Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Ефимов А. Д.
Ефимов А. Д.
 
Ăслă çынсем каланă сăмахсене пухса усă курасси сĕм авалтанах йăлана кĕнĕ. Акă историнче авалхи греци хăш-пĕр философĕсем каланисене итлесе тăнă çынсем каласа хăварни паллă. К. Ивановăн пултарулăхĕнче те çавăн пек пуянлăх сахал мар иккен. Вĕсене халиччен ятарласа шута илмен. «Нарспи» авторĕ калаçура каланă шухăшсем тĕрлĕ çынсен аса илĕвĕсенче упранса юлнă. Çав аса илъсем «Контсантин Иванова аса илеççĕ» кĕнекере (1990ç.) туллинрех пичетленнĕ.
Пирĕн мухтавлă сăмах ăсти каланă шухăшсем тематика тĕлĕшĕнчен чылай пуян. Вĕсем поэтăн тавра-курăмне, кулленхи пурнăçне, шухăш-ĕмĕтне тĕплĕнрех пĕлме пулăшаççĕ. Уйрăмах поэт тĕнче литературин, культурин тата ăслăлăхĕн пуянлăхĕ çине таянса ĕçлеме йыхăрни хаклă.
Çавăнпа та тематика тĕлĕшĕнчен çак шухăшсене темиçе ушкăна пайлама пулать. Ачах та эпир кунта Константин Ивановăн калаçура çамрăк ăрăва вĕрентсе каланине çеç илес терĕмĕр.
Нумай чухне çыравçă сăмахĕсен пĕлтерĕшне контекстсăр ăнланма çук, çавăнпа шухăшсен ярăмĕнче вĕсене аса илÿ авторĕсем каланипе çыхăнтарса паратпăр. Кашни шухăш текстне ăçтан илнине, аса илекенĕн хушамачĕпе кĕнеке страницине кăтартатпăр. Шухăшсене май килнĕ таран хронологипе вырнаçтарса тухрăмăр. Вулакана ăнланма йывăр вырăнсен пĕлтерĕшне тваткăл хăлăпкасем хушшинче кĕске уçса пытăмăр.
 
 «Леонардо да Винчи питĕ нумай ĕçленĕ, çавăнпа унăн ĕçĕнче çитĕнъсем нумай». (Ф.К. Кузьмин, 174 стр.)
 «Пушкин вара хастарлă çын, ăна гени темелле, Моцарт та гени. Хастарлăх тĕлĕшĕнчен Пушкин Моцарт еверлĕскер, ĕçлес енчен, ĕçченлĕхрен вăл Сальери пекех питĕ нумай ĕçленĕ, вăл питĕ нумай вуланă, темиçе чĕлхе пĕлнĕ. Паллах, ĕçлемесен, тăрăшса вĕренмен пулсан, унăн пĕлъ çителĕклĕ пулас çукчĕ, произведенисем те çав тери лайăх, хаклă пулас çукчĕ», – тесе ăнлантарса пачĕ пире Константин Васильевич. (Д.К. Кузьмина, 132 стр.)
 «Нихçан та талант, хастарлăх çук тесе ĕçлеме чарăнмалла мар. Талант çук тесе шухăшлама юрамасть. Кун пек шухăшласан, этем нимĕн те тăваймасть. Чаплă художниксем, аслă писательсем, изобретательсем, ученăйсем нихăçан та хăйсен таланчĕ пурри-çукки çинчен шухăшламан. Вĕсем ырми-канми ĕçленĕ, çавăнпа хăйсен ĕçĕсене çав тери лайăх туса пынă. Çитĕнÿ тени вăл, тăрăшса ĕçлесен, хăех пулать. Вĕсем ĕçпе чапа тухнă. Тем чухлĕ талантлă çын та ĕçлемесĕр хăйĕн талантне кăтартма пултараймасть. Леонардо да Винчи, чухăн хресчен ачи пулнă пулсан та, яланах тăрăшса ĕçленипе чи чаплă художниксенчен пĕри пулса тăнă. Михайло Ломоносов, Çурçĕрти тинĕс хĕрринчен Питĕре çитсе чаплă поэт та ученăй шутне кĕнĕ. Ломоносов тăрăшса ĕçлемен пулсан, эпир ăна халĕ асăнмалла-и? Çукчĕ, асăнмалла марччĕ, Эпир ун çинчен илтес те çукчĕ. Унăн ÿкерчĕкĕсем те чаплă пулнă». (Д.К. Кузьмина, 132 стр.)
 1903 çулта поэтăмăр Пелепейрен хура хуплашкаллă кĕнеке илсе килни паллă. Сăмах кунта Иоганн Вольфганг фон Гете çырнă «Рейнеке-лис» поэма çинчен калаçу пырать пулас.] «Çак кĕнекене вуласа тухсан, пурнăçа питĕ пĕлекен пулан», – терĕ вăл пире. (З.Г. Артелина, 142 стр.)
 «Этеме уçă сывлăш тата чунтан-вартан юратнă ĕç кирлĕ, çавсем пурнăç хаваслăхне параççĕ», – тетчĕ час-часах К.В. Иванов. (Ф.К. Кузьмин, 173 стр.)
 «Ют чĕлхене вĕренме тытăнсан, кашни кунах кăштах та пулин вĕренсе пырас пулать, пĕр кун та сиктерсе хăвармалла мар. Кун пек тусан, ют чĕлхе вĕренни сире хăвăрăн тĕп ĕçĕрте кансĕрлемест, питĕ лайăх результат парать», – тесе ăнлантарчĕ вăл. (Ф.К. Кузьмин, 176 стр.)
 Вăл пире: «Ан васкăр, ниçта та пушар курăнмасть», – тет. Унтан вăл йăл кулса: «Пушар пулсан та, тÿрех чупмалла мар, малтан пушар сÿнтермелли хатĕрсене алла тытмалла, унтан тин чупмалла», – тет. (Ф.К. Кузьмин, 174 стр.)
 «Пирĕн талантлă çынсем чухăн, пуянсен талант çук, хуçасем пирĕн, пурте пекех, тит титычсем. Вĕсем хăйсен улталамалли хастарлăхне кăна вăйлатса пыраççĕ, шухăшлама та пĕлмеççĕ, – терĕ. – Наукăпа техникăна малалла ярас тĕлĕшпе питĕ нумай тăрăшса вĕренмелле, питĕ нумай пĕлмелле, ырми-канми ĕçлемелле», – тесе хушса хучĕ. (Ф.К. Кузьмин, 176 стр.)
 
К. Иванов хăй те Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче учительте тăрăшнă, вĕренÿ кĕнекисене хатĕрленĕ, ачасемпе тĕрлĕ енлĕн ĕçленĕ май вăл вĕсене чылай вĕрентсе калнă сăмахĕсем паянхи кун та актуаллă.
 
 
Усă курнă литература:
 
1. Константин Иванова аса илеҫҫĕ / Г. Ф. Юмарт пухса хатĕрленĕ. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 1990. - 271 с.
2. Константин Ивановӑн илемлĕх тĕнчи тата наци культурисен аталанăвĕ Художественный мир Константина Иванова и проблемы развития национальных культур ă Konstantin Ivanovs artistic outlook and the problems of development jf national cultures / [кăлараканĕ С. А. Александров]. - [Шупашкар : и. ҫ.], 1990. - 15 с. – Чăвашла, вырăсла.
3. Исаев, В. Ф. Силпи асамачĕ : К. В. Иванов ҫуралнăранпа 100 ҫул ҫитнĕ май / В. Ф. Исаев. - Шупашкар : КПСС Чăваш обкомĕн изд-ви, 1990. - 60 с.
4. Константин Васильевич Иванов : тĕпчев ĕҫĕсем / И. Н. Ульянов яч. Чăв. патш. ун-чĕ ; [В. Г. Родионов пухса хатĕрленĕ]. - Шупашкар : Чăваш университечĕн изд-ви, 2000. - 84 с.
5. Родионов В. Г. К. В. Иванов хайлавĕсен пултарулăхлă историйĕ / В. Г. Родионов ; И. Н. Ульянов яч. Чăв. патш. ун-чĕ. - Шупашкар : Чăваш университечĕн изд-ви, 2000. - 36 с.
■ Ефимов Анатолий Дмитриевич.
Чăваш Республикин тава
тивĕçлĕ учителĕ,
Шупашкарти пĕтĕмшле пĕлÿ
паракан 18- мĕш вăтам шкулти
чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ.
 
: 131, Хаçат: 3 (30), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: