Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Кожевникова П. П.
Кожевникова П. П.
(«Чее тилĕ» юмах тăрăх йĕркеленĕ уяв сценарийĕ)
Тĕллев: чăваш хĕр арăмĕн çи – пуçне( кĕпе, саппун, мăй çыххи, кăкăр çинчи шÿлкеме, хул çийĕ, тухья, масмак, сурпан) сăнласа тишкерни, унпа паллашни;
Харкамлăх результатсем:
кашни халăхан хăйĕн тумĕ пулнине пĕлни;
чăваш сăвви – юррине каласа, ташши – кĕввине итлесе чăваш чĕлхин илемлĕхне ăнкарни;
чăваш тумĕ çинчен пĕлменнине пĕлес кăмăл çурални;
ушкăнпа ĕçлеме меллĕрех пулнине пĕлни;
Пĕлÿ туянма пулăшакан результатсем:
юмаха итлеме, ăна выляса кăтартма вĕренни;
чăваш тумне тишкерме, унти тĕрлĕ капăрлăхсене курма вĕренни;
тест мелĕпе усă курса кирлĕ варианта суйласа илме пĕлни;
Йĕркелÿ- хаклу результачĕсем:
чăваш тумĕ çинчен мĕн вĕреннине калама вĕренни;
юлташсен, вĕренткенĕн сĕнĕвне ăнкарма, шута илме пултарни;
Хутшăну результачĕсем:
урокра чăваш çипуçĕ тавра йĕркеленĕ калаçăва хутшăнма, ăнланмалла каласа пама тăрашни;
«Чее тилĕ» юмаха аса илсе унти сăнарсем çинчен ыттисене ăнлантарса пама пултарни;
калаçу йĕркелеме пĕлни;
Уява кирлĕ хатĕрсем: компьютер, экран, проектор, «Чăваш тумĕ» презентации, ĕлĕкхи арча, чăваш çипуçĕ( тилĕ валли, ачасем валли, асанне валли)
Урока ачасем те, вĕрентекен те чăваш çи- пуçĕпе килнĕ
■ Кожевникова Полина Петровна,Григорьева Татьяна Петровна.
Нискассинчи тата Турайри вăтам шкул вĕрентекенĕсем

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 243, Хаçат: 2 (29), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: