Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Никифорова Л. В., Керукова Г. А.
Никифорова Л. В., Керукова Г. А.
Кирек мĕнле халăх та пушă вăхăтра ĕлĕк-авалтанпах юрă юрланă, ташă ташланă. Уявсене ваттите, вĕтти те хутшăннă. Ахальтен мар вырăссем «Этем çăкăрпа кăна тутă пулмасть», - тенĕ. Аслă вĕрентекен И.Я.Яковлев та «Чăваш халăхĕн çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах», - тенĕ. Апла пулсан чăвашсем те авалтанпах юрă-ташăна, уявсене кăмăлланă. Халăх пултарулăхĕ виçесĕр, вăл чăн-чăн пуянлăх. Кунта унăн кун-çулĕ, йăли-йĕрки, кăмăл-туйăмĕпе шухăш-ĕмĕчĕ. Çавăн пекех унăн кунта ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕ упраннă, ĕмĕртен-ĕмĕре куçса пынă. Пуринчен ытла юрă, музыка фольклорĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Юрăсăр мĕнле пурăнан: пурăнăç çук, савăнăç çук», - тенĕ ваттисем. Юрă-кĕвĕне халăх хăй хывнă. Унра халăхăн сăн-сăпачĕ, характерĕ, психологийĕ, пултарулăхĕ. Çавăн пекех юрăра халăхăн хăйне евĕрлĕх паллисем çирĕпленеççĕ.
Халăхăн йăли-йĕрки, юрри-ташши ĕмĕртен-ĕмĕре куçса пырать. Пурнăç та шав малалла шăвать, улшăнать. Çавăнпа та халăх пуянлăхне малалла аталантарасси, упраса хăварасси хăй вăхăтĕнчи кашни çыннăн тивĕçĕ.
Ку енĕпе республикăра тĕрлĕ пултарулăх коллективĕсем, уйрăм çынсем тăрăшнипе сахал мар ĕç пулса пырать. Вĕсенчен пĕри «Кăмăл» çемье ансамблĕ. Унăн репертуарĕнче анатри, тури, ытларах вăтам чăвашсен çăварни, хăна, туй юррисемпе ташшисем. Кунсăр пуçне такмаксем те шăрантараççĕ кăмăлçăсем.
«Кăмăл» çемье ансамблĕ паян халăх юррисене юрлать, хăйĕн пултарулăхĕпе çынсене савăнтарать, иксĕлми пысăк ĕç туса пырать.
«Кăмăл» фольклор ансамблĕ. Хăçан ăна йĕркеленĕ? Кам ертсе пырать? Унăн кулленхи пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, пĕлтерĕшĕ.
«Кăмăл» çемье ансамблĕ «çуралнăранпа» пиллĕкмĕш çул çеç-ха. Малтанхи вăхăтра кăмăлçăсем Шупашкар районĕнчи ялсен уявĕсене хутшăннă. 2011 çулта Çĕнĕ Шупашкарта йĕркеленĕ «Янра, хут купăс» конкурсра ансамбль пĕрремĕш вырăн йышăнать. Çакă вĕсене хавхалантарса ярать. Асăннă конкурса кăмăлçăсем ансамбль çуралнă кун тесе палăртаççĕ. Çакăнтан вĕсем республика шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурссемпе мероприятисене хутшăнма пуçлаççĕ.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1644, Хаçат: 2 (29), Категори: Чăваш культури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: