Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Чăваш кĕнеке издательстви типографийĕнчен чăваш шкулĕн 8 – 9 класĕсем валли хăнăхтару пуххи (Виноградов Ю.М. Хăнăхтару пуххи: 8 – 9 классем валли / Ю.М.Виноградов. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2011. – 175 с.) пичетленсе тухрĕ. Ăна шкулсене ярса панă тата «Книжные новинки» кĕнеке магазинĕсене çитернĕ. Сутлăхри хакĕ – 167 тенкĕ. Пысăк хак кĕнекен тиражĕ сахал пулнипе çыхăннă. Тираж чăнах та пĕчĕккĕ – 2 пин экземпляр кăна.
2-мĕш кларăмпа (2008) танлаштарсан хвльхи кăларăмра экзамен материалне пĕтĕмпех çĕнетнĕ. Пĕр тĕп членлă предложенисемпе, тулли мар предложенисемпе çыхăннă материала учебник концепцине пăхса улăштарнă. Чĕлхе комиссийĕ йышăнăвне шута илсе союзсăр хутлă предложени термин вырăнне çыхăну паллисĕр хутлă предложени термин кĕртнĕ. Унчченхи пекех, грамматика йăнăшĕсене тупса тÿрлетмелли хăнăхтарусем сĕннĕ.
 
: 1526, Хаçат: 1 (1), Категори: Çĕнĕ кĕнеке

Комментарисем:

Migulaj (2012-03-15 23:04:51):
Тепĕр чух тимлĕрех пулăр.

Migulaj (2012-03-28 23:13:24):
"членлă предложенисемпе" - çак сăмахсене чăваш сăмахĕсемпе улăштарма май çук-и?

admin63 (2012-03-31 23:39:00):
Терминсене чĕлхе комиссийĕ çирĕплетет. Пурте хăнăхнă ăнлава улăштарсан - вулакан ăнланмĕ.

Migulaj (2012-04-21 20:21:53):
Эпĕ çав сăмахсене чăваш сăмахĕсемпе усă курсан лайăрах пулĕ тесе шутлатăп. Ыйту: Юлашки вунă çул хушшинче чăвашла миçе çĕнĕ сăмах кĕчĕ?

Migulaj (2012-05-06 23:13:56):
Манăн ыйтуна ăнланман пулмалла. Çавăнпа ыйтуна урăхла çыратăп: Юлашки вунă çул хушшинче миçе чăваш сăмахне ют сăмахпа улăштарнă та чăваш сăмахĕсемпе усă курма пăрахнă (чарнă)?

admin63 (2012-05-06 23:49:22):
Эп шутламан миçе кĕнипе, миçе тухса ÿкнине. Нумаййи паллă, сăлтавĕсем те паллă, малалла мĕн тумалли пирки вара сăмах вакланинчен ытла нимĕн те курăнмасть. Тĕлĕнмелле пулин те, мĕн тумаллине пурте пĕлеççĕ, пурте хăйсем пĕлнипе мухтанаççĕ - ĕç куçтăр тесе ĕçлекенсем пин-пин çынтан теççетке те пуçтарăнмасть... Çапла пурнатпăр, йоккăр-маккăр!!!

Migulaj (2012-05-07 17:02:03):
Вара К.Ивановăн Çуралнă кунне ют чĕлхепе паллă тусан тата мĕн хушса калама пулать?

эп мар (2017-12-13 19:10:01):
Ухмахсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: