Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
 
Журнал валли материалсем, вĕсене калăплассипе хатĕрлесси, пичетленнĕ материалсемшĕн сертификат çырăнса илесси тата ытти хăш-пĕр хăйне евĕрлĕхсем пирки сăмах каласшăн тепĕр хут
Ахаль журналпа танлаштарсан интернет журналăн мелĕсемпе майĕсем ытлараххи куçкĕретех. Кунта эпир çыруллă материалсемпе сăн ÿкерчĕксемсĕр пуçне ытти электрон материалсене те хаваспах йышăнатпăр. Презентацисем, видео-аудиоматериалсем пирĕн журналшăн чухах пулаççĕ. Вĕсене хатĕрленĕ чухне 'чăвашла' сас паллисемпе кăна усă курмалла мар. Юникод кодировкине кĕрекеннисемпе усă курса çырнисем валли журналта яланах çул уçă пулĕ. "Чăвашла" сас паллисемпе ăсталанисене, паллах, йышăнатпăр. Анчах та, пĕрремĕш, вĕсен пахалăхĕ ыттисенчен чылай лайăх пулмалла, иккĕмĕш - редакторăн ăна тÿрлетсе ларма вăхăчĕ çитсе пымалла.
Çыруллă материалсене 12 кегельпе, 1 интервалпа çырăр, хăвăрăн - авторăн - сăн ÿкерчĕне ярса парăр, унсăрăн статья чĕрĕ мар пулать. Унсăр пуçне статьяпа пĕрле заявлени пулмалла. Хатĕр материалсене civhim2@narod.ru электрон почтăна ярăр.
Çак электрон почтăпах интернет олимпиадăсем ирттерес, социаллă проектсем йĕркелес ыйтусемпе тухма пултаратăр. Лайăх та малашлăхлă проектсене эпир пурнăçа кĕртме пулăшăпăр.
 
: 1502, Хаçат: 3 (21), Категори: Категорисĕр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: