Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Петрова Л. М.
Петрова Л. М.
Тĕллевĕсем:
ачасене чăваш юмахĕ-халапĕпе, юррисемпе, вăййисемпе интереслентересси; вĕсен пĕлĕвне, ăнлавне, тавра курăмне аталантарасси; сцена çинче сăпайлă пулма, хăйсене тĕллĕн выляма хăнăхтарасси.
 
Кирлĕ хатĕрсем:
сăнарсен костюмĕсем, пĕчĕк тенкелсем, пÿрт, йывăçсем.
 
Юмах юхăмĕ:
Ертсе пыракан: Урамра уяр, хĕвеллĕ, ăшă çанталăк тăрать. Шăши çурисем шăтăксенчен тухнă та выляма пуçланă (чăваш халăх вăййи «Ура çине пусмалла»). Вĕсем карта çинче ларакан автансене асăрханă.
1-мĕш шăши çури: (автансем çине пăхса тĕлĕнсе калать) Камсем кусем? Эй, эсир камсем?
Автансем: (харăс) Ку-ка-ре-ку! (Шăши çурисем хăраса тараççĕ, кушак çурисене асăрхаççĕ).
2-мĕш шăши çури: Эсир тата камсем? Çире мĕнле чĕнеççĕ?
Кушак çурисем: Мяу-мяу-мяу! (Шăши çурисем каллех хăраса тараççĕ).
Ертсе пыракан: Шăши çурисем выляса çÿресе ывăнаççĕ те амăшĕ патне киле таврăнаççĕ. Хăйсем кама курнине каласа кăтартма пуçлаççĕ.
1-мĕш шăши çури: Анне, анне эпир икĕ тĕрлĕ чĕрчуна куртăмăр.
Шăши амăшĕ: Мĕнлескерсем-ха вĕсем?
2-мĕш шăши çури: Пĕрисем-хăраса каймалласкерсем. Вĕсем кил-картинче каçăрăлса утса çÿреççĕ. Киккирикĕсем хĕрлĕ тĕслĕ, куçĕсем сиксе тухас пек, сăмсисем çекĕл пек. Хăйсем мĕнле авăтса яраççĕ, хăранипе чĕре сиксе тухатчĕ.
Шăши амăшĕ: Автансем вĕт кусем! Вĕсенчен хăрама кирлĕ мар. Пирĕншĕн вĕсем те пур, те çук.
Автансем: (тухаççĕ) Эпир туслă автансем, савăнма, юрлама, выляма юратаканскерсем (юрă «Сар автан» сăмахĕсем Ю.Петровăн, кĕвви Г.Хирбюн).
Ертсе пыракан: Каç пулать, автансем киле таврăнаççĕ.
Шăши амăшĕ: Теприсем мĕнлескерсем?
1-мĕш шăши çури: Теприсем вара хĕвел çинче çулланса, х\рипе выляса выртатчĕç. Пирĕн çинчен вара куçĕсене илместчĕç.
Шăши амăшĕ: Эх, ачамсем, кушаксем пулнă вĕт вĕсем! (кушаксем тухаççĕ, мяуклатаççĕ)
1-мĕш кушак: Эпир туслă кушаксем, чупма, сикме, выляма юрататпăр (чăваш халăх вăййи «Кушак тата шăши») (вăйă пĕтет , пурте пĕр йĕре вырнаçса тăраççĕ).
Шăши çурисем: Тусу çук пулсан тупма тăрăш, тупсан упрама тăрăш.
Автансем: Ырă юлташ пуянтан паха.
Кушак çурисем: Юлташ тени хăвăнтан маттур пултăр.
Ертсе пыракан: Ачасем, атьăр туслă пурăнар, юрлар, ташлар, савăнар. Пурне те савăнăçлă ташша чĕнетпĕр (ташă «Тух-ха Ванюк» çемепе, сăвви Н.Ваçанккан, кĕвви Г.Лисковăн).
 
Литература:
Антонова З.С. Пĕрле вулар – ха (хрестомати). Иккĕмĕш кĕнеке. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви,1987.
Захарова Г.П., Захаров Л.Л. Чăваш музыки ача садĕнче/ Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1995.
Махалова И.В., Николаева Е.И. Воспитание здорового ребенка на традициях чувашского народа: Учебно – методическое пособие. – Чебоксары, 2003.
Махалова И.В., Николаева Е.И. Солнышко сияет, играть нас приглашает. Фольклорные занятия и праздники в детском саду: Учебно – методическое пособие. – Чебоксары: Новое время, 2006.
■ Петрова Лариса Михайловна.
Чăваш Республики, Элĕк районĕ, Тавăтри ача сачĕ
 
: 1592, Хаçат: 1 (28), Категори: Ача панчинче

Комментарисем:

svepetrova1972 (2019-02-19 12:47:18):
Питĕ килĕшрĕ! Маттур

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: