Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Федорова Светлана Алексеевна
Федорова Светлана Алексеевна
 
Класс: 5 класс
Шкул: вырăс чĕлхиллĕ шкул
Тема (пай, раздел, блок): Хобби
Урок теми: Манăн хобби.
Урок тĕсĕ: хутăш урок.
Технологисем: Вăйă, экскурси, ушкăнпа вĕренни, пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха аталантарасси, «Критикăллă» шухăшлава аталантарасси, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ, информаципе коммуникаци, проект.
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем:
1) Права.
вĕренÿ планне кĕрекен ытти предметсем пекех чăваш чĕлхи ачана тĕрлĕ енлĕн аталанма, тĕрлĕ çитĕнÿ тума пулăшнине ăнланма хăнăхтарни;
2) Тĕллевпе тупсăм.
Тĕллевсем лартса йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентни;
3) Моральпе этика норми.
Ачасен тавракурăмне пуянлатни; кăмăл-сипет енчен хăй тунă ĕçсене хакласа сăлтавлама пĕлни; кахаллăхпа наянлăха сивлени.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:
1. Йĕркелÿ:
– кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче шыраса тупма пултарни;
– ĕç йĕркине, ăна пурнăçлама кирлĕ мелсемпе майсене тупма хăнăхтарни;
– тунă ĕçе пĕтĕмлетме хăнăхтарасси.
2. Хутшăну:
– тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлесе, пĕччен е иккĕн кĕнекепе кирлĕ информаци тупма хăнăхни.
– хутшăнура пĕр-пĕрне итлеме хăнăхтарни;
– харпăр хăй шухăшне палăртса ăнлантарма, шухăша тĕрĕс те уçăмлă, çыхăнуллă каласа пама вĕрентни;
– ушкăнпа килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарни;
– харпăр хăйĕн тата ыттисен ĕçне хаклама вĕрентни.
3. Информаци:
„ Юратнă ĕç“ темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме, пĕтĕмлетÿ тума пултарни; тишкерÿре схемăсемпе ятарлă паллăсемпе усă курма пĕлни.
 
Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем:
1. Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ: текста илемлĕ вулама, унăн илемне илемне туйса ăнланма, тишкерме вĕренни; ĕç çинчен хăй шухăшне çыхăнуллă калани; вĕреннĕ сăмахсене çыру тата калаçу пуплевĕнче вырăнлă усă курма хăнăхни.
2. Вĕрентÿ хевти-талпăнăвĕ: кĕнекере панă текстри тата харпăр хăйĕн кăмăлне палăртса хайлаври пулăмсене хак пама пултарни.
Мелпе меслетсем: кашни хăй „мĕнле” пулнине хаклакан хĕвеллĕ кластерпа е синквейнпа кăсăклантарса яни; ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, шырав, словарь ĕçĕ; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; вĕрентекен панă ситуацирен тухма май тупни; ваттисен сăмахĕсемпе пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхнине малалла аталантарни, синквейн туни, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхни, пĕтĕмĕшле тишкерÿ йĕрки тăрăх пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхнине аталантарни.
Теори пайĕ –Пирке (сăлтав) падежĕнчи япала ячĕсем.
Словарь ĕçĕ: а) ăнлантармалли пай: кăмăллатăп – предпочитаю, килĕшеççĕ – нравятся, пултаратăп – могу, хутшăнатăп – участвую, йышăнтăмăр – заняли, çĕнтерÿ – победа.
Курăмлăх хатĕрĕсем: урок презентацийĕ; « Манăн юратнă ĕç» текст тăрăх йĕркеленĕ „Мĕн?“ ыйтуллă «Хĕвел» кластер; „Мĕн тăвать?“ ыйтуллă «Хĕвел» кластер; çупкам кластер, синквейн.
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиапроектор.
■ Федорова Светлана Алексеевна.
Çĕрпÿ хулин 2-мĕш шкулĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1488, Хаçат: 3 (30), Категори: Хутăш урок

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: