Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Э. В. Портнова
Э. В. Портнова
 
Урок теми: Халăха пĕрлештерекен сăмахсем
Урок тĕсĕ: çĕнĕ темăна вĕренмелли урок.
Сапăрлăх тĕллевĕ: тăван халăхпа мăнаçланма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: Петĕр Хусанкай «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине тишкересси, пăхмасăр вĕренесси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасен шухăшлавне аталантарасси, чĕлхе çÿпçине пуянлатасси.
Мелпе меслетсем: учитель сăмахĕ, словарь ĕçĕ, ыйту-хурав, тишкерÿ, калаçу, критикăлла шухăшлав технологийĕн мелĕсем: кластер, мнемотехника.
Пуплеве аталантарас хăнăхусем: ыйтусем çине туллин хуравлама, кирлĕ вырăнсене вуласа каланине çирĕплетсе пыма, шухăшлавне аталантарма, çыхăнуллă каласа пама вĕрентни.
Словарь ĕçĕ: вăй-хал, мул, тинкер, этемлĕх, вăтăр, хăрт, йăх, хавал, шĕл кăвар, йĕрĕн, каçрашка, кĕççе пит, кĕлмĕç, терт, тупа.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, смартфон.
Курăмлăх хатĕрĕсем: презентаци, Петĕр Хусанкай «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине мнемотехника мелĕпе пăхмасăр вĕрентме хатĕрленĕ карточка.
УРОК ЮХĂМĔ
- Ырă кун пултăр, ачасем! Кăмăлăрсем мĕнле? Паян эпĕ сирĕнпе ĕçре паллашас терĕм. Урока пуçличчен класра кам пуррипе çуккине тĕрĕслер. Урокра çаврашкасемпе ĕçлетпĕр. Урок тăршшĕпе виçĕ çаврашка пухакана «5» паллă лартса хавхалантарăп.
- Ачасем, кашни халăха мĕн те пулин пĕрлештерет. Пире, чăвашсене мĕн пĕрлештерет-ши?
Чăваш Республика гимнĕ, юрă, ташă, йăла-йĕрке, чĕлхе, халăх…
- Халăха пĕр-пĕр сăмах пĕрлештерме пултарать-ши? Халăха пĕрлештерме пултаракан вилĕмсĕр предложенисем пĕлетĕр-и? Вĕсене тупса калăр.
Атте-аннерен хакли çук. Ни шагу назад… Родина мать зовет
- Чăвашсене пĕрлештерекен сăмахсем пур-ши?
■ Эльвира Владимировна Портнова.
Муркаш районĕнчи А. Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 698 Kb
Карточка
 
: 2164, Хаçат: 4 (27), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: