Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
(Мефодьев А.И. Чăваш ача-пăча литератури. Хальхи тапхăр / А.И. Мефодьев. – Шупашкар: И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, 2015. – 218 с.) кĕнекене хак пани.
 
Ку тĕпчев маларах кăларнă «Чувашская детская литература. Истоки, возникновение и формирование (2008), «Чăваш ача-пăча литератури. 20-30 çулсем» (2010), «Чăваш ача-пăча литератури. 40-50 çулсем» (2011), Чăваш ача-пăча литератури. 60-80 çулсем» (2013) монографисен вĕренÿ тăсăмĕ.
 
Вĕренÿ кĕнекиллĕ хăтланă тĕпчев аслă професси пĕлĕвĕ паракан патшалăх бюджет вĕрентÿ учрежденийĕнче вĕренекен студентсем, шкулта тăван чăваш литературине вĕрентекен педагогсем, ача сачĕсенче ĕçлекен воспитательсемпе пуçламăш класра ĕçлекен учительсем, тĕпчевçĕсемпе критиксем валли паха материал пулса тăчĕ.
 
Монографи виçĕ сыпăкран тăрать. Пĕрремĕшĕ «ХХ ĕмĕрти чăваш ача-пăча литератури: аталану уйрăмлăхĕсем» ятлă. Унта 1990-1999 çулсенче кун çути курнă хайлавсене пăхса тухнă. Текстсен тишкерĕвне литературăн тĕп ĕречĕсем тăрăх (поэзи, проза, драматурги) кашнинчех тĕрлĕ ÿсĕмсем валли çырнине шута илсе хакланă.
Иккĕмĕш сыпăка «ХХ1 ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш ача-пăча литературинчи самана паллисем тата сăнарлăх шыравĕсем» тесе ят панă. Кунта автор 2000-2014 çулсенче кун çути курнă хайлавсене тишкернĕ. Хаклав каллех литературăн тĕп ĕречĕсем тăрăх (поэзи, проза, драматурги) кашнинчех тĕрлĕ ÿсĕмсем валли çырнине шута илсе пулса пынă.
Юлашки виççĕмĕш сыпăкра çыравçăсен литература портречĕсем. XX1 ĕмĕрĕн вунă çуллăхĕнче уйрăмах паллă йĕр хăварнă Николай Ишентейпе Марина Карягина пултарулăхĕн тĕп енĕсене шĕкĕлченĕ.
Тĕпчев ĕçĕ ум сăмахпа пуçланать. Тĕпчевçĕ кунта XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи чăваш ача-пăча литератури экономикăри чăрмавсене пула тикĕсех аталанайманнине палăртса хăварать. Асăннă хутлăхра çамрăк ăру валли кĕнекесем пăт-пат кăна тухнине, XX1 ĕмĕр варринелле çĕршывра, çавăн пекех Чăваш Республикинче те, литературăпа ÿнерте укçа-тенкĕпе çыхăннă лайăх енсене палăртать, кĕнеке кăларас лару-тăру ырă еннелле улшăнма тытăннине ĕнентерет.
Чăваш ача-пăча литературине аталантарма пулăшакан хаçат-журнал историне хаклать. Кунта автор «Çилçунат», «Самант», «Тетте», «Путене», «Тăван Атăл» журналсемпе «Тантăш» хаçат чăваш ачисем валли тĕрлĕ хайлавсем пичетленине аса илтерет. Çак утăм чăваш ача-пăча литературине аталантарма пулăшнине уçса парать.
Чăваш кĕнеке издательствин пуçарулăхне тишкерсе автор çакна палăртать. Тĕслĕхрен, «Шкул библиотеки» ярăма çĕнĕрен чĕртсе янишĕн, уйрăм кĕнекесемпе хайлавсем икĕ чĕлхепе тухнишĕн савăнать.
Ача-пăчапа çамрăксене илемлĕ хайлавсемпе тивĕçтересси пĕтĕмĕшле илсен çителĕксĕр пулса пынине палăртать. Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче ачасемпе çăмрăксене халалланă чи паха хайлавсен ал çырăвĕсемшĕн çыравçăсене грантсем парасси çинчен тунă йышăну хальхи тапхăрти чăваш ача-пăча литературине аталантармалли çĕнĕлĕх пулнине ырлать.
Чăваш ача-пăча литератури критикин çул-йĕрне тĕпченĕ Г. Воронцов, Р. Петрова, И. Чермаков, А. Тимбай, П. Метин тĕпчевçĕсене палăртать. Çĕнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче уйрăм çыравçăсен пултарулăхне анлăрах тĕпчекен А. Казанова, Н. Осипова, Е. Чекушкинăна асăнать, хальхи вăхăтра наци ача-пăча литературоведенийĕнче И. Софронова, Н. Осипов ăсчахсен сумлă ĕçĕсене ырлать. Çыравçăсен пултарулăх вăрттăнлăхĕсене сăлтавласа пама, чухласа илме, çыхăнтарма тата ĕнентерме пĕлнишĕн савăнать.
Илемлĕ литература искусствăн пĕр тĕсĕ пулнине шута илсе эпир ытларах вăл е ку хайлав мĕн çинчен е кам çинчен çырнине кăна мар, ăна мĕнле çырнине кура хаклатпăр. Хайлавра ытларах илемлĕх, сăнарлăх, чăнлăх, тĕрĕслĕх паллисене шыратпăр. Асăннă шухăшсене тĕпе хурса Александр Мефодьев монографири пĕрремĕш сыпăкра та иккĕмĕшĕнче те палăртнă çулсенче пичетленсе тухнă хайлавсене çыхăнуллă пайсем çине пайлать.
Тишкерÿре малтан чи кĕçĕн çулхи ачасем валли çырнă сăвă-юрра, литература юмахĕсемпе халапсене, туптарусене, пьеса-юмахсене хаклать. Жанрсен нацилĕх туртăмне, хайлавсен тематики пуянланнине, геройсем пархатарлă пулнине уçса парать. Кĕçĕн çулхи ачасем валли хайланă хайлавсем пурте тенĕ пек сăвăллă, сăвăллă-калавлă, юрă-кĕвĕллĕ, ташă-вайăллă пулнине сăлтавлать. Чăваш сăвăçисемпе çыравçисем ачасен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, шухăш-кăмăлĕпе, ĕмĕчĕ-тĕллевĕпе çыхăннă кирлĕ ыйтусене хускатнине çинчен калать.
Вăтам сыпăкри ачасен поэзийĕ, прози тата драматургийĕ тĕрлĕ жанрсемпе тата тематикăпа пуянланнине, сюжетсем кĕске те кăсăклă пулнине ĕнентерет. Çыравçăсем тĕрлĕ сăнарлăх мелĕсемпе тухăçлă усă курнине, çыравçă шухăшĕ тата хайлав проблеми сăнарсемпе геройсем урлă уçăлса пынине тишкерет.
Аслă сыпăкри вĕренекенсем валли çырнă хайлавсене автор литературăн тĕп ĕречĕсем тăрăх (поэзи, проза, драматурги) критикленĕ. Чăваш пурнăçĕн хăйне евĕрлĕхне пĕлсе сăнлама, ун пирки шухăшлама вĕрентекен, персонажсен психологине уçса паракан тĕрлĕ формăллă, меллĕ, жанрлă хайлавсем çинче хăй шухăшне калать. Çыравçăсем психологилле портретпа, çут çанталăк параллельлĕхĕпе, символсемпе, шалти монологпа усă курнине пысăк вырăна хурать. Тĕрлĕ саманари пурнăç тĕрĕслĕхне ачасем патне илсе çитерме, çав вăхăтри çивĕч ыйтусене хускатма пултарнă авторсене мухтать.
Чи кĕçĕн çулхи, вăтам сыпăкри ачасемпе аслă сыпăкри вĕренекенсем валли çырнă çыравçăсен хăш-пĕр хайлавĕсем шкул педагогикипе, халăх педагогикипе, педагог-классиксен вĕрентĕвĕпе килĕшсех тăманнине те каласа хăварать.
А.И.Мефодьев тĕпчевĕ педагогикăпа методикăра вăй хуракан педагогсене кирлĕ пуласса шанса тăратăп. Эпĕ хам та, чăваш шкулĕсем валли тăван литературăпа тĕслĕх программа çырма лариччен, тĕпчевçĕн пур материалне шĕкĕлчесе тухрăм. Хамăн ĕçре кирлĕ хаклавсемпе шухăшсене пĕтĕмлетме тата çирĕплетме А.И. Мефодьев тĕпчевĕ питĕ пулăшрĕ. Ача сачĕсемпе пуçламăш шкул валли тĕслĕх программăсемпе кĕнекесем хатĕрленĕ чух тĕпчевçĕ шухăшĕсене шута илсен лайăх пулнă пулĕччĕ.
Ку монографи ача сачĕсенче, пуçламăш класс учителĕсене, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене кирлĕ пулнине çирĕплететĕп.
 
: 2500, Хаçат: 2 (20), Категори: Рецензи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: