Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ-вăйă урокĕ
Технологисем: Ушкăнпа вĕренни, пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха аталантарасси, критикăллă шухăшлава аталантарасси, вăйă технологийĕ, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ.
Мелсемпе меслетсем: Учитель сăмахě, ыйту-хурав, çыхăнуллă текст йĕркелени, илемлĕ вулав, текста тишкерни, ÿкерчěкпе усă курни, ушкăнпа ěçлени, вырăсларан чăвашла куçарни, кластер, синквейн, клоуз тест, тема тăрăх калаçу ирттерни; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; мăшăрпа ĕçлени, проект ĕçĕ туни; вăйă ирттерни, ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем
Права
вĕренÿ планне кĕрекен ытти предметсем пекех чăваш чĕлхи ачана тĕрлĕ енлĕн аталанма, тĕрлĕ çитĕнÿ тума пулăшнине ăнланма хăнăхтарни;
– тĕллевсем лартса йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентни;
Моральпе этика
– атте-анне пурнăçра чи хаклă çынсем пулнине, эпир вěсем умěнче пысăк парăмра пулнине ăнланма пулăшни.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем
Йĕркелÿ
– ĕç йĕркине, ăна пурнăçлама кирлĕ мелсемпе майсене тупма хăнăхтарни;
– тунă ĕçе пĕтĕмлетме хăнăхтарасси.
Хутшăну
– хутшăнура пĕр-пĕрне итлеме хăнăхтарни;
– харпăр хăй шухăшне палăртса ăнлантарма, шухăша тĕрĕс те уçăмлă, çыхăнуллă каласа пама вĕрентни;
– ушкăнпа килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарни;
– харпăр хăйĕн тата ыттисен ĕçне хаклама вĕрентни.
Информаци
– пĕр харăс темиçе информаци çăл куçĕпе (вĕренÿ кĕнекипе тата словарьпе, текстпа тата ун патне панă ÿкерчĕкпе) ĕçлеме хăнăхтарни;
– атте-анне темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме, пĕтĕмлетÿ тума пултарни; тишкерÿре схемăсемпе усă курма пĕлни;
Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем
Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнаху ĕçĕ-хĕлĕ
– тĕрлĕ вăйăсем урлă глагол чи кирлĕ пуплев пайĕ пулнине ăнланса илме пуăшни; чăваш чĕлхинчи глаголпа вырăс чĕлхинчи глаголсен ушкăнĕсене танлаштаруллăн тишкерни.
Çак уйрăмлăхсем çинчен хăй шухăшне çыхăнуллă калани.
 
Вĕрентÿ хевти-талпăнавĕ
- кĕнекере панă текстри тĕслĕхсене вуласа хак пама пултарни.
Чĕлхе теорийĕ – глагол
Курăмлăх хатĕрĕсем – принтерпа кăларнă текст, сюжетлă укерчĕксем, презентаци, слайдсем.
Кăтарту хатĕрĕсем - компьютер, презентаци, мультимедиапроектор, Интернет-ресурс, сюжетлă ÿкерчĕксем, слайдсем.
■ Михайлова Валентина Львовна.
Муркаш районĕ, Мăн Хураçкари тĕп шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 311, Хаçат: 4 (27), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: