Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Архипова Р. Т.
Архипова Р. Т.
 
Инсецнировка
 
<b>Вылякансем:
 
 
Асанне – тухтăр
Асатте – шăл тухтăрĕ
Маша
Упа тус
Кушак тус
Упăте тус
Тилĕ тус
1 курăну
 
Сцена çинче çурт, йывăç, сак, шыв катки. Кушак тус тухать.
Кушак тус. Ах, эпĕ паян мĕнле лайăх çывăртăм! Хĕвел те тухнă! (Юрлать.)
Ырă кун ак пуçланать,
Иртенпех хĕвел пăхать.
Çут çанталăк чĕрĕлет,
Вăранма вăхăт çитет.
Пурăнаççĕ çак çуртра
Ыр кăмăллă тухтăрсем.
Вăрманти пур чĕр чуна
Пулăшаççĕ-çке вĕсем.
 
Чÿрече умне пырать те кăшкăрать.
- Маша, тăр, хĕвел тухнă!
Маша (тухать). Сывă-и, Кушак тус, ырă кун пултăр!
Кушак тус. Мăр-мăр-мăр!
Маша. Атя, Кушак тус, асаттепе асанне тăриччен кил хушшине тирпейлер: эпĕ шыв кÿрсе килĕп, эсĕ картишне шăлса тух.
Кушак тус. Мăр-мăр, хаваспах!
 
Маша витре илсе шыв ăсма каять, Кушак тус картиш шăлать. Маша килнĕ çĕре Кушак тус картишне шăлса пĕтерет.
Маша. Ну, халĕ пурте йĕркеллĕ, асаттепе асаннене вăратсан та юрать. Асатте, асанне, ырă кун пултăр!
 
Асаттепе асанне тухаççĕ.
Асанне. Ырă кун пултăр, мăнукăм!.
Асатте. Ырă кун пултăр, ачамсем!
Маша, Кушак тус (пĕрле). Ырă кун пултăр!
Асанне. Асатте, пăх-ха, йĕри-тавра епле таса! Ай, маттур та мăнукăм!
Асатте. Çапла, маттур эс, Машенька!
Маша. Эпир Кушак туспа тирпей кÿтĕмĕр. Эпĕ шыв ăсса килтĕм, Кушак тус картиш шăлчĕ.
Асаттепе асанне(пĕрле). Маттурсем!
 
Асатте. Мĕнле, юлташсем, физкультура тăвар-и?
Маша, Кушак тус, асанне (пĕрле). Тăвар, тăвар!
 
Тăваттăшĕ те физкультура тума пуçлаççĕ.
■ Архипова Раиса Тимофеевна.
Канаш районĕ, Вăтакас Татмăшри вăтам шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 666, Хаçат: 5 (23), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: