Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
"Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: ача панчи" видеоконкурс вĕçленчĕ. Унта хутшăнма 800 çын ытла кăмăл тунă. Пĕр пысăк пайĕ хăйĕн кăмăлне вĕçне çитерме вăй çитереймен курăнать - регистрациленнĕ пулсан та вĕсенчен видеосем кĕтсе илеймерĕмĕр. Тепĕр пысăк пайĕ Конкурс положенине тытса та пăхман курăнать. Видеона тата унпа пĕрле ямалли хутсене тĕрĕс йĕркелесе парайман. Ÿкернĕ ĕçсене харама янипе пĕрех пулса тухнă. Паллах, килнĕ ĕçсемпе эпир, май килсен, мĕнле те пулин усă курма, ярса панă ĕçсемшĕн хавхалантарма тăрăшăпăр.
Çапла вара конкурса 500 ытла ĕç йышăннă. Жюри членĕсем вĕсене пăхса тухса пĕтĕмлетÿсем турĕç. Паян сире вĕсемпе паллаштаратпăр.
"Чăваш халăх сăввисем", "Чăваш ачисен вăййисем" номинацисенче хутшăнакансем сахал пулнă пирки çĕнтерÿçĕсене пĕрер ÿсĕмре кăна палăртнă.
"Чăваш халăх сăввисем" номинацире Елчĕкри "Шевле" ача панчине çÿрекен Демьянова Вероника çĕнтернĕ, вăйă номинацийĕнче вара - Муркашри "Путене" ача панчине çÿрекен ачасем.
Чăваш поэчĕсен сăввисене вулакансем питĕ нумай пулчĕç. Кунта Положенире палăртнă пекех виçĕ ÿсемре хакланă килнĕ ĕçсене.
2 çултан пуçласа 6 çул тултарнă ачасем хушшинче Елчĕкри "Шевле" ача панчине çÿрекен Молодов Алексей мала тухнă, 7-10 çултисем хушшинче Куславкка районĕнчи Карач тĕп шкул вĕренекенĕ Смирнова Елена çĕнтерчĕ, аслисем хушшинче вара Канаш районĕнчи Катек вăтам шкулĕнче вĕренекен Васильева Елизавета чи пултарулли пулчĕ.
Операторсем хушшинче те çĕнтерÿçĕне палăртнă. Вăл - Сиккасси шкулĕнче ĕçлекен (Канаш районĕ) Смелова Алина Юрьевна.
Чыслав акан 28-мĕшĕнче, 10 сехетре чăваш наци библиотекинче, 1-мĕш хутра пулать.
Çĕнтерÿçĕсен списокĕпе çыпăçтарнă файлта тĕплĕнрех паллашма пулать.
Хутшăнакансен сертификачĕсем унтанах уçласа илме пулать.
 
: 2849, Хаçат: 1 (24), Категори: Категорисĕр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: