Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Андреева Л. Е.
Андреева Л. Е.
 
Тĕллевĕсем:
1) Ҫемьери чи хаклă ҫынсене – аннесене, асаннесене хаклама, вĕсене хисеплеме, упрама, юратма вĕрентесси;
2)ачасен ҫыхăнулла пуплевне, тавра курăмне, шухăшлавне аталантарасси;
3) ачисемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинчи ҫыхăнăва вăйлатасси, ырă хутшăнусем йĕркелесси, пĕр-пĕрне ăнланас, пулăшас туйăма хăнăхтарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: мультимедиа проекторĕ, экран, шарсем, класри ачасем хăйсен амăшĕсен портречĕсене ÿкернĕ выставка, «Эсир пуртан кил-ҫуртăм ăшă» стенд, ачасем хăйсен аллисемпе ăсталанă аннесем, асаннесем валли хатĕрленĕ парнесем.
Уяв умĕнхи ĕҫсем: кашни ача хăй амăшĕн портретне ӱкерет, парнесем хатĕрлет, анне ҫинчен юрăсем, сăвăсем вĕренет, пĕчĕк- пĕчĕк шӱтсем хатĕрлет.
Мероприяти юхăмĕ:
Ачасем хаваслă кĕвĕ янăранă май доска умĕнче йĕркеленсе тăраҫҫĕ.
Экран ҫине ҫакăн пек сăмахсем тухса тăраҫҫĕ: «Анне вăл – хĕвел ăшши.»
1-мĕш ача:
Паян анне уявĕ –
Хаваслă, паллă кун.
Килти ĕҫ-пуҫăн лавĕ
Чупма памасть ун-кун.
2-мĕш ача:
Эп кашăк-чашăк ҫурăм
Теттесене пухсан,
Илемлĕ ҫивĕт турăм
Йăмăк ҫума ларсан.
3-мĕш ача:
Анне хĕвел пек ҫиҫрĕ,
Унччен ларса канман.
Туятăп, чунăм сисрĕ-
Аннем телейле ман.
Ертсе пыракан:
Ырă кун пултăр хисеплĕ аннесем, асаннесем тата ачасем! Паян ҫак уява пуҫтарăннă ятпа сире пурне те саламлатăп. Анне çинчен сăвă итлерĕмĕр пулсан, пирĕн калаҫу аннесем тата асаннесем ҫинченех пулĕ.Ҫак уяв ячĕпе аннесене, асаннесене, кукамайсене чунтан хисеплесе юрăсем шăранĕҫ, сăвăсем вуланĕҫ тата вĕсене парнесемпе чыслăпăр.
■  Андреева Лилия Евстафьевна.
Красноармейски районĕ,
Именкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 2399, Хаçат: 5 (23), Категори: Класс тулашĕнчи ĕç

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: