвас-и?!"
 
ХХХ
Тĕпелте çÿрет кушак.
Хăймапа тулли куршак.
- Хăймине çисен пăртак, -
Ăмсанса шутлать кушак,
- Çăмлланăччĕ куршак,
Хырăм тулĕччĕ кăштак.
 
ХХХ
Мăйракаллă мекекек,
Мăйракасăр мекекек,
Пыраç икĕ мекекек,
Икĕ шурă мекекек.
Çакă икĕ мекекек
Турĕç, хучĕçĕ инкек -
Пахчара тупса чечек
Çирĕç ячĕçĕ веçех.
Макăрать халь путекки:
- Мекекек, çта чечекки?!
 
ХХХ
Мĕн выртать-ши, ку мĕскер,
Çăмха пек хÿреллĕскер,
Ни вĕрмест вăл, ни çыртмасть,
Кăмака çинче çыврать.
 
ХХХ
Кăт-кăт-кăт та кăт-кăт-кăт,
Çăмарта тăватăп - кĕт.
Эп кĕтетĕп - вăл тумасть,
Йăвинчен пăхса ларать.
 
ХХХ
Шак! шаккать шалта, пÿртре,
Ниçта çуккă чÿрече.
Çурчĕ шурă çаврака,
Шиплетет шалта çăмха.
 
ХХХ
Пурччĕ сăрă шĕлепке,
Пурччĕ шурă шĕлепке.
Халĕ акă, леплешке,
Çап-çарах ман лĕпешке.
 
ХХХ
Çупа çăкăр юратаççĕ
Пĕр-пĕрне-çке çав тери.
Сĕрĕнеççĕ, çухалаççĕ...
Ăçтине пĕлетĕр-и?
 
ХХХ
Ир пуçланă ик автан
Çапăçмашкăн пит аван.
Тĕксĕр юлнă каç енне
Киккирик çеç пуçсенче.
 
ХХХ
Пĕвере вун çич шапа
Çаптараççĕ тет ташша,
Ма тесессĕн концертпа
Пынă тет унта лаша.
 
ХХХ
Утьти, утьти, уть-уть-уть,
Çырана тухасчĕ хăть,
Кăвакал чĕппи, атту
Шывлансах каять пуçу.
 
ХХХ
Пĕве хĕрринчи çÿçе
Тăхăннă пулас çÿхе.
Çавăнпа та куççульпе
Макăрать вăл кунĕпе.
 
ХХХ
Урампа чупать пĕр йытă,
Аллипе хăй сумка йăтнă.
Çĕлĕк тăхăннă пуçне,
Йÿле янă кĕрĕкне.
Эх, айван-çке эсĕ, йытă,
Шăнса пăсăлăн ак хытă.
 
ХХХ
Чăкăт тупнă шăши тус,
Чăкăт тăнă виçĕ пус.
Тута тăснă шăши тус:
- Укçа çуккă ман пĕр пус.
 
ХХХ
Сысна çури курсан хăйне
Çап-çутă тĕкĕр питĕнче:
- Ытла таса эп, - терĕ тет,
Лапра тупма вĕçтерчĕ тет.
 
ХХХ
Чĕрĕп хăй пуçне турарĕ,
Туринче пĕр шăл юлмарĕ.
Халь ларать вăл кулянса:
- Çтан тура ман тупмалла?
 
ХХХ
Питĕ ырă Хĕл мучи,
Пысăк, йывăр кутамкки.
Юратать ачасене,
Çитерет кучченеçне.
 
ХХХ
Мăр-мăр-мăр, мăр-мăр-мăр
Ванюк тусăм, эсĕ тăр.
Санăн пăтă çимелле,
Манăн хăйма çимелле.
 
ХХХ
Çулçă тăрăх шуй шăвать,
Виçĕ кун киле васкать.
Çулçăн çулĕ вăрăм тет,
Эп хăçан çитетĕп тет.
 
ХХХ
Икĕ сурăх путекки
Чупса пынă çав тери.
Пынă-пынă та чупса
Çатлаттарнă çамкапа.
Халь тăраççĕ макăрса -
Сиксе тухнă мăйрака.
 
ХХХ
Çывăрать хĕлле упа.
Мĕншĕн çывăрать упа?
Ма тесессĕн çу каçа
Пыл сыхланă утарта.
 
ХХХ
Петюк аллинче шăши.
Кушака сĕнет юри:
- Çи, - тет, - тусăм, ку - шăши!
Хуравларĕ кушакки:
Эс - компьютерăн хуçи,
Çиессÿ килсессĕн çи!
 
ХХХ
Эх, чиперскер, хитрескер,
Çĕр мăкăртса тухнăскер,
Карçинккана лекнĕскер,
Шыва кĕрсе тухнăскер,
Мăн хуранта пиçнĕскер,
Çатмара ташланăскер,
Питĕ-питĕ тутлăскер!
 
ХХХ
Мĕнле кайăк урамра
Ларать хĕрлĕ тумпала?
Çиет пилеш çырлине,
Çав хĕретнĕ-ши тумне?
 
ХХХ
Шăши лекнĕ шăтăка -
Савăнса выртать кăна.
Ма йĕрес-ха ун кунта?
Шăтăк пулнă чăкăтра.
 
ХХХ
Атте пек пулас килет,
Атте пек пурнас килет.
Анне пек хитре хĕре
Качча ман илес килет.
 
ХХХ
Пĕрре - ÿкрĕ ман çине,
Иккĕ - пукане çине.
Виççĕ -- тиврĕ аттене,
Тваттă - манăн аннене.
Пиллĕк - ÿкрĕ пÿрт çине,
Улттă - асанне çине.
Çиччĕ - çитрĕ хулана,
Саккăр - сапрĕ урамра,
Тăххăр - тăкрĕ витререн,
Çумăр килчĕ вĕçтерерсе
Шутласа пĕтериччен.
 
ХХХ
Асаннен карти çине
Ларса тухнă кайăксем:
Кăсăя та ик çерçи,
Пĕр çăхан, çирĕк тăрри,
Виç вĕтел, тват тăмана,
Сăрă тĕслĕ ик тăрна,
Симĕс кайăк, тăрăхтан,
Улаппа, хура тăхран,
Хир кăркки те хир чăххи,
Шĕпшĕлпе тур качаки,
Шур таки, шур пăрчăкан,
Кĕпшĕл, уйăп та шăхран,
Хĕлĕх хÿре кăвакал
Тата хура кăвакал,
Хурчăка, хăлат, чана,
Шăнкăрч, пăчăр та хĕрхи,
Вут хÿре, шур тăмана,
Чакакпа курак, шули,
Кăвакарчăнпа ăсан,
Хура вĕршĕн, мăйпăран...
Ăмăрт кайăк курăнчĕ,
Кайăк чăл-пар саланчĕ.
■ Владимир Андреев.
Михайловкăри тĕп шкул, Çĕрпÿ районĕ
 
: 255, Хаçат: 4 (31), Категори: Категорисĕр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: