Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Серебрякова Надежда Валериановна
Серебрякова Надежда Валериановна
Российăра наци идейи йĕркеленсе çитменрен ачасен кăмăл-сипетне, ăс-хакăл пуянлăхне, наци сĕмлĕхне аталантарасси питĕ çивĕч тăрать. Этемĕн çак енĕсене ачаранах аталантармасан унран тăван çĕр-шыва чунтан-чĕререн парăннă чăн-чăн этем пулаймĕ.
Тěрлě çěре тухса çÿрени, тěрлě ěç-пулăмсем ирттерни, чăвашсен паллă çыннисемпе тěл пулусем йěркелени, тăван халăх йăли-йěркине ăша хывни ачасен наци сěмне вăйлатать.
Пирěн шкулта пултаруллă çынсемпе тěл пулусем йěркелесе ачасене явăçтарасси йăлана кěнě. Çавна шута илсе пěлтěрхи пуш уйăхěнче шкулта ятарласа Чăваш литературин уявне ирттертěмěр. Эпир ку уява «Тăван Атăл -80» ят патăмăр. Пирěн пата хăнана Чăваш Республикинчи профессилле писателěсем Сергей Павлов, Арсений Тарасов, Николай Ишентей, Сергей Журавлев фотожурналист килсе çитрěç. Вěсем хăйсен ěçě-хěлěпе, чăваш литературин ХХ1 ěмěрěн пěрремěш вунă çуллăхри аталанăвěпе паллаштарчěç, ачасенче чăвашлăх туйăмне çěнěрен вăй илсе аталанма пулшрěç. Хăнасем ачасене Шупашкарти уява чěннине пěлтерни - вěсенче чăвашлăх туйăмне çěклерě.
Ака уйăхěнче çулсерен шкулта чăваш чěлхипе литературин эрнине ирттерни, пěлтěр çак тапхăрти ěç-пулăмсенче (мероприятисенче) каланисене ачасен асěнче ěмěрлěхе хăварас тěллевпе вěсене икě автобуспа Шупашкара илсе кайни, унта ачасем Чăваш наци библиотекинче пулса курни, И.Я.Яковлев палăкě умне чечек çыххисем хуни, сăн ÿкерттерни, «Тăван Атăл» журналăн юбилейě ячěпе ирттернě уявра концерт кăтартни, чăвашсен паллă çыравçисемпе паллашни вара ачасен наци сěмне татах та вăйлатать.
Эсир те «Шкулта» интернет журнал кăларма тытăнни татах та мăнаçлантарать пире. Эсир пуçарнă ěçěн кун-çулě вăрăм пултăр. Эпě вара сире «Тăван Атăл» - сакăр вуннăра» литературăпа музыка композицийěн сценарийěпе паллаштарасшăн.
«Тăван Атăл» - сакăр вуннăра
Вăйă кĕвви янăрать. Ачасем кĕвĕ çеммипе сцена çине тухаççĕ.
 
1-мĕш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, хĕвел! Ырă кун пултăр пурне те! Пĕр-пĕрне сывлăх сунар. Хамăр ăшпиллĕхе пĕр-пĕрне парнелер. Ырă кăмăллăх, савăнăç çиçтĕр пирĕн чĕресенче.
2-мĕш ертсепыракан: Паян эпир, çурхи ăшă кун, «Тăван Атăл» журнал 80 çул тултарнă ятпа Чăваш литературин уявне пухăнтăмăр. Пирĕн патра хăнара чăвашсен паллă çыравçисем - «Тăван Атăл» журналта ырми-канми тăрăшакансем: Сергей Павлов-Вэскер, Арсений Тарасов, Николай Ишентей, Сергей Журавлев, Валерий Муравьев тата «Тăван Атăл» журнала юратса вулакансем.
Ачасен ушкăнě чăваш кěввипе сцена çмне тухать, литмонтаж вулать.
1- мěш вулакан.
«Тăван Атăл» - сакăр вуннăра!
Ку историшěн – пěрчě пек кăна.
Тишкерсессěн иртнě тапхăра
Тěлěнетěн шак хытса, чăнах.
2- мěш вулакан.
«Трактăр» ятпала çěн альманах
Тухнă сухана та акана,
Чăваш литературин шет анине
Акнă çěн чăвашăн сăввине.
3- мěш вулакан.
Сăвăсем те çěнě калавсем,
Повеçсем те хулăн романсем
Вырса илнě çěн çыравçăсем _
Чăвашсен хастар акаçисем.
 
1- мěш вулакан.
Вăхăт иртнě. Çын та улшăнать.
Самани те урăхла сывлать.
Альманах ятне улăштарать.
Тěллевне кура-ши? Е килěшнěрен,
Е çěн пурнăç ыйтнă çěнěрен?
«Илемлě литературă» ятпа вулакана
Канăç кÿнě шет вăл пěр кана.
3- мěш вулакан.
Çěр-шывра кěрленě вăрçă вучě.
Йывăр пулнă. Пит сахалччě хучě,
Альманах çапах та пичетленнě-тухнă,
Хăй тавра çыравçăсене пухнă.
4- мěш вулакан.
Вăл ятне каллех улăштарать,
«Тăван Атăл» ятпалан тухать.
2- мěш вулакан.
Хастарсем редакцире ěçленě:
Золотов Аркадий, Хусанкай,
Алкапа Агаков та тимленě
Галкин сăвăç, ыттисем нумай.
1- мěш вулакан.
Халě ак çěн тапхăрта журналăм,
Халь редакцире те çěн çынсем.
Вěсене чыслать паян ман ялăм
Юратса та пит хисеплесе.
2- мěш вулакан.
«Тăван Атăл», эс ан ватăл,
Çамрăк пулччě яланах.
Юхě ěмěр-ěмěр Атăл,
Эс те ěмěр пурăнах.
3- мěш вулакан.
Чăвашлăх сăпки – «Тăван Атăл» -
Ϋстертěн вуншар çěн поэт.
Çěршер çыравçа хушрăн хапăл,
Çул-йěр уçса патăн, тивлет?
4- мěш вулакан.
Салам сана, тăван журналăм!
Салам сире, çыравçăсем!
Сире савса юрлать ман ялăм,
Ташша çаптарěç çамрăксем.
Пурте:
Журналăн юбилейě ячěпе
Савнар пěрле чи çывăх твансем пек.
1-мĕш ертсе пыракан: Сире иксĕлми вăй-хал, пултарулăх лаççинче çитĕнӳсем сунса «Шанчăк» фольклор ушкăнĕ «Юри кайрăм Самара» халăх юррипе саламлать.
2-мĕш ертсе пыракан: Халĕ сăмах, «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторне, Сергей Лукиянович Павлова.
1-мĕш ертсе пыракан: Сергей Лукиянович Павлов – «Хресчен сасси», «Тăван Атăл», «Капкăн», «ЛИК» журналсен тĕп редакторĕ, Чăваш Республикин профессилĕ писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ, Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри журналистсен Çемен Эльгер ячĕллĕ премии лауреачĕ. 1997 çултанпа Российăри писательсен союзĕн членĕ.
Сергей Павлов тухса калаçать
2-мĕш ертсе пыракан: Сергей Лукиянович ВЭСКЕР,
Сиртен ĕçченлĕх тĕслĕхне илер
Чечек çыххи парнелеççĕ
1-мĕш ертсе пыракан: Халĕ сире Сергей Лукиянович хайлавĕ тăрăх йĕркеленĕ пĕчĕк курăнăва пăхма сĕнетпĕр. «Кам кама?» сценка. Выляканĕсем: ашшĕ - 6-мĕш класра вĕренекен Петров Сергей, ачи –6 -мĕш класра вĕренекен Филиппова Марина
1-мĕш ертсе пыракан:Пирĕн тĕпелĕн тепĕр хăни - Арсений Алексеевич Тарасов, «Тăван Атăл» журналăн шеф-редакторĕ, драматургире те, прозăра та, поэзире палăрма ĕлкĕрнĕ.
2-мĕш ертсе пыракан: 11- мĕш класра вĕренекен Алена Сафейкина «Аннене» сăвва вуласа парать. Сăвă авторĕ - Арсений Тарасов.
2-мĕш ертсе пыракан: Арсений Алексеевич сăввисемпе юрăсем те кĕвĕленĕ.Унăн сăввисем чăваш тĕнчинче пĕрремĕш хут 1975-мĕш çулта «Тăван Атăл» журналта кун çути курнă. Пĕрремĕш кĕнеки 1991-мĕш çулта «Сутнă пӳртри юлашки каç» ятпа пичетленсе тухнă.
1-мĕш ертсе пыракан:«Юр пĕрчи». Вулаканĕсем Аня Анисовăпа Денис Моисеев.
1-мĕш ертсе пыракан:Чăваш Республикин телевиденипе радиовещании патшалăх комитетĕнче те ĕçлеме тӳркилнĕ ăна. 2005 çулта Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
2-мĕш ертсе пыракан: Халĕ сире сăмах, Арсений Алексеевич.
Арсений Тарасов тухса калаçать
Арсений Алексеевич Тарасов
Нихçан та ан сывлатăрччĕ пит ассăн.
Калав та сăвă, юрă шăрçала,
Эс журнална та хăвăрт калăпла.
Чечек çыххи парнелеççĕ
1-мĕш ертсе пыракан:Пирĕн шкулти пултаруллă йĕкĕтсенчен йышăнса илсемĕр кĕвĕ саламне. «Линкка-линкка» купăспа выляканĕсем - Денис Моисеевпа Федя Никифоров
Сцена çинче 6-мĕш классем Николай Ишентей сăввисене вулаççĕ
Ача-пăчан ыр тусĕ - ИШЕНТЕЙ
Ялан сан пултăр ăнăçу, телей.
Чечек çыххи парнелеççĕ
2-мĕш ертсе пыракан: Николай Ишентей (Петров) – поэт, публицист, прозаик, тата юмахçă. 1994 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премии лауреачĕ, «Капкăн»журнал кăларассипе тимлесе ĕçлет. Халĕ сире сăмах, хисеплĕ Николай Петрович.
Николай Ишентей тухса калаçать
1-мĕш ертсе пыракан: Çамрăксен ташши. Палтай шкулĕ çумĕнчи «Асамат кĕперĕ» ташă ушкăнĕ. Илемлĕх ертӳçи – Нонна Яковлева.
1-мĕш ертсе пыракан: У нас в гостях Сергей Витальевич Журавлев. За творческие достижения в области фотоискусства недавно ему присуждено звание Заслуженный работник культуры Чувашской Республики. Мы от всей души поздравляем Вас и желаем дальнейших творческих успехов.
2-мĕш ертсе пыракан:
Журавлева – хаваслă пиччене –
Тĕлĕнтермешкĕн пĕтĕм тĕнчене
Сунатпăр иксĕлми хавхалану,-
Илем тĕнчийĕ саншăн ыр кану
Чечек çыххи парнелеççĕ
2-мĕш ертсе пыракан: Вам слово, Сергей Витальевич.
Сергей Журавлев тухса калаçать
 
2-мĕш ертсе епыракан: В нашей школе тоже работает кружок фотолюбителей. И руководит им учитель начальных классов М.Г. Шуверова. Предлагаем вашему вниманию презентацию о работе кружка о достижениях юных фотографов.
 
1-мĕш ертсе пыракан: «Тăван Атăл» журналпа пирĕн ентеш, Палтайри библиотека заведующийĕ, прозаик, поэт, журналист, тавра пĕлӳçĕ, чăваш халăх академикĕ - Валерий Муравьев тачă çыхăну тытать. Халĕ ăна сăмах.
Валерий Муравьев тухса калаçать
 
1-мĕш ертсе пыракан: Валерий Муравьев сăввисемпе юрăсем те кĕвĕленĕ. Сăвви Валерий Муравьевăн, кĕвви Николай Алексанровăн «Юратупилешĕ». Юрлаканĕсем Нонна Яковлева, Надежда Серебрякова.
Чечек çыххи парнелеççĕ
1-мĕш ертсе пыракан: «Шанчăк» фольклор ушкăнĕн репертуарĕнче Юрий Сементер сăввипе кĕвĕленĕ юрăсем йышлă. Юрий Сементер «Тăван Атăл» журналăн редколлеги пайĕнче вăй хурать, унсăр пуçне нумаях пулмасть вăл хăйĕн юбилейне паллă турĕ.
2-мĕш ертсе пыракан: Юрий Сементере çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунса юбилейпа саламлатпăр. Пирĕн саламсене ун патне илсе çитерессе шанатпăр.
1-мĕш ертсе пыракан: «Пирĕн аннене» сăвви Юрий Сементерĕн, кĕвви Александр Никитинăн. Палтай шкулĕ çумĕнчи «Шанчăк» фольклор ушкăнĕ юрлать. Илемлĕх ертӳçи - Надежда Серебрякова, аккомпониаторĕ - Иван Любимов.
2-мĕш ертсе пыракан: «Ял-ял витĕр тухрăм» сăвви Юрий Сементерĕн, кĕвви Юрий Кудаковăн. Каччăсен ушкăнĕ юрлать.
1-мĕш ертсе пыракан: «Çыру çырсамăр салтаксем патне» сăвви Юрий Сементерĕн, кĕвви Юрий Кудаковăн.
2-мĕш ертсе пыракан: Халĕ сăмах пирĕн пата хăнана килнĕ тус-юлташсене.
2-мĕш ертсе пыракан:
Пурне те çак уявшăн тавтапуç.
Пурин те ăнтăр пурнăç та ĕç-пуç.
 
1-мĕш ертсе пыракан: Уяв программине «Шанчăк» фольклор ушкăнě Тăванлăх юррипе вěçлет.
■ Серебрякова Надежда Валериановна.
Палтайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шулти чăваш чĕлхипе латература вĕрентекенĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 3885, Хаçат: 1 (1), Категори: Сценарисем

Комментарисем:

Migulaj (2012-03-06 22:04:00):
"Российăра" вырăнне Вырăс Ен тесен тĕрĕсрех пулмасть-и?

Александр (2012-03-16 17:22:17):
"Раççейре" - аванрах пек

Migulaj (2012-03-16 18:03:16):
"Раççейре" вăл чăвашла пулмасть çке. Чăвашсен калаçура, çырура чăваш сăмахĕсемпе усă курмалла.

Ефимова Валентина Павловна (2016-03-20 21:37:18):
Питĕ вăйлă сценари. Уявĕ еплерех вăйлă та чаплă пулнă пуль! (Уйрăм сăмах патне çыпăçмасан та юрать). Лайăххине курма пĕлмелле. Маттур вĕрентекене малалла та ăнăçу сунатăп!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: