Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
…Çĕр çинче юратнă эп пĕр халăх,
Уншăн çеç пурнассăм ман килет.
Ун валли эп ĕмĕр асăнмалăх
Хăварасшăн юрăллă тивлет.
Çак сăвă йĕркисене чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çырнă. 110 çул каялла кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче илемлĕ ятлă Сиктĕрме ялĕнче пулас поэт çуралнă. «Халăха унăн сăвăçне кура хаклаççĕ», - тенĕ пушкăрт çыравçи Мустай Карим П.Хусанкай çинчен. Чăваш сăвăçи хăйĕн халăхне яланах ырă еннелле туртнă.
Петĕр Хусанкай – чăваш халăхĕн мухтавлă та сумлă ывăлĕсенчен пĕри. Вăл çепĕç лирик, критик, публицист, халăхсен туслăх элчи, куçаруçă, обществăпа патшалăх ĕçченĕ.
Сиктĕрме. Çакăнта пулас поэтăн ачалăхĕ иртнĕ. Сиктĕрмере Петĕр Хусанкай хăйĕн пĕрремĕш сăввине çырнă, тăван чĕлхене, тăван халăха юратма пуçланă.
Сиктĕрме! Савса сиктертĕн
Ешĕл–симĕс сăпкунта.
Малтанхи хавасăм, тертĕм,
Хура–шурăм – йăлт кунта.
Пĕвĕм–сийĕм аталанчĕ
Пурлă–çуклă çимĕçрен.
Йăлтăртатрĕ пĕчĕк шанчăк,
Чунăм çукчĕ сÿнесрен.
Поэт амăшĕ, Варвара Борисовна, илеме юратакан хĕрарăм пулнă, ăста тĕрленĕ, чĕнтĕр çыхнă, халăх юррине нумай пĕлнĕ. Сиктĕрмере чăваш йăлисене хытă упранă, юрра-ташша, юмах-сăмаха хаклама тăрăшнă. Çакă пулас поэтшăн питĕ усăллă пулнă. Тен, çакăнтан çуралнă пулĕ поэтăн чаплă сăвви-юррисем? Вĕсенчен пĕри «Сăпка юрри».
Сĕм вăрманĕ каш та каш,
Сулхăн çилĕ ваш та ваш,
Эс ан çуйăх, ан çухраш,
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!
Урупа ан тапкалаш,
Аллупа ан çапкалаш,
Аннÿпе эс ан тавлаш,
Çывăр Аптраман тавраш!
Хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенне Наталья Яковлевна Яковлевăна та поэт пурнăç тăршшĕпех ырăпа асăнать. Вĕрентекен ăна пĕчĕкренех тăван сăмаха чунтан юратма хăнăхтарать. «Нарспине» эпир пăхмасăр вулаттăмăр. Пире литература çулĕ çине тухма пулăшакансенчен пĕри вăл – Наталья Яковлевна, - тесе ăшшăн аса илнĕ яланах П.Хусанкай.
1923 çулта пулас сăвăç ялти шкултан вĕренсе тухать. «Анне мана епле те пулин малалла вĕрентесшĕнччĕ, - тет поэт. Çак тĕллевпе Петĕр Хусана каять, чăваш педтехникумĕнче вĕренме пуçлать. Кунта вăл Н.Ашмарин, Н.Никольский профессорсемпе, Н.Егоров паллă чĕлхеçĕпе паллашать, Полорусов-Шелепипе туслашать.
1924 çулта Шупашкарта «Сунтал» журнал тухма пуçлать. Унăн пĕрремĕш номерĕнчех П.Хусанкайăн виçĕ сăвви пичетленет. Акă, пĕри «Ирĕк тимĕрçĕ» ятлă.
Вăйлă кăкăрăм
Çăмăллăн сывлать.
Хăнăхнă аллăм
Пĕрмаях шаккать.
…Çÿлерех çĕклен
Ирĕк мăлатук!
Сана хĕсĕрлен
Урăх чĕрлес çук!
Петĕр Хусанкай сăввисене чăваш çынни лайăх йышăннă. Çакă çамрăк поэта тата ытларах çырма хавхалантарнă. Чăваш çыравçисемпе çывăх пулас тесе, П.П.Хусанкай 1925 çулта Шупашкара куçать. Тĕрлĕ çĕрте, унтан «Сунтал» журналта ĕçлет. Петр Петрович чăваш çĕршывĕ, чăваш халăхĕ çинчен сахал мар сăвă çырнă. Вăл хăй халăхне, хăй çĕршывне чунтан юратнă, хăй халăхĕпе пĕрле пулнине тăтăшах систернĕ.
Эй, çуралнă çĕрĕм-шывăм,
Эй, аннем – çĕр кăкăрри!
Сан çинчен юрланă юррăм
Юррăмсенчен чи ырри!
Эп – чăваш ачи, саватăп
Хамăрăн чăваш çĕрне.
Вăл кипке те ман, сăпка та,
Ăна манмăп ĕмĕрне.
1926 – 1927 çулсенче Петĕр Хусанкай Совет çĕршывĕ тăрăх курса çÿрет. Ашхабадра, Бакура, Туркменире, Узбекистанра, Азербайджанра, Грузире, Кавказра пулса тĕрлĕ халăх пурнăçĕпе паллашать.
1927 çулта поэт Хусана таврăнать, Хĕвел тухăç халăхĕсен педагогика институтне вĕренме кĕрет. Тепĕр çулне унăн «Уяртсан» ятлă пĕрремĕш кĕнеки тухать. 1931 çулта Хусанкай Мускава каять, «Коммунар» хаçатра ĕçлеме пуçлать.
«Поэт вырăс поэчĕсене юратнă. Тăван халăх чунне, унăн ĕмĕтне Пушкинпа Лермонтов пек вăйлă уçса парăттăм, вырăс поэчĕ Есенин пек чăваш поэчĕ пулăттăм. Çапла манăн ĕмĕтĕм», - тет поэт. А.С.Пушкин унăн юратнă поэчĕ пулнă.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çулĕсенче Хусанкай пултарулăхĕ çирĕпленсе, пиçĕхсе пырать. Вăл тăшмансене хирĕç кĕрешме чĕнекен сăвăсем çырать. Акă, Ленинград çинчен «Памастпăр ирĕк хулана» сăвă. Ăна 1941çулта çырнă.
…Нева хаяррăн хумханать.
Ан ур, тăшман, ан антăх.
Памастпăр ирĕк хулана
Нихçан та! Никама та!
Е «Таня» поэма. Кунта Таня ячĕпе çÿренĕ Зоя Космодемьянскаян паттăрла ĕçĕ çинчен çырать:
… Амăшне каларĕ хĕрĕ
Вăрттăн, ерипен.
Эп вăрçа каятăп, - терĕ, -
Маншăн ан шиклен.
Вăхăт çитрĕ: тĕрĕслетĕр
Самана пире
1944-1945 çулсенче Петр Петрович фронтра пулать. Дон шывĕ çинче, Сталинград патĕнче, Брянск фронтĕнче, Украина хирĕнче çапăçать, Польшăна çитет. 1944 çулта ăна йывăр амантаççĕ. Вăрçăри паттăрлăхшăн П.Хусанкай Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, темиçе медале тивĕçлĕ пулать.
Тăван халăхне хытă юратнă поэт тĕрлĕ халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетессишĕн чунтан тăрăшнă. П.Хусанкай Тăван çĕршывăн таçти кĕтессине те çитсе сасă панă. Вăл туслăха пысăк вырăна хунă. Çемен Элкер, Яков Ухсай, Стихван Шавли, Уйăп Мишши, Алксандр Алка, Митта Ваçлейĕ, Илпек Микулайĕ – унăн чи çывăх юлташĕсем. Геннадий Волков академикпа та вĕсем питĕ туслă пулнă. Поэт Вăтам Азие, Кавказа, Украинăна, Латвие, Польшăна, Румыние, Чехословакине, Болгарие, Кубăна çитсе курнă. Вăл çур тĕнче тавра çаврăннă: çуран утнă, тĕвепе, ашакпа, автомашинăпа, поездпа çÿренĕ, самолетпа вĕçнĕ, - тенĕ Карели поэчĕ Анти Тимонен.
Ăçта кăна çитмен-тĕр вăл, мĕнле çĕршыв çинчен кăна сăвă хывман-тăр! Хăй вăхăтĕнче нумай поэтсемпе туслă пурăннă. Акă вĕсем: Ламар, Ангел Тодоров, Веселин Иосифов, Тычина, Рыльский, Судрабкаян, Кайсын Кулиев, Мустай Карим, Расул Гамзатов, Мехселайтис, Соболев, Тихонов, Казаков, Чичканов тата ыттисем те.
Петĕр Хусанкай Совет Союзĕнчи халăхсен 53 поэчĕн, чикĕ леш енчи тĕрлĕ çĕршывсенчи 89 поэтăн 500 яхăн произведение чăвашла е вырăсла куçарнă.
В.Шекспирăн «Ромеопа Джульетта» трагедийĕ, А.Пушкинăн «Евгений Онегин» сăвăлла романĕпе «Полтава» поэми. А.Грибоедовăн «Ăса пула инкек» комедийĕ, В.Маяковскин «Владимир Ильич Ленин» поэми. Петĕр Хусанкай К.Ивановăн «Нарспи» поэмине, Çеçпĕл Мишшин мĕн пур сăввине тенĕ пекех тата ытти нумай-нумай поэтсен сăввисене вырăсла куçарнă.
Эп те чăваш, эс те чăваш
Ман ял Сиктĕрме, сан – Енĕш Нăрваш
Юнпала – тăван, çывăх хурăнташ
Чунпала пулар Аптраман тавраш.
…Атя, атя манпа пĕрле, - теп
Çÿлтен çÿле, малтан мала,
Эпĕ санăн суранна тÿрлетĕп
Манне эс сиплĕн хупала.
Çак йĕркесене П.П.Хусанкай хăйĕн мăшăрĕ Вера Кузьмина çинчен çырнă. Вера Кузьминична – Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ тата СССР халăх артистки. Ăна Константин Иванов ячĕллĕ Патшалăх премине парса чысланă, Чǎваш республикин Ěç Мухтавěпе Паттǎрлǎхěн Хисеп кěнекине кěртнě. Ěçри çитěнÿсемшěн ǎна çěршыв икě орденпа чысланǎ.
К.Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕнче поэт мăшăрĕ çĕр алă ытла роль вылянă. «Хусанкайпа эпĕ 25 çула яхăн пурăннă. Унпа юнашар ирттернĕ çулсем маншăн чи хаклă та телейлĕ çулсем. Пурнăçра çутă çăлтăр пулса вăл мана ялан ăшăтса, çутатса тăрать, - тет Вера Кузьминична паян хăйĕн мăшăрĕ çинчен. Паллă сăвăçпа паллă артисткăн ывăлĕ – Атнер Петрович та сумлă çын. Вăл литература критикĕ, публицист, филологи наукисен кандидачĕ. Мăнукĕ Петĕр – ăна аслашшĕне хисеплесе çак ята хунă – Мускавра Раççейри гуманитари университетне пĕтернĕ. Аслашшĕпе ашшĕ пекех мал ĕмĕтлĕ, Хусанкай йăхне малалла тăсать.
Чăваш халăхĕшĕн П.Хусанкай ячĕ пĕлтерĕшлĕ ят. К.Иванов, М.Çеçпĕл, П.Хусанкай – тăван поэзири чи çутă ятсем. Халь пурăнакан поэтсем пурте вĕсен орбити тавра çаврăнаççĕ-ха», - тенĕ чăваш халăх поэчĕ Стихван Шавли.
… Никамран та ютшăнмасăр,
Тан курса пур йăхсене,
Ят хума пултарнă хамăр
Хĕвеле, çăлтăрсене.
Ăс-пуçран та катăк мар
Чун хавалĕпе те паттăр,
Чĕрепе те шĕл кăвар
Эпир пулнă, пур, пулатпăр.
П.Хусанкай пĕртен-пĕр «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввипех халăхăн чи пысăк палăкне тивĕçнĕ. Петр Петровичăн пултарулăхĕ анлă, сăмахĕ уçăмлă, витĕмлĕ. Унăн сăвви-юрри вун-вун чĕлхепе янăрать. Поэтăн пултарулăхĕ тăван халăх пурнăçĕпе çыхăннă.
Литература тата общество ĕçĕнче хастар пулнăшăн 1950 çулта ăна чăваш халăх поэчĕ хисеплĕ ята панă. 1967 çулта Чăваш Республикин К.Иванов ячĕллĕ премин, 1969 çулта Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премин лауреачĕн ятне панă. Ăна çавăн пекех Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Совет правительстви ăна икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.
Чăваш халăхĕ П.Хусанкайăн «Таня», «Çĕнтерÿ юрри», «Аптраман тавраш», «Тилли юррисем» поэмисене нихçан та манмĕ. Шупашкарта унăн ячĕпе çыхăннă паллă вырăнсем сахал мар. Хулари чи лайăх керменсенчен пĕри – пир-авăр комбиначĕн Культура керменĕ П.Хусанкай ячĕпе хисепленет. Çĕнĕ Кăнтăр районĕнчи пĕр урама поэт ятне панă, хулари культура институчĕ умĕнче Хусанкай палăкне уçнǎ. Хĕвелтухăç поселокĕнчи ача-пăча библиотеки унăн ячĕпе хисепленет.
Сăвăçăн чĕри Чăваш патшалăх университетĕнчи анатомии музейĕнче упранать. Литература музейĕнче поэта халалланă кĕтес пур. Поэт пурăннă тата ĕçленĕ çурт çине Асăну хăми çапнă. Сиктĕрме ялĕнче Хусанкая халалласа музей уçнă. Сиктĕрме ялĕ халĕ Хусанкай ятлă.
Поэтăн хайлавĕсене паян 57 чĕлхепе вулаççĕ. Çакă пĕтĕмпех П.Хусанкай халăх чĕринче упраннине пĕлтерет. П.П.Хусанкайăн чĕри 1970 çулта пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче тапма чарăнать. Анчах чăн-чăн поэт вилмест, вăл хăĕн сăввисенче пурăнать.
Ан макăрăр, кил-йышăм, маншăн,
Ан макăрăр, тăван-пĕтен,
Ан макăрăр, ыр кÿршĕм-аршăм,
Ял-йышăм, эп çĕре кĕрсен.
Тăван çĕршыв, вăрман та улăх,
Санран çуралнă, санăн пулăп:
Эс патăн чĕрĕ хал, эс ил. Пехил!
 
Чăваш халăх поэчĕ Давыдов-Анатри П.Хусанкай халалласа «Хусанкай» ятлă сăвă çырнă.
…Хусанкай тăван халăх ятне,
Илĕртÿллĕ чĕлхе илемне,
Ун сăваплă сÿнми хăватне
Илсе тухрĕ тĕнчемĕр умне.
Хусанкай чунĕпе, ĕçĕпе,
Янăравлă сăвви-юррипеле
Юлчĕ пирĕн пин-пин чĕрере
Юлчĕ пирĕн асра ĕмĕре.
Чăваш халăх поэĕн П.П.Хусанкайǎн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн асра пулĕ.
 
Усă курнă литература
1. Хусанкай П.П. Çырнисен пуххи. Пĕрремĕш том. Сăвăсем, ярăмсем. Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1997. – 544 с.
2. Пин-пин чĕре. П.Хусанкай; Шупашкар, Чăваш кĕнеке издательстви, 1977.
3. Чăваш литератури. М.Я.Сироткин, Г.Я.Хлебников; Шупашкар, Чăваш кĕнеке издательстви, 1977.
4. Хыпар. 2007, кăрлач, Шупашкар.
5. Советская Чувашия. 2007, кăрлач, Шупашкар.
 
: 2715, Хаçат: 1 (24), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: