Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Виноградов Юрий Михайлович
Виноградов Юрий Михайлович
 
2017 ҫулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Пĕрлехи Раҫҫей» политика партийĕн XVІІ съездĕнче тухса калаҫнă май Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ В.В. Путин Раҫҫее малалла ăнтăлса ҫĕнелме чĕнсе каларĕ, ҫĕнелӱ хальхи ачасемпе ҫамрăк ҫынсен пуласлăхĕпе тачă ҫыхăннине палăртрĕ. Президент шухăшĕпе, пуласлăх мĕнлерех ҫулпа каясси, ăнăҫу эпир кивви патне каялла таврăнма ҫук лару-тăру туса хума, ку е вăл чăрмава сирсе хăварма пултарнинчен, хальччен мĕн тунине упраса малалла аталантарма вăй ҫитернинчен килет.
В.В. Путин Раҫҫей аталанăвне пĕтĕмĕшлĕн курать, ăслăлахпа шкул малашлăха ертсе пыма тивĕҫлĕ иккенне палăртать, ҫапах манăн, чĕлхеҫĕ пулнă пирки, Президент каланине чăваш чĕлхине шкулта вĕрентессипе тачă ҫыхăнтарас, ыйтăва кĕреттĕн тишкерес килет паллах.
Паян кун чăваш чĕлхине эпир Федерацин патшалăх вĕренӱ стандартне (ФГОСа) пурнăҫланă май вĕрентсе пыратпăр. Стандарт –вĕренӱ планне кĕртнĕ нихăш предметран та пăрăнса иртме пултараймасть, вăл шутра чăваш чĕлхинчен те.
Шкулта ачасене унчченхи пек пĕлӱ панипе пĕрлех ку е вăл йывăрлăхран харпăр тĕллĕн е ушкăнпа тухма ханăхтармалла. Ҫавăнпа ачасен вĕренӱ ҫитĕнĕвĕ тесе чĕлхе факчĕсене палласа илнине кăна мар, фактсене танлаштарса пĕрешкеллĕхсемпе уйрăмлăхсене курма, пĕтĕмлетӱсем тума пултарнине те пăхмалла. Ку вара пĕлӱ тĕпчевпе ҫыхăнса пымалла тенине, вĕренӱре ăслăлăх принципĕ тĕп вырăнта тăмалла тенине пĕлтерет. Ку енчен хальхи вĕренӱ программи пире туллин ҫырлахтарать: ăна хальхи чĕлхе ăслăлăхĕн ҫитĕнĕвĕсене, И.А. Андреев профессор вĕрентĕвне тĕпе хурса ҫырнă. Тĕрĕк тĕнчи лайăх пĕлекен паллă профессор хăй вилчĕ пулин те – паян кун та программа авторĕ шутланать. Ҫĕнĕ программăпа килĕшӱллĕн шкулта чăваш чĕлхин хальччен шута илмен паллă уйрăмлăхĕсене вĕрентмелле: пуплев пайĕсем тулли тата тулли мар пĕлтерĕшлĕ пулни, пĕр пуплев пайĕ тепĕр пуплев пайĕ пĕлтерĕшĕпе ҫӱрени, падеж системине кĕмен ҫыхăну аффиксĕсем, сăмах вырăнĕнче ҫӱрекен сăмах майлашăвĕсем, предложенин хутшăнуран килекен тытăмĕ, сăмах майлашăвĕн интонацийĕ вырăсеннипе тӱр килменни тата ытти те.
Шел те, паян кун, ФГОСа туллин тытса пыма чăрмантаракан пулăмсем те ҫук мар. Акă пире халь усă куракан орфографие 1967-мĕш ҫулхи патне тавăрас шухăш хăратать.
1967-мĕш ҫулхи орфографие тепĕр хут чĕртсен шкулта чăваш чĕлхин чăн тытăмне кăтартма, ачасене чăваш чĕлхипе кăсăклантарса яма май пулмĕччĕ. 1967-мĕш ҫулхи орфографи чĕлхемĕрте пур сăмахсене курмăш тума хистетчĕ, вĕсемпе ачасене касăклантарса яма памастчĕ. Тĕслĕхрен, юланут (пĕрле) ҫыраттăмăр та чăваш чĕлхинче юлан сăмах та ут сăмах та пуррине асăрхамастăмăр. Тĕрĕссипе, юлан ут сăмах майлашăвĕ ҫинчен калаҫмалла: юлан «ҫул ҫӱремелли, ҫул ҫӱрекен» пĕлтерĕшлĕ, ут – «лаша». Уйрăм ҫырни ачасен пуҫĕнче: «Юлан тени мĕн тени? Ут тени мĕн?» – текен шухăш ҫуратма тивĕҫ. Ула такка сăмах майлашăвĕ: «Ку сăмах майлашăвĕ глагол майлашăвĕ-ши? Ула паллă ячĕ глагола ăнлантараять-шим?» – йышши ыйтусем патне илсе пымалла. Пĕрле ҫырнăран кун ячĕсем мĕне пĕлтернĕ пирки калаҫаймастăмăр, ҫавăнпа пирĕн шăмат сăмах вырăссен суббота сăмахĕпе тăван пулнине те пĕлместĕмĕр, ачасене те калаймастăмăр. Уйрăм ҫырнипе: «Чăвашсен кун сăмах умĕнче тăракан тунти, ытлари, юн, кĕҫнерни, эрне, шăмат, вырсарни сăмахĕсем ăҫтан пулса кайнă? Пĕлтерĕшĕсене пĕлесчĕ», – текен шухăш ҫуралмалла. Тутар чĕлхипе танлаштарма пĕлекен ача чăвашсем ар ҫын, хĕр ача тени тутарсем ир кеше, кыз бала тенипе тӱр килнине курмалла. Шур кут, пăра самса, вут хӱре кайăк ячĕсем, хĕрлĕ куҫ, хĕрлĕ ҫунат пулă ячĕсем куҫăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмах майлашăвсем пулнине, ку пĕлтерĕш синекдоха ҫинче никĕсленсе тăнине ăнланмалла. Ачасем чăваш чĕлхишĕн ăнлава сăмах майлашăвĕпе палăртас туртăм кăтартуллă пулнине (йытă ҫури – щенок, ирхи апат – завтрак, каҫхи апат – ужин, алса тулĕ – рукавицы, сĕрме купăс – скрипка, аслатиллĕ ҫумăр – гроза, йĕлтĕр йĕрĕ – лыжня; илсе кил – принести, ҫырса хур – напиши, ҫитĕнсе ҫит – вырастить) асăрхама тивĕҫ.
Кивĕ орфографие чĕртсе тăратас пулсан хĕрача (пĕрле), ывăл ача, хĕр пултăр, ывăл пултăр, хĕр ерчĕн, ывăл ерчĕн (уйрăм); саспалли (пĕрле), пĕчĕк йытă палли («собачка»), пусăм палли, чарăну палли, ыйту палли, кăшкăру палли (уйрăм) ҫырма тивĕччĕ. Йĕм тĕп (П. Хусанкай), кайăк чÿк (Хв. Уяр), така какай (А. Талвир), Макар арăм (уйрăм) çырнă çĕрте çĕр мамăк, уткăшкар, сакай, шурăмпуç, çулпуç (пĕрле) çырни те килĕшÿллĕ мар. Танлаштарăр: йĕм тĕпĕ, кайăк чÿкĕ, така какайĕ, Макар арăмĕ, çĕр мамăкĕ, ут кăшкарĕ, сак айĕ, шурăм пуçĕ, çул пуçĕ; Муркаш район администрацийĕ – Муркаш районĕ.
Икĕ тĕрлĕ ҫырнинче нимле ăслăлах принципĕ те, нимле логика та ҫук. Кивви патне туртакансем икĕ вариантлă орфографирен хăтăлатпăр теççĕ, анчах унчченхи хирĕçулĕхе курмаççĕ. Хирĕçуллĕ ан пултăр тесен – словарьте икĕ вариантпа çырнă сăмах майлашăвĕсене уйрăм çырма килĕшес пулать. Пĕрле çырнă варианта пăрахăçлама хăюлăх кăна кирлĕ. Чăнах та, пичет çыннисем ниме пăхмасăр ял хуçалăх, ĕç çынни (уйрăм) çырма пуçларĕç. Çак туртăма ырламалла, малалла аталантармалла.
Ҫĕнĕ стандарт тăрăх вĕренекен ача, паллах, орфографи хирĕҫĕвне курмасăр, ăна пула чăваш чĕлхишĕн кулянмасăр е тарăхмасăр тăрас ҫук. Ача чăваш чĕлхин орфографийĕ хирĕçÿллĕ тесе, аслисем пек, власть органĕсене çыру çырма тавçăраймĕ. Çитменнине, вăхăт та тупаймĕ. Çавăнпа та – чĕлхене ăслăлăх вĕрентнĕ пек кăтартасси шкул тивĕçĕ.
Вĕрентекенĕн те, вĕренӱ кĕнеки ҫыраканăн та ĕҫре кансĕрлĕх туйса пурăнмалла мар – сăмаха сăмах теме, мăшар сăмаха мăшăр сăмах теме, сăмах майлашăвне сăмах майлашăвĕ теме ирĕк пулмалла. Чăваш чĕлхин тытăмне тĕрĕс кăтартакан ҫыру ачасене словарьсемпе пĕлкĕчсене уҫса пăхма, ыйту тупсăмне тĕпчев ĕҫĕсенче, Интернетра шырама чĕнекен вăй пулмалла. Ачасене тăван чĕлхемĕртен пистерес марччĕ, кашни ҫамрăкăн нумай пĕлес, чăваш халăхĕн чĕлхине, культурипе историне юратас кăмăлне ӱстересчĕ. «Чĕлхе – халăх пурнăҫĕ, халăх шухăшĕ, халăх философийĕ. Эпир хамăр чĕлхене мĕн чул аван пĕлетпĕр, ҫавăн чухлĕ пурнăҫне те аван пĕлетпĕр», – тесе Тимухха Хĕветĕрĕ ахальтен каламан (Тимухха Хĕветĕрĕ. Кун ячĕсем// «Ӗҫлекенсен сасси», 1924. – 10 (24 №). – 31 – 32 с.).
Чĕлхе тенĕрен, В.В. Путин 2018 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче сочиненисен «Пуласлăха ăнтăлакан Раҫҫей» ятпа ирттернĕ конкурсĕн ҫĕнтерӱҫисем умĕнче каланă тăрăх, чĕлхе наци тăвакан никĕс пулса тăрать; чĕлхене тĕпчекенсем шанчăклă специалистсем иккен, вĕсенчен пулăшу Президентăн та час-час ыйтма тивет. Ҫавăнпа, пирĕн шухăшпа, чăваш чĕлхин грамматикипе ҫыхăннă ыйтусене грамматист чĕлхеçĕсем, грамматикăна ăнланакан учительсем, шкул çинчен шухăшлакан писательсемпе журналистсем татса пама тивĕҫ.
Ҫапла вара, В.В. Путин пире малалла талпăнма, начарринчен татăклăн уйрăлса ҫĕнелме хистет, Раҫҫее ҫамрăклатассишĕн, пулас ăрусене аталану ҫулĕпе ярассишĕн тĕллевлĕ ĕҫлеме чĕнет, чĕлхе нацишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, ăна лайăх пĕлме тивĕҫ пуррине палăртать. Ҫакна тĕпе хурса пурăнасчĕ пурин те. Чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне ҫĕнĕ юхăмсене сивлес марччĕ.
 
 
■ Ю. Виноградов.
чĕлхеçĕ
 
: 1804, Хаçат: 2 (29), Категори: Орфографи ыйтăвĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: