Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Кузьмина О.И.
Кузьмина О.И.
 
Урок теми: Сухан– сăваплă пахча çимĕç.
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли виçĕ тапхăрлă урок.
Технологисем: информаципе коммуникаци, критикăллă шухăшлава, харкамлăха аталантарни, вăйă, ушкăнпа вĕренни, пĕрле ĕçлесе вĕренни, сывлăха упрани, пĕлÿ-тĕпчев, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ.
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем:
Права:
Сухан пахча çимĕç сывлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, усăллă пулнине ăнланни.
Тĕллевпе тупсăм:
Урокри материала тишкернĕ май, ача хăй вăй-пултарулăхне шаннă май ĕç суйласа илме ăнтăлни.
Моральпа этика:
Тепĕр çынпа пĕр тан шайра, ăна хисеплесе хутшăнма, хутшăнура çураçулăх туйăмне сыхласа хăварма хăнăхтарни.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем: предмет шайне тухса метапредмет шайне хăпарни, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлени, кăсăкланни, хавхаланни, пахалама пĕлни, юлташсене тĕрĕслесе, тÿрлетсе хакласа ертсе пыма вĕренни, çĕнĕлĕх кÿме, мĕн шутласа хунине çине тăрса пурнăçлама хавхалантарни, сухан çинчен ачасен пĕлĕвне анлăлатни, çак пахча çимĕçĕн сиплĕ енĕсемпе паллаштарни, «Сăваплă ÿсен тăран» текста вулани, ыйтусем çине хуравласа диалог туни, кластерпа синквейн туни, калаçăва хутшăнма, çыхăнуллă, ăнланмалла каласа пама тăрăшни, ĕçе ушкăнпа, пĕр-пĕрин хушшинче пайласа пурнăçлама вĕренни, иккĕн калаçу йĕркелеме пĕлни.
1. Йĕркелÿ:
Кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче, слайдсенче шыраса тупма пултарни; пур ĕçе те кăмăлпа хутшăнма явăçни.
2. Хутшăну:
Тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлесе, пĕччен е иккĕн кĕнекепе, электрон пособипе усă курса информаци тупма хăнăхни.
3. Информаци:
Пĕр темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме пĕтĕмлетÿ тума пултарни.
Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем:
1. Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ: учителĕн тата пĕрле вĕренекен ачасен пуплевне итлесе ăнланни; текста вуласа тулли содержанине ăнланни, кирлĕ информаци тупни, хамăр тăрăхри пахча çимĕç – сухан çинчен монолог формипе каласа пани; пуплевре паллă ячĕсемпе вырăнлă усă курни; панă сăмахсенчен предложенисем йĕркелеме пултарни; кластер, синквейн çырас хăнăхусем аталанни.
2. Вĕрентÿ хевти-талпăнавĕ: вуланин тĕп шухăшне, тулли содержанине текст çине таянмасăр каласа пама, калаçу ситуацине кура малтан хатĕрленмесĕр хăй шухăшне палăртма, урокра вĕреннипе усă курса калав тума пултарни.
Мелпе меслетсем: пĕтĕм класпа ĕçлени; ачасен умне проблема кăларса тăратни, ăна шутлани; çĕнĕ сăмахсемпе паллашни, вĕсене пуплеве кĕртни; тишкерÿ тăрăх пĕтĕмлетÿ туни, ыйту-хурав, тишкерÿллĕ тата шыравлă вулав, çурма сасăпа тата саспа вулани, ыйтусем çине хурав тупма вĕренни, тема тăрăх калаçу иртттересси, текстăн содержанине çупкам кластерпа усă курса калани, кĕске монолог туни (6–7 предложени), сывлăха сыхлани, хăнăхтарăва харпăр хăй çырса туни, хăйсем тĕллĕн ĕçлени, пĕр - пĕрне тĕрĕслени, хăйсене оценка лартни, пуплев ситуацине выляса кăтартни, клоуз-тест туни, мăшăрсенче ĕçлени, текстпа ĕçлени, вулавпа куçару, кластер туни, синквейн çырни, ушкăнсенче ĕçлени, харпăр хăй ĕçне тишкерни, хаклани; суйлавлă (альтернативăллă) килти ĕç.
Словарь ĕçĕ: а) ăнлантармалли пай: сывлăхшăн – для здоровья, тутлă шăршлă – душистый, сăваплă ÿсен тăран – священное растение, чура – раб, турă – бог, панă – преподносили, лекнĕ – попал; ă) çырма вĕрентмеллли пай: усăллă, ÿсен-тăран.
Курăмлăх хатĕрĕсем: урок презентацийĕ (таблица кластер, клоуз-тест, синквейн, хĕвеллĕ кластер); Интернетран илнĕ материалсем, кĕнекесем; валеçсе памалли материал (карточкăсем, рефлекси материалĕ).
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиапроектор.
■ Кузьмина Ольга Ивановна.
Шупашкарти 27-мĕш вăтам шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 2178, Хаçат: 1 (24), Категори: Проект ĕçĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: