Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
И. И. Конькова
И. И. Конькова
Сăпарлăх тěллевě: кашни ачан пурнăçĕче атте-анне чи хаклă çынсем пулнине ăнлантарасси, çемьере чи ҫывăх çынсене хаклама, вĕсене хисеплеме, упрама, юратма вĕрентесси; амăшĕсемпе ачасем хушшинчи пĕр-пĕрне ăнланас, пулăшас туйăма вăйлăлатасси, ăшшăн калаçас хăнăхусене аталантарасси.
Пěлӳ тěллевě: чăваш чěлхинчи япала ячěсен туху падежне вěрентесси.
Аталантару тěллевě: ачасен шухăшлавне, тавракурăмне, аталантарасси; диалог тума, шухăша туллии предложенисемпе калама вěрентесси; аннене хаклас туйăма ачасенче аталантарасси.
Урок мелěсемпе меслечěсем: фонетика зарядки, учитель сăмахě, текстпа ěҫлесси, тишерӳ, шырав, ыйту-хурав, словарь ĕçĕ, аудировани, кластер, синквейн, калаҫу, ваттисен сăмахĕсемпе пĕтемлетÿсем тума хăнăхнине малалла аталантарасси, юрă итлесси, пурте пěрле юрă юрласси, кěнеке выстăвки йěркелесси.
Курăмлăх хатěрěсем: компьютер, проектор, Power Point программăра хатěрленě урок презентацийě, дидактика хатěрěсем, анне ҫинчен каланă ваттисен сăмахěсем, «Анне – ăшă кулă!», «Анне – çутă тĕнче!», «Анне – пирĕн телей!» ачасем хатěрленě плакатсем.
 
Урок тěсě: Çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок.
 
Урок эпиграфě: «Анне – пурнăҫ илемě!»
 
Урок юхăмĕ
I. Класа йĕркелесси, ачасене урок темипе кăсăклантарни.
1. Сывлăх сунни.
2. Урок темипе тĕллевне палăртни.
Ачасем «Аннеçĕм» (сăвви Раиса Сарпин, кĕвви Анатолий Никитинăн) юрра итлени, урок темине тавҫăрса илни.
1) Чун тăвăнса, кÿтсе çитсессĕн,
Эп васкатăп, анне, сан патна.
Çут тĕнчере эсĕ маншăн чи хакли,
Хăват парса тăратăн мана.
Хушса юрламалли:
Аннеçĕм, эсĕ маншăн чи хакли.
Аннеçĕм, эсĕ маншăн чун ăшши.
2) Чĕрÿ çине пуçа хуратăп,
Эп йĕретĕп чунăм каниччен.
Аллусемпе эсĕ ăшшăн ачашлан,
Хăяймастăн ыйтма ман çинчен.
Хушса юрламалли:
3) Эс мана çуратнă пурăнма,
Телейпеле савăнăç курма.
Эс пилленĕ таса, çут хаваслăха
Ман упрасчĕ ĕмĕр-ĕмĕре.
 
Вěрентекен сăмахě: Анне… Кашни çыншăн мĕн тери хаклă çын! Анне вăл- чи хитри, чи илемли, чи çепĕççи, чи маттури тĕнчере. Анне… Çак тăватă сас паллире ырă та лайăх туйăм пытанса тăрать. Мĕн чухлĕ юрă, сăвă, калав хывнă-çырнă аннесем çинчен.
■ Конькова Ирина Ивановна.
Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 12- мĕш вăтам шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 268, Хаçат: 3 (26), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: