Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Урок – вĕренĕвĕн тĕп тĕсĕ,
ăс-хакăл пуянлăхĕ,
тавракурăм аталанăвĕ.
Вĕренÿ ĕçĕ ăнăçлă пулса пытăр тесен, учителĕн кашни урок тапхăрĕсене тĕплĕ хатĕрленме, вĕрентÿ содержанине кура тĕрлĕ технологисемпе, формăсемпе, мелпе (метод) меслетсемпе (прием) усă курма тивет. Халĕ учителĕн ĕç тапхăрĕсене палăртса тухатпăр.
ПĔРРЕМĔШ ТАПХĂР.
Пĕрремĕш утăм. Чи малтан урок тĕсне тата урокăн вĕренÿ тĕллевĕсене палăртни. Кунта ĕç чăваш чĕлхипе литературин тĕслĕх программипе вĕренÿ кĕнеки, ачасем валли хатĕрленĕ ĕç тетрачĕ, вĕрентÿ меслечĕсен кĕнекисемпе паллашничен пуçланать.
Иккĕмĕш утăм. Вĕренÿ кĕнекири, ĕç тетрадĕнчи, килти вулав кĕнекинчи (кивĕ стандарта тĕпе хурса çырнă урокри) вĕренÿпе сапăрлăх тата аталантару тĕллевĕсене; (çĕнĕ стандарта тĕпе хурса çырнă урокри) харкам пĕлÿ, предметăн пĕрлĕхлĕ, предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли результатсен хăш енĕсене ăнăçлăрах пурнăçлама май панине палăртни.
Виççĕмĕш утăм. Класри ачасен пĕлÿ шайне, вăйлă е вăйсăр енĕсене шута илсе, çак урокăн тĕп тĕллевĕсене палăртни.
Тăваттăмĕш утăм. Вăйлă вĕренекен, кая юлса пыракан, уйрăм ачасем мĕнле тĕллевпе ĕçлессине, мĕн-мĕн тăвассине палăртса тухни.
■ Иванова Надежда Григорьевна.
Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ
 
: 1967, Хаçат: 5 (23), Категори: Педагогика ыйтăвĕсем

Комментарисем:

Эпĕ (2017-05-27 11:17:09):
Статьян тулли варианчĕ пур-и?

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: