Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Иванова Елена Михайловна
Иванова Елена Михайловна
 
5 класра ирттермелли урок планĕ
Тĕллевсем: 1. Хĕл темăпа çыхăннă сăмахсене аса илесси, çирĕплетсе хăварасси, пуплеве аталантарасси.
2. Текста илемлĕ вулама вĕрентесси, кайăк ячĕсене çырма вĕрентесси.
3. Çутçанталăк илемне курма, ăна упрама вĕрентесси.
Усă курмалли хатĕрсем: мультимедиллĕ установка, диалог тĕревĕ, ушкăнсемпе ĕçлемелли схемăсем.
Литература.
1. Андреев И. А. Чăваш сăмахĕ. Ш. - 2006 (вĕренÿ кĕнеки, 5-мĕш класс).
2. Андреев И. А., Иванова Э. Г. Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче чăвашла вĕрентесси Ш. - 2001 (пособи).
3, Кузьмина Л. Н. Чăваш чĕлхи урокĕсем. Вырăс шкулĕнче усă курмалли мелсем. (пособи) Ш. - 2006.
 
Урок юхăмĕ.
I. Класа урока йĕркелесси.
1. а) Шăнкăрав сас пачĕ
Урока чĕнсе.
Aчасем шăпланчĕç
Парта хушшинче.
а) Ырǎ кун пултăр, ачасем!
... ... ...
б) Шăппăн ларăр! Шăппăн ларăр!
Урок пырать ку класра.
Эп çыратăп, эп вулатăп,
Калаçатăп чăвашла.
2. Дежурнăйсем.
3. Урок темипе тĕллевĕсемпе паллаштарасси.
Паян урокра эпир хĕлле çинчен малалла калаçăпăр.
Хĕллехи вăрманта пулса курăпăр.
Хĕл каçакан кайăк ячĕсене аса илĕпĕр, ула такка çинчен пĕчĕк калав тăвăпăр.
4. Малтанлăха паянхи çанталăка сăнласа парар-ха.
(Диалог) - Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ?
- Хĕллехи уйăх ячĕсене калăр.
- Паян мĕнле число? Хăш кун?
- Урамра мĕнле çанталăк? Ǎшă е сивĕ?
- Хĕвел пăхать-и?
- Тÿпе мĕнле?
- Çил пур е çук? Мĕнле çил?
- Çумăр е юр çăвать-и?
- Çĕр çинче мĕн выртать?
- Çулсем мĕнле?
- Çынсем мĕнле тумтир тăхăнаççĕ?
- Сана паянхи пек çанталăк килĕшет е килĕшмест?
- Мĕншĕн?
(монолог) Пĕтĕмĕшле паянхи çанталăк мĕнле?
II. Пуплеве аталантармалли материалпа ĕçлени.
1. Фонозарядка.
слайд тăрăх
-ăр - ĕр - юр - çĕр питне хупларĕ юр
-лă – лĕ - ĕл - халĕ сивĕ хĕл
- нă - нĕ - ĕн - урамра шап-шур
-ăх -ĕх - ух - ярăнмашкăн тух
 
2. Текстпа ĕçлени.
а) словарь ĕçĕ
ă) кăтартуллă вулав.
Калава вуласа паратăп, йĕрлесе пырăр. Текста ăнланма тăрăшăр.
б) текст содержанине ăнланние тĕрĕслесси
Текст мĕн çинчен? Содержанине кĕскен вырăсла каласа парăр.
в) текста çурма сасăпа вуласси
г) текста сăнчăрпa вуласси
д) ыйтусене хуравласси
 
- Хĕллехи вăрманпа кам çÿренĕ? Çуран çын-и е йĕлтĕрçĕ-и?
- Хĕллехи вăрман çинчен кам каласа парать?
- Вăл вăрманта мĕн тăвать?
- Калавра ĕнер кунĕпех мĕн çурĕ?
- Йывăç тураттисем мĕнпе хупланнă?
- Вĕсене пĕренсенех мĕн пулать?
- Йĕри - тавра мĕнле?
- Кайăк сасси илтĕнет-и?
- Инçех мар мĕн сасси илтĕнчĕ?
- Ула такка мĕн тĕслĕ?
- Вăл мĕн тăвать?
- Эсир хĕллехи вăрманта е рашчара пулса курнă-и?
Пĕтĕмлетÿ: Хĕллехи вăрманта йĕлтĕр сырса çÿрени сывлăхшăн питĕ усăллă.
 
 
 
2. Физкультмнутка:
Сивĕ çилĕ лăпкăн вĕрчĕ,
Тайăлаççĕ йывăçсем.
Пит ÿсесшĕн вĕсем çÿллĕ
Эпир лартнă йывăçсем.
Ак эпир те кармашатпăр,
Халь çитесшĕн вĕсене.
Кăшт хумханнă хыççăн пурте
Ларар парта хушшине.
4. Ула такка çинчен калаçу иртересси.
а) - Эсир ула такка çинчен килте мĕнле интереслĕ материал тупрăр?
а) Ачасем чăвашла каласа (вуласа) параççĕ. Тăлмачă вырăсла куçарса парать. Пĕрремĕш вĕренекен. Ула такка тÿррĕн вĕçмест, пысăк хум çинче ишнĕн хăпарса – анса вĕçет. Çĕрле çÿреме юратмасть. Утаймасть - аран - аран куçкалать кăна. Йывăç тăрăх улăхма тесен вара ула такка пек ăста çук.
Иккĕмĕш вĕренекен. Кун çутинче кунĕпех апат шыраса çÿреççĕ. Çак ĕçре ула таккасем питĕ тимлĕ. Йывăçа тĕпĕнчен пуçласа вĕçне çитичченех тĕрĕслесе тухаççĕ, мĕнпур хушăка, çурăка сăнаççĕ, таккаса тĕпчеççĕ. Йывăç хуппи айĕнчи хурт-кăпшанка е унăн личинкисене тупсанах ула такка вĕсене сăмсипе хыпса илет. Йывăç çурăкĕнчи е хушăкĕнчи пĕр-пĕр чĕрчуна асăрхасан сăмсипе таккаса шăтăк шǎтăрать, унтан ăна вăрăм та çыпçăнчăк чĕлхипе туртса кăларать.
Виççĕмĕш вĕренекен. Кĕркуннерех ула таккасен апачĕ улшăнать. Ытларах лăсăллă йывăçсен вăррисемпе тăранса пурăнма тытăнаççĕ. Йĕкеле сăмсипе шаккаса уçать, йĕкел хуппи ăшĕнчен вǎррине туртса кăларать. Сăнанă тăрăх, ула таккана пĕр йĕкеле çисе яма 5 – 8 минут кирлĕ.
Тǎваттăмĕш вĕренекен. Тĕрлĕрен сиенлĕ хурт- кăпшанкă çинисĕр пуçне вĕсем йывăç хăвăлĕсем туса тĕрлĕрен вĕçен кайăксене ĕрчеме лайăх условисем туса параççĕ. Çавăнпа пĕрлех вăрман, парк, сад ĕçченĕсене йывăçсен сывлăхне пĕлтерсе тăраççĕ, мĕншĕн тесен çак ула таккасем чирлĕ йывăçсене çеç таккаççĕ.
 
в) Ула такка çинчен калав тăвасси
• учитель ачасем (слайд тăрăх)
- Эсĕ ула такка курнă-и?
Эпĕ ула такка курнă.
- Ула такка мĕн тĕслĕ?
- Ула такка шурă-хура çунатлă, шурǎ хырăлă, пуçĕ хĕрлĕ.
- Вăл мĕн пысăкăш?
- Вăл пысăках мар кайăк.
- Сасси мĕнле илтĕнет?
- Сасси так-так тесе илтĕнет.
- Ула такка усăллă кайăк-и?
- Ула такка усăллă кайăк.
- Мĕншĕн ула таккана вăрман санитарĕ теççĕ?
- Ула таккана вăрман санитарĕ теççĕ. Мĕншĕн тесен вăл йывăçсемшĕн сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа тăранса пурăнать.
• ушкăнсемпе ĕçлени
пĕрремĕш ушкăн
иккĕмĕш ушкăн
виççĕмĕш ушкăн
5. Çыру ĕçĕ.
Пирĕн вăрмансенче тата мĕнле кайăксем хĕл каçаççĕ?
(слайд ÿкерчĕк)
а) Чана, чакак, уйăп, шăлинкурăс, кăвакарчăн, ула такка, çерçи, ула курак, кăсăя.
а) кайăк ячĕсене тетраде çырса хурăр
б) тĕрĕслетпĕр
в) - Çак кайăксене пирĕн патра хĕл каçма çăмăл-и?
- Пирĕн вĕсене мĕнле пулăшмалла?
Пирĕн вĕсем валли сырăш тумалла.
Апат çитермелле.
III. Пĕтĕмлетÿ.
1. Хĕллехи вăрмана эпир калав тăрăх мĕнле сăнларăмăр. Пĕтĕмĕшле калǎр.
2. "Юр тăкăнать" юрă.
■ Иванова Елена Михайловна.
Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 18-мĕш лицейре чăваш чĕлхине вĕрентекен

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 4642, Хаçат: 2 (2), Категори: Чăваш чĕлхи

Комментарисем:

Migulaj (2012-03-31 21:12:20):
"учебник 5 класс" вырăнне 5-мĕш клпасăн вĕренӳ кĕнеки тесен лайăхрах пулмасть-и?

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: