Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Муркаш районĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен муниципалитет шайĕнчи 6-мĕш фестиваль-конкурс иртрĕ. Хăнасене 2-мĕш класс ачисем юрă-ташăпа кĕтсе илчĕҫ. Данилова Алина Николаевна ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван халăх кĕвви-юррине ăша хывма тăрăшать. Юрă-ташă илемлĕхне тытса пыма Кондукторова Надежда Максимилиановна пулăшать.
Фестивале Ершова Татьяна Аркадьевна уҫрĕ. Вăл конкурса хутшăнакансене ăнăҫу сунчĕ. Хăнасен умĕнче Муркаш район администрацийĕн вĕрентÿ, ҫамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн информаципе методика центрĕн ертÿҫи Ершова Ирина Александровна тухса калаҫрĕ. Иванова Наталия Геннадьевна класс ертÿҫи тата Кондукторова Надежда Максимилиановна илемлĕх ертÿҫи ертсе пынипе 4-мĕш класс ачисем ҫăварни йăли-йĕркине кăтартрĕҫ. Тури чăвашсен калаҫăвĕ, ҫăварни вăййисем пурне те кăмăла кайрĕ.
Фестивале хаваслă лару-тăрура уҫнă хыҫҫăн хĕрÿ самант пуҫланчĕ. Конкурса хутшăнакан вунă вĕрентекен те урока питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ. Калайкасси шкулĕнче ĕҫлекен Колбасова Маргарита Ильинична 8-мĕш класра «Предложенин тĕп тата кĕҫĕн членĕсем» темăпа урок пачĕ. Мăн Хураҫкари Михайлова Валентина Львовна «Глагол ен» ҫĕршывĕпе 7 класс ачисене паллаштарчĕ. Тойкилтĕри Петрова Алина Евтихеевна 6-мĕш класра вĕренекенсемпе пĕрле «Япала ячĕ» урокра «Ҫарăк» юмахри сăнарсене аҫтаха аллинчен ҫăлчĕ. Оринин шкулĕнче ĕҫлекен Блинова Наталия Семеновна 5-мĕш класпа «Сасăсемпе сас паллисен ҫĕр-шывĕнче» пулса курчĕ. Нискасси шкулĕнче ĕҫлекен Осипова Надежда Ивановна 9-мĕш класс ачисене «Пăхăнуллă хутлă предложени пайĕсем» ҫинчен ăнлантарчĕ. Шурча шкулĕнчи Тюрина Нина Михайловна 7-мĕш класпа «Шутла, тавҫăр, хуравла!» темăпа "Глагол" пая пĕтĕмлетрĕ. Ильинкăри Семенова Людмила Васильевна 9-мĕш класпа Рабфак хĕрĕ» новелла тăрăх «Чыс, тивĕҫ, юрату» темăна сÿтсе яврĕ. Калайкасси шкулĕнче ĕҫлекен Портнова Эльвира Владимировна 7-мĕш класс ачисене Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине ҫур сехетре пăхмасăр вĕренме май пуррине кăтартса пачĕ. Ярапай шкулĕнчи Дмитриева Алевтина Геннадьевна 6-мĕш класра «Аҫу аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ» темăпа тĕрлĕ халăх культурин ҫыхăнăвне кăтартрĕ. Ҫатра шкулĕнчи Никитина Людмила Валериановна «Килĕшÿ — кил илемĕ» темăпа Г.Н.Волковăн «Ӑслă ача» калавне тата Л.Н.Толстойăн «Старый дед и внучек» юптарăвне 5 класс ачисемпе тишкерчĕ. Уроксем вĕҫленнĕ хыҫҫăн мастер-классем иртрĕҫ. Чи малтан Ҫĕрпÿ районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿҫи Петрова Татьяна Николаевна «Чăнлăх мĕн парать?» темăпа Митта Ваҫлейĕ тата Александр Солженицын пултарулăхĕ тăрăх тĕрлĕ халăх культурин ҫыхăнăвне урокра мĕнле йĕркелемеллине кăтартса пачĕ. Красноармейский районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿҫи Тихонова Людмила Анатольевна ирттернĕ «Критикăлла шухăшлава аталантармалли технологийĕн мелĕсем» мастер-класс пуриншĕн те кăсăклă пулчĕ. Муркаш районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿҫи Раевская Ирина Валентиновна ачасен пултарулăхне аталантармалли мелсемпе меслетсем пирки ҫенĕрен аса илтерчĕ.
Жюри членĕсене уроксене хаклама йывăр пулчĕ. Тихонова Людмила Анатольевна Муркаш район вĕрентекенĕсем уроксене хăйне евĕр ирттернине, тухăҫлă мелсемпе меслетсемпе усă курнине палăртрĕ. Етĕрне районĕнчен килнĕ Тобоева Светлана Ивановна тата Николаева Валентина Поликарповна Муркаш район вĕрентекенĕсенчен вĕренмелли нумай тесе каларĕҫ, малалла та туслă ĕҫлеме шантарчĕҫ.
«Чăваш чĕлхи вăрттăнлăхĕ» чăваш чĕлхи урокĕсен конкурсĕн ҫĕнтерÿҫи Петрова Алина Евтихеевна пулчĕ. «Тăван сăмахлăх пуянлăхĕ» - чăваш литература урокĕсен конкурсĕн ҫĕнтерÿҫи - Дмитриева Алевтина Геннадьевна. Фестивале хутшăннă вĕрентекенсене Ершова Ирина Александровна свидетельствăсем парса хавхавлантарчĕ. Уява пĕтĕмлетсе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Колбасова Маргарита Ильинична ертсе пынипе 7-класс ачисем «Кĕр сăри» йăлине кăтартрĕҫ.
Фестиваль конкурс ăнăҫлă иртрĕ. Курма килнисем те, конкурса хутшăнакансем те кăмăллă юлчĕҫ. Кун пек ăмăртусем кирлине, пĕр-пĕринчен вĕренмелли чылай пулнине палăртрĕҫ. Ҫитес вăхăтра уҫă уроксен фестивальне тăратнă материалсем «Шкулта» интернет журналта пичетленеççĕ. Апла пулсан уроксен пахалăхне эсир те, туссем, хаклама пултаратăр.
 
: 331, Хаçат: 4 (27), Категори: Категорисĕр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: