Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Петрова Л. Г.
Петрова Л. Г.
 
Шкулти учитель – хăйне евĕр тĕпчевçĕ. Ĕç тухăçлăхне ÿстермелли мелсемпе формăсем шырасси паянхи кун куллен тумалли ĕçсенчен чи кирли пулса тăрать. Вĕрентĕве кăсăклăрах, илĕртÿллĕрех йĕркелес тесе ырми-канми тăрăшакан педагогсем ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума пултараççĕ.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли методика çулсеренех пуянланса, аталанса пырать. Çĕнĕ формăсемпе ăслайсем шкул практикинче кулленех çуралаççĕ. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни, педагогикăри тĕрлĕ проблемăсене пĕрле сÿтсе явни, çĕнĕлĕхсене тишкерни вĕрентекенсене ĕçре пысăк пулăшу парать.
Юлашки вунă çул хушшинче литературăна критикăллă шухăшлав технологине (технология критического мышления) тĕпе хурса вĕрентесси вăй илчĕ. Ун тăрăх урок виçĕ пĕлтерĕшлĕ пая пайланать:
1) – вызов – кăсăклантарса яни, кунта темăна палăртни, проблемăллă ыйту лартни, çак тема пирки ачасем мĕн пĕлнине ыйтса пĕлни, вĕсен пĕлес туртăмне вăратни»;
2) – осмысление – ăнлану е ăнланса илни, текста вуланă май ачасем кăранташпа хăйсене шухăшлаттаракан, кăсăклантаракан вырăнсене паллă туса пыни;
3) – рефлексия – мĕн пĕлнине каялла илни (пĕтĕмлетни), ачасем мĕн çĕннине пĕлни, автор шухăшĕпе вĕренекенсен шухăшĕ пĕр килнипе килменнине палăртни. Ачасем хăйсен шухăшне ăнлантарса пама, хÿтĕлеме пултарни.
Чăваш Республикин Вăрнар районĕн Вăрманкас шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Ивановна Лукина ачасен вĕренӳри хастарлăхне ӳстересси, пурнăçра активлă позици йышăнма вĕрентесси ман ĕçре тĕп ыйту шутланать тет. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче критикăллă шухăшлав технологийĕпе усă курни çак çивĕч ыйтăва татса пама пулăшнине палăртать.
Ку технологи тӳрех темиçе тĕллеве пурнăçлама май туса парнине палăртать Ирина Ивановна: ачасене хăй тĕллĕн ĕçлеме вĕрентет тата вĕсен пултарулăх шайне, хастарлăхĕпе пуçарулăхне ӳстерет.
■  Петрова Людмила Германовна.
филологи кафедрин методисчĕ.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 2470, Хаçат: 5 (23), Категори: Методика

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: