Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Хисеплĕ вĕрентекенсемпе ачасем! Сире валли Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин методисчĕ Л.Г.Петрова хатĕрленĕ «Текст: тишкерÿ ыйтăвĕсем, ĕçсем» текстпа ĕçлемелли вĕренÿ кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Кĕнекене хатĕрленĕ чух программăпа вĕренĕвĕн çĕнĕ стандартне тĕпе хунă, методикăна пăхăнса хатĕрленĕ. Çавăн пекех 9-мĕш класс пĕтерекен ачасен чăваш чĕлхипе экзамен тытнă чухне текст тишкерĕвĕ тĕп вырăнта тăнине шута илнĕ. Текста тишкерни ачасен пултарулăхне аталантарать, хăйсен тĕллĕн ĕçлеме вĕрентет. Паянхи шкул ачин экологи, кăмăл-сипет, культурологи ыйтăвĕсемпе хăйсен шухăшĕсене уçăмлăн, витĕмлĕн, кĕскен уçса пама пĕлмелле. Вĕренĕвĕн çĕнĕ стандартĕнче те ума кăларса тăратнă ыйтусене ача хăй тĕллĕн тишкерме пултарнине тĕп тĕллев тесе палăртнă.
Кĕнекери материала илемлĕ литературăран, наука статйисенчен тата хаçат-журналтан илнĕ текстсем тăрăх хатĕрленĕ. Текстсем содержани енчен тĕрлĕрен: пĕрисем çĕнĕ пĕлÿ параççĕ, теприсем тĕрлĕ ыйту хускатаççĕ, виççĕмĕшсем илемлĕх туйăмне аталантараççĕ. Кашни текст хыççăнах ĕçсем панă. Ĕçсенче маларах илнĕ пĕлÿпе лексикăна, фонетикăпа морфологие тата синтаксиса вĕреннине çыхăнтарса пынă. Ĕçсене тунă май ачасем орфографипе пунктуаци ыйтăвĕсене те пăхса тухаççĕ, диктантпа изложени çырма, текстсемпе усă курса тĕрлĕ жанрлă хайлавсем калăплама хăнăхаççĕ. Ку кĕнекепе урокра та, килте те, çавăн пекех, ачасене экзамена хатĕрленĕ çĕрте те усă курма пулать.
Кĕнекери текстсене тематика тăрăх вырнаçтарнă. Текстсене хатĕрленĕ чухне ачасене воспитани парас ĕçĕн тĕллевĕсене те шута илнĕ: çитĕнекен ăрăва ашшĕ-амăшне хисеплеме, тăван тавралăха упрама, йывăрлăха çĕнтерме, эрех-сăра çын тăшманĕ пулнине курма, халăх йăли-йĕркине асра тытма, ĕçе юратма, тăван чĕлхе пуянлăхĕпе киленме вĕрентеççĕ.
Кĕнекене Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче, 221 кабинетра туянма пулать.
 
: 2555, Хаçат: 1 (1), Категори: Çĕнĕ кĕнеке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: