Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Ярусова М. А.
Ярусова М. А.
 
Тĕллевсем:
- ачасен пĕлĕвне, тавракурăмне пуянлатасси;
- çут çанталăкра хамăра тытмалли правилăсене аса илесси;
- тăван тавралăха, çут çанталăка юратма, ăна сыхлама вĕрентесси;
Кирлĕ хатĕрсем:
компьютер, мультимедиапроектор, ватман, фломастерсем, тĕрлĕ йывăçсен мĕлкисем, тĕрлĕ йывăç çулçисем, презентации.
 
Вăйă юхăмĕ
Ертÿçĕ:
- Чăваш енре 2017 çула мĕн çулталăкĕ тесе паллă тăваççĕ? (Амăшĕпе ашшĕн çулталăкĕ)
- Çак çула Раççейре мĕн çулталăкĕ тесе йышăннă?
(экологи çулталăкĕ)
- Паян сирĕнпе çак çула халалланă экологи марафонне ирттерме пуçтарăнтăмăр. Мĕн – ха вăл марафон? (Ачасен хуравĕсем)
- Марафон вăл – ăмăрту. Греци çĕршывĕнчи Марафон ятлă хуларан Афинăна çити пĕр çар çынни перссене çĕнтерни çинчен пĕлтерме 42 км та 195 м тăршшĕ çуран чупнă. Каярах çак ятпа спорт ăмăртăвĕсем ирттерме тытăннă. Паян пирĕн те ăмăрту. Эпир ăна экологи марафонĕ терĕмĕр. Эппин, эпир мĕн çинчен калаçăпăр тата ăмăртăпăр?(Экологи)
- Мĕн-ха вăл экологи? (Ачасен хуравĕсем)
- «Ойкос» - кил, «логос» - наука. Экологи – кил çинчен вĕрентекен наука. Пирĕншĕн кил – пирĕн çурт, чĕр чунсемшĕн – хир, вăрман, пулăсемшĕн – шыв. Пурне те пĕрле илсен вара ку вăл пирĕн Çĕр планета. Килте пурин те килĕштерсе пурăнмаллине эпир пĕлетпĕр ĕнтĕ.
1. Командăсем çине уйрăлса ят парасси.
- Сирĕн сĕтелсем çинче - çулçăсем. Сирĕн вĕсене паласа илмелле, çав йывăç ячĕ – сирĕн ушкăн ячĕ пулать. (Хурăн, юман, вĕрене). Кашни ушкăнра аслине(капитан) суйлăр. Капитансем сĕтел патне тухса команда ячĕсене илĕр. (Хурăн, юман, вĕрене)
■ Ярусова Мария Анатольевна.
Патăрьел районĕ, Кивĕ Ахпÿртри тĕп шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1592, Хаçат: 2 (29), Категори: Класс тулашĕнчи ĕç

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: