Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Виноградов Юрий Михайлович
Виноградов Юрий Михайлович
 
2012 çулта 9-мĕш класс пĕтерекенсене чăваш чĕлхипе экзамен икĕ майлă тытма ирĕк панă: кивĕлле (творчествăллă изложени çырса) тата çĕнĕлле (ППА – патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацийĕ йĕркипе).
Экзамена кивĕлле тытакансем хатĕрленÿ тапхăрĕнче, тĕпрен илсен, изложени çырмалла. Çĕнĕлле тытакансен экзаменĕ 2011 çулхи пекех теме пулать, çапах та 2.9 ĕçре улшăну пулать: унччен тĕп членсăр предложенисене пĕлнине кăтартмаллаччĕ, кăçал шухăш тĕшши тупмалла. Сочинени условийĕ те улшăнать: кунта ăслав сочинени манерне тытса пымалли условисене кĕрет кăтартса параççĕ.
Экзамена хатĕрленмелли материала çак кĕнекесенче тупма пулать:
Чăваш чĕлхипе экзамена хатĕрленесси: 9-мĕш класс / Ю.М.Виноградов пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ, 2010. – 111 с.
Виноградов Ю.М. Хăнăхтару пуххи: 8 – 9 классем валли. Тÿрлетсе çĕнетнĕ 3-мĕш кăларăм. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2011. – 175 с.
Виноградов Ю.М. Чăваш орфографине шкулта вĕрентесси: Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем валли. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2007. – 111 с.
Хăвăр шухăшăра Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрине chrio11@cap.ru адреспа çырса пĕлтерме пултаратăр. Кунсăр пуçне кафедра кашни уйăхăн виççĕмĕш эрнинче кĕçнерни кун 15 сехетре вебинар мелĕпе консультаци ирттерет. Кунта чăваш чĕлхипе тата литературипе, вĕсене вĕренесссипе çыхăннă кирек мĕнле ыйтăва та пама юрать.
■ Виноградов Юрий Михайлович.
"Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн" чăваш чĕлхипе литература кафедрин заведующийĕ
 
: 4336, Хаçат: 2 (2), Категори: Экзамен

Комментарисем:

Migulaj (2012-08-23 21:28:28):
"творчествăллă изложении" тесе çырнине чăвашла çырма май çук-ши? Тата 2-мĕш сăмахĕнче "и" сасăпалли нумай пулмалла.

Migulaj (2012-10-05 18:12:50):
Тӳрлетнĕ. Лайăх. Тата "творчествăллă изложени" тесе çырнине чăвашла çырма май çук-ши?

elliille (2012-11-22 22:33:29):
"Творчествăллă" - креативлă... Кăна тĕнче опытне шута илни вырăнне хурăр(creative). "Изложени" валли эквивалент ушкăнпа шырас пулать.

elliille (2012-11-22 22:51:01):
"Синтетикăлăх" , "Аналитикăлăх" тенисене вĕрентÿ кĕнекисем пачах урăхла ăнлантараççĕ. Чăваш чĕлхинче чăннипе "С." малта тăрать. Аналитикăлăх - акăлчан, Дунайçи пăлхар чĕлхисенче. Тĕрĕссипе, вăл та, ку та кашни чĕлхерех пур. Мĕн малта тарать - çавă пĕлтерĕшлĕ...

elliille (2012-11-22 22:59:02):
Ăнлавсене май килнĕ таран пĕрле çырма тăрăшасси пирки эп тĕрлĕ вăхăтра çĕр-çĕр хут çырнă. Çавсенчен хăшĕсем тахçантанпах Интернетра çакăнса тăраççĕ. Тупса вулама çеç ан ÿркенĕр темелле пуль...

admin63 (2012-11-28 00:09:07):
Ман шутпа, орфографи пирки, тĕперен илсен, сăмах майлашăвĕсене пĕрле е уйрăм çырас пирки, пуçарнă калаçăвăн малашлăх çук. Хальчченхи орфографие те питĕ тиркетчĕç, мĕн кăна каласа пĕтермерĕç пуль: "мĕншĕн кăна уйрăм çыратпăр - кăна пĕрле" тесе калаçнине тăтăшах илтеттĕмĕр. Çĕннин йышăннăранпа 20 çул та çитмерĕ сăмах каллех пĕрле-уйрăм пирки пырать. Тĕрĕссипе каласан, чăваш чĕлхи орфографийĕпе графикинче татса паман ытти ыйту те сахал мар. Вĕсем пирки никам та шарламасть. Калăпăр, çурма янравлă сасăсем пирки. Ман шута ку ыйту пĕрле е уйрăм çырассинчен те çивĕчрех, уйрăмах ачасем пĕчĕкренех вырăс чĕлхине тăван чĕлхепе тан е лайăхрах та пĕлнĕ вăхăтра. Чăваш çырăвĕнче çурма янравлă сасăсене тĕрĕс палăртма уйрăм сас паллисем çукки чĕлхене тĕрĕс вĕрентме питĕ чăрмантарать. Уйрăмах вырăсланнă чăвашсем тепĕр хут тăван чĕлхене вĕрентнĕ чухне асăрхатăн çакна. Шкулта та çав япалах. Ачасем хут çинче мĕн çырнине кура вулаççĕ, вĕренеççĕ. Вырăс ачисем чăвашла юрланине итлĕр-ха - тÿрех чĕлхе графикин çитменлĕхĕсем хăлхана тăрăнаççĕ.

elliille (2012-12-01 19:47:35):
Вара чăваш çырулăхĕнче 50-60 саспалли пулмалла-шим?...... .Эпĕ те çĕнĕ правилăсем ăсталассине хирĕç!!! Анчах та вĕсене(правилăсене) тĕрĕс ăнлантармалла, тĕрĕс интерпретацилемелле ...

Migulaj (2012-12-05 19:49:03):
"правилă" текен сăмаха чăвашла çырмалла чи малтан.

admin63 (2012-12-11 01:12:36):
Тен, "Лаша" сăмаха пурте тĕрĕс калама пуçлĕç. Хальхи ачасем тĕрĕс калаймаççĕ ун йышши сăмахсене.


admin63 (2012-12-11 01:21:12):
"Правилă" пирки... Чăваш чĕлхине мĕн чухлĕ термин кĕртеççĕ уйрăм йышăнусемпе. Анчах та халăхра вĕсен миçе проценчĕ çÿрет-ши? Правилă сăмаха чăвашлипе улăштарма пулĕ, анчах сăмаха улăштарнипе калас шухăшăн пĕлтерĕшĕ те улшăнать-çке. Çынсем ăнланччăр тесен халăх чĕлхипе калаçма тивет. Шĕкĕр турра, чĕлхене Микулайпа иксĕмĕр тăваймастпăр! Чĕлхене халăх улăштарать. Ăна йĕркелеме патшалăх çыннисем кăна пултараççĕ. Пирĕнтен сăмах хускатни, тĕрĕсси патне çул шырани те пысăк ĕç.

Migulaj (2012-12-13 18:52:43):
"Çынсем ăнланччăр тесен халăх чĕлхипе калаçма тивет."
Халăх чĕлхи мĕнле чĕлхе вăл? Вара Чăваш çĕршывĕнче чăваш чĕлхин вырăнĕ çуккă-им?


Migulaj (2012-12-14 08:25:32):
"Чăваш чĕлхине мĕн чухлĕ термин кĕртеççĕ уйрăм йышăнусемпе."
Çав сăмахсене кунта кăтартаă-ха.


Migulaj (2012-12-14 18:44:00):
Каçару ыйтатăп. Иртнинче йăнăш тунă.
"Чăваш чĕлхине мĕн чухлĕ термин кĕртеççĕ уйрăм йышăнусемпе."
Çав сăмахсене кунта кăтартăр-ха тесе вуламалла.


admin63 (2012-12-16 16:34:36):
"Çав сăмахсене кунта кăтартăр-ха"
Ăна чĕлхе коммиссийĕнче ларакансенчен ыйтас пулать. Вĕсем пĕлеççĕ пуль. Халăх хăй тĕллĕн, коммисси хăй тĕллĕн вĕт пирĕн.
"Халăх чĕлхи мĕнле чĕлхе вăл?"
Чăваш халăхĕ калаçакан чĕлхе.


Migulaj (2012-12-17 18:15:37):
Чăваш халăхĕ калаçакан чĕлхе - вырăс чĕлхи мар-и? Е эпĕ йăнăшатăп?

elliille (2012-12-31 12:11:13):
Терминсене пĕрерĕн пĕрчĕн-пĕрчĕн суйласа кĕртсе пĕтерейместĕн. Малтан никĕсре тăракан тĕп принципсене палăртмалла. Концепци кирлĕ.

elliille (2012-12-31 13:41:12):
"Вырăс" ачисем "лаша" сăмаха тĕрĕс калаччăр тесен, малтан тĕрĕс вуламалли правилăсене шĕкĕлчес пулать...

Migulaj (2013-01-14 21:00:01):
"правилăсене" вырăнне чăвашла е чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхесенчи сăмахпа улăштарма май çук-шим?

elliille (2013-01-16 21:03:25):
"Правило" вырăнне юратьлĕх("юрать" сăмахран). Тĕнче опытне шута илес пулсан рул(rule) е ордер(оrder). Изложение хайлавлăх теме пулать. (Хайлав - сочинени).

elliille (2013-01-22 15:06:20):
Хайлавоид тесен мĕнле пек изложени вырăнне? Танлаштарăр: аффиксоид, строфоид... Тата воспитани тени валли эквивалент тупмалла. Ку вара правило ылмашĕнчен пин хут кирлĕрех.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: