Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Н. К. Максимова
Н. К. Максимова
 
Чăваш чĕлхипе 5 класра ирттермелли урокăн тулли конспекчĕ
 
Предмет: Чăваш чĕлхи.
Класс: 5 класс (вырăс чĕлхиллĕ шкул).
Шкул: Канаш хулинчи 5-мĕш вăтам шкул.
Тема (пай): Хобби.
Урок теми: Пушă вăхăтра.
Урок тĕсĕ: Çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок.
Технологисем: Ушкăнпа вĕренни, пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха
аталантарасси, критикăллă шухăшлава аталантарасси, вăйă технологийĕ, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ.
Мелсемпе меслетсем: Учитель сăмахě, ыйту-хурав, словарь ĕçĕ, текстпа ĕçлени, илемлĕ вулав, текста тишкерни, çыхăнуллă текстсене ăнланса илни, ÿкерчěкпе усă курни, ушкăнпа ěçлени, вырăсларан чăвашла куçарни, текстри кирлě вырăнсене тупса вулани, вăйă, кластер, синквейн, клоуз тест, тема тăрăх калаçу ирттерни; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; мăшăрпа ĕçлени, суйлавлă вулани, ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем
Права:
Пушă вăтăта усăллă ирттерме вĕренни.
Тĕллевпе тупсăм:
Тĕллевсем лартса йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентни.
Моральпа этика:
Пĕр –пĕринпе туслă ĕçлеме хăнăхтарни.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем
1. Йĕркелÿ:
Ĕçĕн тĕллевне лартма хăнăхтарни; тĕллеве тĕрлĕ енлĕн пурнăçлама хăнăхтарни;
тунă ĕçе пĕтĕмлетме хăнăхтарни.
2. Хутшăну:
Пушă вăхăтра мĕн туни çинчен çыхăнуллă, кирлĕ сăмахсемпе усă курса каласа пама хăнăхтарни; ушкăнпа килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарни.
3. Информаци:
Итленĕ е вуланă текстпа ĕçлеме, унта кирлĕ информаци тупма хăнăхтарни; урокра илнĕ пĕлÿпе усă курса панă ыйтусене хуравлама пултарни; пĕтĕмлетÿ тума вĕрентни.
Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем:
1. Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ: Каланине çирĕплетме е хирĕçлеме, хак пама вĕрентни. Учителĕн пуплевне итлесе ăнланма хăнăхтарни. «Пушă вăхăт» темăпа курăмлăх хатĕрĕсем, тĕрев сăмахĕсем, ыйтусем çине таянса çыхăнуллă калав тума хăнăхтарни. Япала ячĕсене тĕп тата туху падежĕнче лартса калаçура усă курма хăнăхтарни.
2. Вĕрентÿ хевти-талпăнавĕ: Хăйсен кăмăлне палăртма хăнăхтарасси.
Словарь ĕçĕ: а) ăнлантармалли пай: свободное время – пушă вăхăт; в прятки – пытанмалла; ă) çырма вĕрентмелли пай: рисование – ÿкерÿ/ ÿкерни; чтение – вулав/ вулани; отдых – кану.
Курăмлăх хатĕрĕсем: Урок презентацийĕ, слайдсем, карточкăсем, сюжетлă ÿкерчĕксем, ачасен ĕçĕсен выставки.
Кăтарту хатĕрĕсем: Компьютер, мультимедиа проектор презентаци.
■ Максимова Надежда Константиновна.
Канаш хулинчи 5-мĕш вăтам шкулĕнче
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 834, Хаçат: 4 (22), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: