![]() |
| Э. В. Портнова |
Урок теми: Евĕрлев сăмахĕсем
Урок тĕсĕ: Çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок
Вĕрентӳ тĕллевĕ: Евĕрлев самахĕсене уйăрма хăнăхтарасси, тĕрĕс çырма вĕрентесси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: Ачасен лексикине пуянлатасси, пуплевне сăнарлăрах, илемлĕрех тăвасси.
Воспитани тĕллевĕ: Халăх сăмахлăхĕн илемне туйма хăнăхтарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер класĕ, компьютер, интерактивлă доска, проектор, принтер, колонкăсем, магнитсем, çаврашкасем.
1. УРОК ПУÇЛАМĂШĔ
Класа йĕркелени, ачасем учителе ура çинче тăрса кĕтсе илни.
- Ырă кун пултăр, ачасем.
- Ырă кун пултăр.
Елемĕм умĕнче тупа тăватпăр,
Паян ĕнерхинчен маттур пулатпăр.
Класри дежурнăй урокра кам пуррипе çуккине палартать.
2. КИЛТИ ĔÇЕ ТĔРĔСЛЕНИ
- Иртнĕ урокра эпир наречи пуплев пайне вĕренсе вĕçлерĕмĕр. Килте сирĕн наречи çинчен пĕтĕмĕшле аса илсе çирĕплетмелле пулнă.
• Халĕ 10 ача компьютерсем умне ларса наречисене аса илсе тест çырать.
Çыпăçтарнă файлсем:
Комментарисем:
► Тобоева С. И. (2016-10-06 21:40:43):Тавтапуç, Эльвира Владимировна. Урок питĕ килĕшрĕ. Çĕнĕлле ирттернĕ урок. Маттур!
