Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Нарăс уйăхĕн 15 -мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш - 2018" видеоконкурс ирттерет. Конкурса йĕркелес, ăна пур енлĕн пулăшса пырас ĕçе çавăн пекех Чăваш халăх сайчĕ, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш ен наци телерадиокомпанийĕ, Чăваш наци библиотеки, Атнер Хусанкай ăсчах, Николай Ишентей сăвăç хутшăнаççĕ.
"Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш - 2018" видеоконкурсра çакăн пек номинацисем пулаççĕ:
– "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: ача-пăча сăввисем" (шкула кайманнисем валли);
– "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: ача-пăча вăййисем";
– "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: ача-пăча юррисем";
– "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: пуçламăш класс сăввисем";
– "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: Митта Ваçлей сăввисем";
– "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: Николай Ишентей сăввисем";
– "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: чи лайăх видео".
Сăвă вулакансен http://pecekse.chuvash.org сайтра регистрациленмелле, ÿкермелли хайлава суйласа илмелле, юрлакансен вара - хăйсен заявленийĕсене civhim2@yandex.ru электрон адреспа ярса памалла.
Çĕнтерÿçĕсен шучĕ хутшăнакансен йышĕнчен тата жюри членĕсен йышăнăвĕнчен килĕ. Çавăн пекех конкурсантсен пултарулăхне тата ăсталăхне уйрăммăн та палăртма пултараççĕ.
Чыслав Чăваш наци библиотекинче ака уйăхĕн вĕçĕнче иртĕ. Хăçан тата мĕнле йĕркепе ирттересси çинчен уйрăммăн пĕлтереççĕ.
Тĕплĕнрех конкурс положенийĕнче вуласа пĕлме пулать.
Асăрхаттару!!!
Регистраци страницинчи "Сăпка юрри", "Йăпату сăвви", "Кăтăк такмакĕ", "Пÿрне вăййи такмакĕ", "Кун ят сăввисем", "Сыпăнуллă сăвă-юрă", "Пÿплешÿллĕ сăвă-юрă", "Вĕçсĕр такмаксем", "Пулмасла халап-такмак", "Шут такмакĕсем", "Чăваш поэчĕсен сăввисем" пайсенчи сăвăсем - пурте "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: ача-пăча сăввисем" номинацине кĕреççĕ.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 2565, Хаçат: 1 (28), Категори: Категорисĕр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: