Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Данилова С. Г.
Данилова С. Г.
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок.
Технологисем: Модульлĕ е блок-модульлĕ, вăйă, экскурси, ушкăнпа вĕренни, пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха аталантарасси, «Критикăллă» шухăшлава аталантарасси, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ, информаципе коммуникаци, проект.
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем:
1) Вĕренÿпе интересленме хавхалантарни;
2) Кĕнекепе ĕçленĕ май, ача хăй вăй-пултарулăхне шаннă май ĕç суйласа илме ăнтăлни.
3) Раççейри кашни республикăн илемлĕ енĕсене курма вĕренни.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:
1. Йĕркелÿ:
Кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче шыраса тупма пултарни; пур ĕçе те кăмăлпа хутшăнма явăçни.
2. Хутшăну:
Тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлесе, пĕччен е иккĕн кĕнекепе, электрон пособипе, Интернетпа усă курса информаци тупма хăнăхни.
3. Информаци:
Пĕр темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме пĕтĕмлетÿ тума пултарни; тишкерÿре схемăсемпе ятарлă паллăсемпе усă курма пĕлни.
Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем:
1. Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ: Крели республикипе Чăваш республикин пуянлăхĕсене танлаштарса пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене тупни. Çак уйрăмлăхсем çинчен хăй шухăшне çыхăнуллă калани.
2. Вĕрентÿ хевти-талпанавĕ: кĕнекере панă текстри тата харпăр хăйĕн кăмăлне палăртса хайлаври пулăмсене хак пама пултарни.
Мелпе меслетсем: кашни хăй „мĕнле” пулнине хаклакан хĕвеллĕ кластерпа е синквейнпа кăсăклантарса яни; ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, шырав, словарь ĕçĕ;; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; вĕрентекен панă ситуацирен тухма май тупни; ваттисен сăмахĕсемпе пĕтемлетÿсем тума хăнăхнине малалла аталантарни, синквейн туни, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхани, пĕтĕмĕшле тишкерÿ йĕрки тăрăх пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхнине аталантарани.
■ Данилова Светлана Геннадьевна.
Çĕрпÿ районĕнчи Опытнăй вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1585, Хаçат: 3 (26), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: