Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Вĕрентекен пурнăçĕ хальхи саманара çăмăл теме çук. Уроксене хатĕрленесси, тĕрлĕрен хут ĕçĕ тăвасси, уроксем хыççăн ачасене канăвне йĕркелесси тата ... вуншар-вуншар ыйту тухса тăрать. Çав вăхăтрах харпăр хăй пĕлĕвне ÿстересси те чи çивĕччисенчен пĕри. Ăна ниепле те аякка хăварма пулмасть - кунта пирĕн кулленхи пурнăç, пирĕн шалу, çемье пуласлăхĕн тĕп пайĕ.
Интернет журналăн тĕп тĕллевĕ шăпах Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан вĕрентекенсен пурнăçне çăмăллатасси. Пирĕнпе çыхăнма компьютерсăр пуçне урăх нимех те кирлĕ мар. Ятарлă изданисен редакцийĕсене кайса çÿреме, хăвăр хатĕрленĕ матералсене вырнаçтармашкăн тархаслама, унтан хатĕр материал пичетленессе уйăхĕ-уйăхĕпе кĕтсе пурăнма кирлĕ мар. Эсир ярса панă материал çитес номертех пичетленсе тухасса эпир шантаратпăр. Кунта пĕртен пĕр йĕрке кăна пур: сирĕн материал шкулти вĕрентекенĕн пурнăçне çăмăллатма пулăшмалла. Пичете хатĕр кашни материалшăн интернет журнал сертификат ярса парать.
 
: 21165, Категори: Пулăшу

Комментарисем:

Нина (2013-08-28 16:47:10):
9-мĕш номерте пичетленсе тухнă статьяшăн сертификатне мĕнле майпа çырăнса илме пулать-ши? Укçине мĕн чухлĕ тата мĕнле тÿлемелле-ши

admin63 (2013-09-07 22:33:43):
Электрон почтăпа çыру ярăр.

Roza (2013-12-27 20:19:18):
Ырă каç пултăр. Журнал мана питĕ килĕшет. Çитес номерĕ хăçан тухать-ши? Çĕнĕ çулччен ĕлкĕрет-ши тухса? Тавтапуç. Çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕпе саламлатăп.

Алена (2014-04-07 17:16:02):
Çĕнĕ номер хăçан тухать?

Таня (2015-04-22 18:55:48):
Çĕнĕ номер хăçан тухать?



Татьяна (2015-04-28 23:33:48):
Мана та çак ыйту кăсăклантарать? Хуравне парсамăрччĕ тархасшăн. Тавтапуç.

светлана карасева (2015-05-04 23:31:25):
Ниме синчен сырна статья хасан тухать-ши? Хуравне парсамарчче тархасшан. Ситес Сентеру куне ячепе Сире. Тавтапус.




Кокшина Ирина (2015-08-31 21:15:21):
Халтерех материал ярса парсан хăçан пичетлеççĕ-ши?

Галина Кузьмина (2015-11-17 19:12:32):
2015 çул вĕçлениччен çĕнĕ номер тухайĕ-ши? Ман ĕç пичетленейĕ-ши?
Эл. почтăпа пĕлтерĕр-ха, тархасшăн.
Тавах.


Elena (2015-12-02 21:29:44):
Лайăх журнал. Тавах сире. Сирĕнпе çыхăну тытасса шанатăп.Ăнăçу сунатăп.

Roza (2015-12-04 17:41:40):
Çĕнĕ çулччен тепĕр номер тухать-ши вара?

valina36 (2015-12-05 14:12:27):
Пит хавас ку журнала пăхма! Хальччен курманччĕ. Тĕлĕнтĕм те савăнтăм! Тавах. Ман сценарисем нумай чăвашла, халь ăçта ямаллине пĕлетĕп ĕнтĕ.

весна2016 (2016-04-08 08:57:26):
Сирĕн журнал мана питĕ килĕшет. Эпĕ унта хама валли питĕ нумай кирлĕ ĕçсем тупрăм. Тавах.

весна2016 (2016-06-11 14:58:07):
Манăн ĕç пирки нимĕнле сас-хура та çук. Тепĕр номерĕ хăçан тухать-ши? Ман ĕç пичетленейĕ-ши? Питĕ пĕлес килет.

Валентина (2016-08-04 07:47:14):
Çĕнĕ кăларăм хăçан кун çути курĕ-ши?

sveta (2017-03-31 16:45:45):
Эпир журнала материал ярса панăччĕ , хăçан пичетленет-ши?

svepetrova1972 (2019-02-20 21:55:39):
Тепĕр журнал хăçан тухать-ши? Манăн ĕç хăçан пичетленĕ-ши?

nikolaevaellada@yandex.ru (2019-10-04 10:27:23):
Сирĕн пата ĕç ярас пулсан заявление ăçтан тупмалла?

TuktinaS2020 (2021-02-18 22:04:58):
сертификат

Ильдуганова Светлана Львовна (2022-11-01 19:17:51):
Ырă каç. Питĕ кирлĕ журнал. Кунта çав тери паха материалсем тупма пулать.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: