Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
 
Филиппова В. А.
Филиппова В. А.
 
(«шкул ачи» сăмахсене пурте пěр харăс калаççě):
1-мěш ача:
Питě кěтрěм паянхи куна,
Пěркунах тултартăм хамăн сумкăна:
Кăранташ, тетрачě те ручки.
Курăр, паянтан эп – шкул ачи!
 
2-мěш ача:
Шкул форми пит килěшет мана,
Савăнса эп çакрăм шурă саппуна.
«Тăрăшса вěрен», - тет кукаçи.
Акă паянтан эп – шкул ачи!
 
3-мěш ача:
Ěнер пулнă садикре кăна,
Ăмсанать халь йăмăкăм мана.
Вăхăт çук чупма ман катаччи,
Паянтан вěт эпě – шкул ачи!
 
4-мěш ача:
Вěрентекенсем, сăмах парап,
«Пиллěк» паллăпа эп туслашап.
Сирěншěн парнем – чечек çыххи.
Хумханса калатăп: эпě – шкул ачи!
 
5-мěш ача:
Теттесем ман тěлěнчěç паян:
Вěсемпе эп выляма ларман.
Çакса хутăм пӳлěмре тěнче картти,
Вěренес килет ман! Эпě – шкул ачи!
 
6-мěш ача:
Ăш куçпа ăсатрěç кӳршěсем,
Тěлěнсе сăнарěç эпě иртнěçем.
Йышăнсам пире эс, шкул карти!
Паянтан калатпăр: эпě – шкул ачи!
 
 
Сар хěвел йăл-йăл кулать,
Хавас çил шарпа вылять.
Шкул алăкě уçăлать,
Манăн чунăм савăнать.
 
Манăн чунăм савăнать:
Çěнě пурнăç пуçланать.
Атте-анне хумханать.
Лайăх вěренме сунать.
 
Лайăх вěренме сунать
Вěрентекен, пил парать.
Кěç ак шăнкăрав янрать,
Часах урок пуçланать.
 
Часах урок пуçланать.
Пěлӳ тěнчи йыхăрать.
Пур ача шкула чупать,
Пурăнма пěлӳ пухать.
 
Пурăнма пěлӳ пухать
Кашни ачах, тăрăшать.
Пěтěм тěнче саламлать,
Сар хěвел йăл-йăл кулать.
 
Эпир сире паянтан
Пурте тупа тăватпăр.
Ырă тěслěх кăтартма (пурте пěр харăс)
Çирěп сăмах паратпăр. (пурте пěр харăс)
 
Вěренесшěн тăрăшса
Аслисемпеле пěр тан.
Эпир пěчěк ача мар! (пурте пěр харăс)
Шкул ачисем паянтан! (пурте пěр харăс)
■ Филиппова Валентина Анатольевна.
Çĕнĕ Мăратри вăтам шкул, Комсомольски районĕ
 
: 745, Хаçат: 3 (21), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: