Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Филимонов Н. П.
Филимонов Н. П.
Хăй вăхăтĕнче тăван халăх малашлăхĕшĕн нумай тăрăшнă çыравçă, вĕрентекен, куçаруçă тата халăха православи енчен çутта кăларакан Даниил Филимонович Филимонов 1855 çулхи раштав уйăхĕн 22(10)-мĕшĕнче çуралнă. Вăл Иван Яковлевăн пысăк ĕçĕнчи юлташĕ пулнă.
Даниил Филимоновичăн тăван кĕтесĕнче - Çĕрпӱ районĕнчи Ямаш ялĕнче ăна астăвакансем юлманпа пĕрех. Çапах эпĕ çирĕм çул каялла Даниил атте пирки ку тăрăхри Аслă Тукаль ялĕнчи Евдоким Егорович каласа панине паян та манман-ха. Ун чухне вăл çулĕпе тăхăр теçеткерен те иртнĕччĕ ĕнтĕ. 1932 çулта вĕсен хĕрне Даниил атте шыва кĕртнĕ иккен. Вăл çав тери ырă кăмăллă, хайĕн патне пулăшу, сĕнӱ - канаш ыйтма килекенсене яланах хапăл пулнă. Чиркӱре кĕлĕ хыççăн халăха интереслĕ те усăллă япаласем пирки каласа кăтартнă, ăнлантарнă. Чиркӱ кӱлепи карап евĕрлĕ, чиркӱре кĕл туни турă патне тата та хăвăртрах çитет тенĕ вăл, - аса илет Евдоким Егорович. Çавăнпа ăна “ырă пачашкă” тесе чĕннĕ.
Даниил Филимоновăн ĕçĕ - хĕлĕпе пурнăçĕ çинчен архив докуменчĕсем нумай каласа параççĕ.
Даниил Филимонов малтан Чурачăкри земствă шкулĕнче, каярах Етĕрне уесĕнчи Хапăсра ăс пухнă. 1872 дулта Хусанти вырăс мар халăхсенчен учительсем хатĕрлекен семинарие вĕренме кĕнĕ, унта Хусан университечĕн студенчĕпе Иван Яковлевпа паллашнă. 1875 çулта, семинарине пĕтерсен, Иван Яковлевич чĕннипе Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче истори, географи, Турă саккунĕ урокĕсене ертсе пынă, çав вăхăтрах шкул заведующийĕ те пулнă. Иван Яков¬левпа Николай Ильминский сĕннипе пачăшкă санне илнĕ. Вăл вăхăтри патшалăх реформăсемпе халăха вăйпа православи тĕнне йышăнтарассине пăрахăçлаттарнă. Çав ĕçе священнослужительсен миссионер ĕçĕпе ылмаштарнă. Даниил Филимонов миссионер ĕçне Н.И.Ильминский, Хусанти чăваш мар халăхсенчен учитель хатĕрлекен семинари директорĕ, системипе туса пынă.
Ильминский системипе малтан шкулта чăвашла вĕрентсе чăвашла кĕлĕсем вуламалла пулнă. Вырăсла кĕлĕсене чăваш ăнланман, çавăнпа та православи тĕнне йышăнасшăнах пулман. Чăвашла вуланă кĕлĕсене вара хапăл тусах итленĕ.
Малтан Даниил Филимонов Çĕрпӱ уесĕнчи Кавал приходне йышăннă, ун хыççăн Мăнçырма ялĕнчи чиркӱре 12 çул ĕçленĕ. Вăл тăрăшнипе Çĕрпӱ уесĕнче сакăр шкул уçăлнă. 1888 çулхи çу уйăхĕн 18-че Çĕрпӱ уесĕнчи Çĕнĕ тата Кивĕ Вăрмар ялĕсен хушшинче çĕршĕн пысăк харкашу пулса иртнĕ, виçĕ хресчене вĕлернĕ, нумайăшне хĕненĕ, амантнă. Çавна май Хусан сучĕ 45 çынна тĕрмене лартма, 17 – не çакса вĕлерме йышăннă. Даниил атте вара вĕсене тĕрмерен хăтарас тĕллевпе Николай Ильминскийпе пĕрле Таса Синодăн обер прокурорĕ К.Победоносцев патне çыру çырнă. Унта «Вăрмар ĕçĕ» çинчен тĕплĕн пĕлтернĕ, императортан 17 хреçчене çăлма ыйтса ӱкĕтленĕ. Ĕç ăннă. Çапла вара 4- шне тăватă çуллăха каторгăна, 6 – шне Çĕпĕре, 7 – шне арест ротине хĕсмете ăсатнă.
1891 çулхи çĕртме уйăхĕнче Мăнçырма тăрăхĕнчи ялсенче выçлăх пуçланнă. Çынсем мăян вăрринчен çăкăр пĕçернĕ, йывăç çулçисене пуçтарса типĕтнĕ, вĕтетсе шывра пĕçерсе çинĕ. Çурла уйăхĕн 7 – че Даниил Филимонов Иван Яковлев патне çапларах çырнă: «Пирĕн патра уйăхĕ – уйăхĕпе пĕр чĕл çăкăр çименнисем пур. Вĕсем килĕрен ыйткаласа çӱреççĕ. Мĕн пуррине паркаласа яратăп – ха, анчах манăн та çăкăр сахал юлчĕ». Ку çыру К.Победоносцев аллине лекнĕ. Николай Ильминский ыйтнипе ăна «Московские ведомости» тата ытти хаçатра пичетленĕ. Çакăн хыççăн тĕрлĕ çĕртен Мăнçырма тăрăхне тырă, укçа, тумтир яра – яра панă. Ку пулăшу çĕр – çĕр çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă. Анчах кăштах вăхăт иртсен Мăнçырмана Хусан кĕпĕрнаттăрĕ çитнĕ, вăл Даниил аттене выçлăх пирки ытлашши ӱстерсе кăтартнă тесе айăпланă. Халăх çакна пĕлсен мăян вăрринчен пĕçернĕ çăкăрпа кĕпĕрнаттăра хирĕç тухнă. Çакскер çимĕçе тутанса пăхнă хыççăн ăна сурса пăрахнă та пачăшкăна 10 тенкĕ тыттарнă, унпа çăнăх туянса пурне те салатса пама хушнă
Даниил атте 1903 çулта Самар кĕпĕрнинчи Тăварăмра, хăйĕн прихутĕнче «Уррисен пĕрлĕхĕ» йĕркеленĕ. Халăха эрех – сăра сиенĕ пирки ăнлантарнă. Çак ушкăнри арçынсем тăлăх арăмсемпе ватăсене пулăшнă.
Нумаях пулмасть Туарма ялĕ тăрăхĕнче пулма тӱр килчĕ. Туарма приходне кĕнĕ ялсенче пултăмăр. Çыру тăрăх паллашнă Кивĕ Шешкелте пурăнакан Евгений Георгиевич Илюхин тавратĕпчевçĕ(краевед), вăлах Тутарстанри чăваш çыравçисен союзĕн пайташĕ, каласа парать.
- Туарма вăл малтан Рождественное ятлă пулнă, скобкăра Туарма тоже тесе çырса хунă (тен Туарма хăй тепĕр Туарма ятлă ялтан куçса килсе пулнă?) Виçе ятпа та çӱренĕ вăл: Смолькино, Рождественное, Туарма тоже. Халь Туарма ячепе çӱрет ĕнтĕ. Чиркӱ ячĕ Христово Рождественская шутланнă, ăна 1838 çурта уçнă. 1930 – мĕш çулсенче хупнă. Кирпĕчрен тунă хулăн стенана мĕнле ватнă – ши? Взрывчаткăпа усă курнă пуль.
Туарма приходне 9 ял кĕнĕ: Туарма хăй, Баландай, Аксаку, Чăтăрлă, Анатриял (Нижняя Туарма), Уникел, Тимĕш (халĕ Самара облаçĕнчи Шантала районне кĕреççĕ), Çĕнĕ Шешкел (Тутарстанри Лениногорски районне кĕрет), Кивĕ Шешкел (Тутарстанри Çарăмсан (Черемшан) районне кĕрет). Прихута кĕрекен ялсем чиркӱрен аякра, лашапа килеççĕ, Даниил Филимонов тата виçĕ ялта чиркӱ уçтарать: Чăтăрлара, Тимĕшре тата Уникелте. Кашни ялтах прихут шкулĕ е ятарлă «Домашняя школа», Анатриялта каçхи шкул уçать. И.Я.Яковлев министерство народного просвещения урлă çĕкленнĕ. Даниил Филимонов священник тесе, церковно – приходской шкулсем тесе ăна аса илмен. Халăха вĕрентес ĕçре унăн тӱпи те çав тери пысăк. Самара енче Яковлев çинчен пĕлмен те малтан. Ывăлĕ Алексей Иванович депутат Государственной Думы пулнă революциччен. Иван Яковлевичпа Даниил Филимонович çемйисем ĕмер тăршшĕпех туслă пулнă пулсассăн – та Даниил Филимонов пирки питех каламан, священнослужитель пулнă пирки ĕнтĕ.
Калаçăва Иванов Василий Михайлович хутшăнчĕ. Вăл Анатриялтан, Чăтăрлари вăтам шкулта истори вĕрентет.
- Кунпа питех килĕшместĕп. Даниил Филимонова Чăваш шкулĕсенче пысăка хурса хаклаçĕ. Ачасене калатпăр, музейсенче кăтартатпăр. Чăтăрла ялĕнчи шкулта, тĕслĕхрен, малтанхи учительсене Даниил Филимонов хă вĕрентнĕ Чĕмпĕрти шкултан илсе килнĕ.
Евгений Илюхин малалла.
- Чăнах та чăваш хаçатне кăларакан Никольский. Анчах пуçарса яраканни çак тăхăр ялти чăвашсем, Д.Филимонов пулнă. «Пирĕн 4-5 хаçат, эсир вара пĕр хаçат та кăларма пĕлместĕр теççĕ тутарсем,» - тесе ăнлантарать Даниил Филимонов 1904 çулта министерство просвещенине янă çырăвĕнче. Çыру çине 9 ялти 200 яхăн прихожан алă пусаçĕ. Самăй чăн чăваш хаçатне, «Хыпар» хаçата кăларма пуçлаççĕ.
Даниил Филимонов чăваш халăхне тăван чĕлхепе вĕрентессишĕн, çутта кăларассишĕн тăрăшнă. Вăл Синодри И.Износков служащи патне çырни сыхланса юлнă. «Вырăс мар халăхсене те аслă пĕлӱ илме ирĕк памалла, пулăшмалла. Тĕн вĕрентĕвĕ çеç çителĕксĕр, ытти енĕпе аталанччĕр. Чăвашсем хăйсен чĕлхине, литературипе музыкине, юррине çĕклеччĕр.
Сăмах май ăна Николай Никольский, Николай Ашмарин çав тери хисепленĕ. Çырăвĕсенче: «Хаклă батюшка Даниил Филимонович», «Хисеплĕ батюшка…» тесе шăрçаланă.
1924 çулхи кăрлачăн 19 – мĕшĕнче Даниил протиерей – епископ, 1929 çулта – архепископ чинне тивĕçнĕ. Сывлăхĕ хавшанă пирки (е чиркӱне хĕсĕрленĕ вăхăтра чылайăшĕ аякри ялсенче çеç хăтăлса юлнă) юлашки çулĕсенче хăй çуралнă Ямашри чиркӱре пачăшкăра ĕçленĕ. Вăл 1938 çулта çу уйăхĕн 11 – мĕшĕнче çĕре кĕнĕ, ăна ял çăви çине пытарнă.
Хайĕн ĕçĕ-хĕлĕпе пултарулăхне пула вăл халăхра пысăк хисепе тивĕçнĕ. 1998 çулта Çĕрпӱ районĕнчи Ямаш шкулне ун ятне панă.
Усă курнă пичете тухнă материалсем:
1. Г.А.Александров Чувашские интеллигенты.
2. И.Я.Яковлев. Из переписки. Составитель Н.Г.Краснов
3. И.Я.Яковлев. Моя жизнь.
4. В.Г.Родионов. Чувашская литература, XVIII – XIX в.в.
5. А.Г.Берман Страницы истории православия в XX веке
6. Илюхин Евгений Георгиевич - таврапĕлӱçĕ(краевед), Тутарстанри чăваш çыравçисен союзĕн пайташĕ каласа панисем.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 208, Хаçат: 1 (28), Категори: Аваллăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: