Тĕллевĕсем: 1) кайăксемпе ÿсен-тăрансем, чĕр чунсем çинчен ачасен пĕлĕвне анлăлатасси; 2) вĕренекенсен пуплевне аталантарасси; 3) ачасен пултарулăхне тĕрлĕс енчен аталантарасси.
Усă курмалли хатĕрсем: кайăксен «тумĕсем», чĕр чунсен «тумĕсем», тĕрлĕ ÿкерчĕксем.
Вылякансем: Çеçпĕл (подснежник), Çуркунне, Чакак, вулакансем (икĕ çын), Лантăш (чĕре курăкĕ), Кукша пуç (одуванчик), Ама курăкĕ (мать-и-мачеха), Упа, Тилĕ, Чĕрĕп, Пакша.
Çеçпĕл. Хаклă ачасем! Паян эпир сирĕнпе çурхи уява паллă тăвăпăр. Çак уявра эпир юрлăпăр, ташлăпăр, сăвăсем калăпăр, кĕскен каласан, савăнăпăр. Пирĕн патра паян — Çуркунне.
1-мĕш вулакан.
Юр ирĕлет, çырма кĕрлет,
хĕвел савăннипе хĕртет.
Вăрман ем-ешĕл тумĕпе
илем кÿрет халь тĕнчене.
2-мĕш вулакан.
Ак кур: хĕвел пайăркине
ывăтса ячĕ çĕр çине.
Варсем, уйсем савăннипе
шăрантараççĕ юррине.
Çеспĕл. Питĕ аван савăсем калăрар. Ачасем, эсир мана тупмалли юмахăн тупсăмне тупма пулăшмăр-ши?