Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
(4-мĕш класра ирттермелли вăйă сценарийĕ)
 
Лидия Владимировна Трофимова
Лидия Владимировна Трофимова
Тĕллевсем: 1) Ачасене чăваш халăх йăли-йĕркипе паллаштарасси, вĕсен тавра курăмне, пуплевне аталантарасси,
2) чăваш халăхĕн юрри-ташшин илемлĕхне туйма хăнăхтарасси,
3) ачасене туслă, пĕрле пулма вĕрентесси.
 
Илемлĕ вырăн. Йĕри-тавра симĕс курăк . Тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ . Хĕрачасем сак çинче тунсăхласа лараççĕ, пĕр-пĕринпе калаçаççĕ.
 
1-мĕш хĕр ача: – Хĕрачасем ăçта вара пирĕн арçын ачасем?
2-мĕш хĕр ача: – Чăнах та пуç кăшăлĕ те туса пĕтертĕмĕр. Вĕсем çаплах çук?
3-мĕш хĕр ача: – Ай ,сан пуç кăшăлĕ мĕнле хитре! Пăхса ытармалла мар.
4-мĕш хĕр ача: – Хăвăн та питĕ хитре-çке
5-мĕш хĕр ача: – Арçын ачасем килмеççĕ те пуль ĕнтĕ. Атьăр киле каяр. Пурте:
– Атьăр! Юрласах каяр пуль.
 
Карталанса тăраççĕ, юрă юрлаççĕ.
 
Эх лайăх-çке вăйăра
Юрă юрлама,
Тĕрлĕ чечексем çине
Пăхса савăнма.
 
Атьăр, хĕрсем, киле кайнǎ май,
Куккук авăтать.
Сарă хĕвел пытанса
Пирĕнтен кулать.
 
Çав вăхăтра арçын ачасем кĕреççĕ, хĕрачасем çине пăхса тĕлĕнсе тăраççĕ.
 
1-мĕш ача: – Ай, мĕнле хитре пуç кăшăлĕсем!
1-мĕш хĕр ача: – Ан та калăр-ха. Пуç кăшăлĕсем те туса тăхăнтăмăр, эсир вара çук та çук.
3-мĕш ача: – Ан çилленĕр ĕнтĕ пире, вăхăтра çитеймерĕмĕр . Атьăр юрăсем юрлăпăр!
 
«Уçланкăна тухрăмăр»(В Алексеев йĕркеленĕ) юрра вырăнтах шăрантараççĕ.
 
1. Уçланкăна тухрăмăр, тухрăмăр, (2 хут)
Унта чечек пит нумай.
 
2. Пĕрле чечек пухрăмăр, пухрăмăр, (2 хут)
Пуç кăшăлĕ турăмăр, пуç кăшăлĕ турăмăр.
 
1-мĕш хĕр ача: – Çитĕ юрласа, атьăр çĕрĕ салатмалла выляр.
 
Пĕр ачи шăпа ярать.
 
Васса Тулии в огороде
Девица гуляла.
 
Ачасем: – Васса Тули мар, Ваççа Тули пуль! Аха, усалскер. Пире яланах хăйсен умĕнчен хăвалать!
2-мĕш хĕр ача: – Юрĕ, Ваççа Тули пултăр эппин.
 
(Шăпа яма çĕнĕрен пуçлать)
 
Ваççа Тули в огороде,
Девица гуляла.
Ваççа Тули хăвалать,
Кам телейлĕ, çав тухать.
 
Кам патне шутласа çитет, çав куç хупать. Çĕрĕ валеçсе тухсан ачасем пурте:
 
Ачасем : – Манра, манра çĕрĕ,– теççĕ.
 
Çав вăхăтра икĕ ача вăрçǎнса каяççĕ. Витлешÿ такмакĕсем калаççĕ.
Сашук :
Ваççа, каççа
Кĕпер урлă каçса
Кĕрсе кайрĕ лаççа
Çуллă пăтă çиме
Урине хуçса.
 
Ваçук:
Саша кайрĕ пасара
Сысна çине утланса.
Сысна кайрĕ ывтăнса,
Саша кайрĕ вăркăнса.
 
1-мĕш хĕр ача: - Çитĕ, çитĕ, ачасем. Туслă пурăнас пулать!
2-мĕш хĕр ача: – Атьăр «Туслă-и, ачасем!» вăйă вылятпăр.
 
Икĕ ача çурăмпа тăраççĕ. Ытти ачасем «1 2 3» - тесе шутлаççĕ те вĕсем пĕр-пĕрин çине çаврăнса пăхаççĕ. Пĕр еннелле çаврăнсан – туслă, тĕрлĕ еннелле çаврăнсан – туслă мар.
 
1-мĕш хĕр ача: – Туслă пирĕн ачасем. Апла пулсан ташă ташлаттарар вĕсене.
 
Пурте ушкăнпа тăрса, такмаксем каласа ташлаççĕ.
 
Атя, Ванюк, яра пар,
Ярапине пире пар.
Ытлах пире савмасассăн,
Кама саван, çавна пар.
 
Садра, садра
Сад пахчинче
Сарa кайăк юрă юрлать
Улма йывăç айĕнче.
 
 
Пултаратпăр, пултаратпăр,
Пултаратпăр пулмалла.
Пултарас çук – тухас çук та,
Эпир намăс курас çук.
 
3-мĕш хĕр ача: – Атьăр, тепĕр вăйă выльăпăр.
4-мĕш хĕр ача: – Мĕнле выльăпăр?
5-мĕш хĕр ача: – Япала пуçтармалла.
6-мĕш хĕр ача: – Кам тÿре пулать.
7-мĕш хĕр ача: – Час пĕлетпĕр. (Пĕр ача шут сăвви калать)
 
Икĕ кишĕр, пĕр сухан.
Эс юлатăн, вăл тухать.
 
7-мĕш хĕр ача: – Наçтук тÿре пулать.
8-мĕш хĕр ача: – Кам япала пуçтараканни пулать?
Марине шут сăвви калать.
 
Ваççа кайнă вăрмана
Хура çырла пуçтарма.
Упа тухнă мăкăрсе,
Ваççа ÿкнă хăраса.
 
– Женя япала пуçтараканни пулать.
Ыттисем алăран тытăнса карталанса тăраççĕ. Тÿрепе япала пуçтаракан (пĕри карта варринче, тепри карта тулашĕнче) алăран алă тытăннă, вĕсем, хулĕсене ачасен пуçĕсем урлă иле-иле пырса, карта тавра юрласа çаврăнаççĕ.
Пирĕн пĕчĕк Марине
Тухнă вăйă картине,
Аллисемпе шарт! çапать,
Урисемпе тăрс! тапать,
Питĕнче хĕвел вылять,
Пĕчĕк тути йăл кулать.
 
Юрă кам тĕлĕнче пĕтет, çавăнтан япала илеççĕ. Япала пухнă чух тÿре çакăн пек сăвăсем калать,
 
 
Сап-сар сараппан,
Сараппанна сарса хур,
Кĕмĕл çĕрĕве кĕларса хур,
Тавай мана саклат пар.
 
Киккирикук автан,
Автан ури шатра.
Шатра инке сак çинче,
Пĕчĕк инке пичкере,
Хура инке хуранта,
Вăрăм инке вăрманта.
Хура çырла пуçтарать,
Хура çырла пыл пекех.
Тавай мана саклат.
 
Виçĕ ачаран япала пуçтараççĕ. Пуринчен те илсе пĕтерсен, пухаканĕ япаласене пĕрерĕн-пĕрерĕн кăларма тытăнать. Кам япалине туртса кăларать, çавна ĕç хушаççĕ.
Тÿре мала тухса куракансем еннелле çаврăнса тăрать.
Япала пуçтараканни тÿререн ыйтать:
–- Ку япала хуçине мĕн тутарас?
– Ташлаттарас.
 
«Хитре Иван, вăйлă Иван» вăйă выляççĕ. («Вăйăпа ташă». Кĕвви Г.Лисковăн)
 
Япала пухакан тепĕр япала туртса кăларать.
 
Хĕрача шÿтсем каласа парать.
Хĕр ача: – Ачасем! Эпĕ Сирĕн иртнĕ Пурнăçа, хальхи пурнăçа, пулассине пĕлме пултаратăп.
Сасă: –- Мĕнле?
Хĕр ача: –- Кушак пек макăрăр, йытă пек вĕрĕр. Анчах эсир питĕ хытă тăрăшăр, унсăр пĕлейместĕп.
 
Ачасем макăраççĕ, вĕреççĕ.
 
Хĕр ача:– Халĕ калатăп.Эсир малтан кушак пек макăрнă йытă пек вĕрнĕ. Халь шăп ларатпăр. Кайран вылятпăр та киле каятпăр.
1-мĕш хĕр ача: - Ну-у! Каллех улталарăн пире!
2-мĕш хĕр ача: - Çапла вĕл, ялан улталать!
Хĕр ача: – Хăлхăрсене тăратăр, пуçăрсене ĕçлеттерĕр, вара улталанмастăр.
Хĕр ача: - Ванюк, эп сан çинчен сăвă пĕлетĕп, калас-и?
Ванюк: – Кала. Ман çинчен те сăвă çырнă-и?
Хĕр ача: – Çырнă çав. Итлĕр, ачасем.
 
Аз-буки арманта,
Веди-глаголь вăрманта (пуçран шăлать)
Иже-веди титлă,
Йăван пуçĕ пыйтлă (пуçран çапса илет)
Аз-букине пĕлетĕн-и?
Пĕр чĕлĕ çиетĕн-и? (аякран тĕртет)
 
Ванюк: – Мĕн кулатăн. Хăвăнтан кулсан лайăх-и? Эс Ира мар, Урине.
Хĕр ача: – Алюш, эп сан çинчен те сăвă пĕлетĕп, калас-и?
Алюш: – Ан кала! (Чышка кăтартать) Каласан тусан ăшне чикетĕп.
– Хĕр ачасен вĕсен ялан витлесси пултăр.
Хĕр ача: – Тет, тет! Мускавра чăх сăваççĕ тет, сĕтне алапа йăтаççĕ тет.
 
Япала пуçтараканни: – Ку япала хуçине мĕн тутарас?
Тÿре: – Юрлаттарас.
 
Хĕрачасем юрă юрласа параççĕ.
«Чăваш такмакĕсем».
 
1. Сикĕр-сикĕр шывалла, 3. Шурă тутăр паттис мар
Шыв сирпĕнсе тăмалла. Паттисран та кая мар.
Ташлăр халĕ ташшине, Эпир кунта артист мар,
Çын тĕлĕнсе тăмалла. Артистран та кая мар.
 
2. Лашапала килтĕр-и, 4. Ташши-ташши,
Çуран утса килтĕр-и? Салакайăк ташши.
Ĕçĕрсене пăрахса Салакайăк ташши мар та,
Пире курма килтĕр-и? Чăваш халăх ташши.
Çав вăхăтра автан авăтса ярать. Ачасем хыпăнса ÿкеççĕ.
 
1-мĕш ача: – Пĕтрĕмĕр! Тул çутăлса килет. Автансем те авăта пуçларĕç!
2-мĕш ача. - Ну, лекет ĕнтĕ аннесенчен!
3-мĕш ача: -Атьăр, хăвăртрах киле.
 
Пурте вăйă картине тăрса «Атьăр киле каяр-и» юрра юрласа тухса каяççĕ
 
Атьăр киле каяр-и те
Атьăр киле каяр-и.
Ыран татах килер-и те
Ыран татах килер-и.
 
Сасăсем: Ырă каç пултăр! Тутлă тĕлĕксем курăр! Тĕлĕкре пире курăр!
■ Лидия Владимировна Трофимова.
Етĕрне районĕнчи Урпашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕрентекен
 
: 3613, Хаçат: 1 (1), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: