![]() |
Иванова В. М. |
Эпиграф:
Пур ĕç те аван,
Анчах çăмăл мар.
Тĕллев лартсан –
Хăрамалла мар.
Паллă çынсем, ваттисем ĕç вырăнĕ, пĕлтерĕшĕ çинчен
каланă сăмахсем
Чăваш поэчĕсем хайланă сăвăсенчи йĕркесем:
1. Хĕрÿ ĕçре çĕкленнĕ ĕмĕртен
Тĕнче хуçи – никам çĕнми этем. (Аркадий Эсхел)
2.Ĕç пире тăрантарать,
Ĕç пире тумлантарать.
Пархатарлă ĕç пире
Чыс парать, илем кÿрет. (Юрий Сементер)
3.Юратнă ĕç
Нихçан ывăнтармасть.
Юратнă ĕç
Нихçан йăлăхтармасть. (Петĕр Эйзин)