![]() |
Васильева Е. П. |
Урок эпиграфĕ: Чăваш чĕлхи, илемлĕ те, пуян та эсĕ.
Урок тĕсĕ: Пĕтĕмлетÿ урокĕ, ҫулҫÿрев урокĕ.
Урок тĕллевĕсем:
1. Фонетика ҫинчен вĕреннине аса илесси.
2. Сасăсене çырура тĕрĕс палăртма вĕренесси;
3. Фонетика пайра илнĕ пĕлӳпе ытти уроксенче усă курма вĕренесси;
4. Ачасен шухăшлавне аталантарасси;
5. Тăван чĕлхене юратма вĕреентесси;
6. Ачасен сăмах йышнеÿстересси.
7. Хăйсем тĕллĕн ĕҫлес хăнăхăва аталантарасси, класри туслăха ҫирĕплетесси.
8. Чăваш чĕлхин илемне туйма вĕрентесси.
Кирлĕ хатĕрсем: медиапроектор, экран, электронлă презентаци, карточкăсем
Урок конспекчĕ
1. Класа урока хатĕрлени.
Сывлăх сунатăп, ачасем. Пĕр-пĕрне те, мана та кулă парнелĕр.Тавтапуҫ.
Тупмалли юмах тупсăмне тупăр.
Каян-каян – вĕҫĕ ҫук. Е
Шырăн-шырăн – тупаймăн, вĕҫне кураймăн, хыҫне кураймăн. (Ҫул)
2. Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарни.