Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Эпĕ чăвашла çырнине компьютерпа тĕрĕслеме ятарлă словарь хатĕрлерĕм. Ку сăмахсара пухса çитерме темиçе çул ĕçлеме тиврĕ. Анчах та ĕçлени харама каймасса питĕ шанас килет.
Словарь ытти компьюерсем çинче мĕнле тытни тата ытти офиссенче мĕнле ĕçлени кăсăклантарать мана. Енчен те словаре хăвăр компьютер çине лартса усă курнă хыççăн интереслĕ шухăшсем çуралчĕç пулсан, вĕсемпе мана паллаштарсан аван пулмалла. Ĕç малалла пынăçем словарĕн лайăх енĕсене те аталантарса пыма май килессе шанас килет.
Ку сăмах çумне çыпăçтарнă статьяра словаре мĕнле вырнаçтармаллине кĕскен çырса панă. Çавăн пекех словарĕ хăй те пур. Ăна ирĕклĕнех уçласа илме те тус-юлташăрсем хушшинче сарма пултаратăр. Усса пултăр.
Словаре архива чикнĕ - усă куриччен кăларас пулать.
■ Владимир Андреев.
журнал редакторĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

1 293 Kb
Статья
 
: 2258, Хаçат: 2 (20), Категори: Редактор сăмахĕ

Комментарисем:

Hunspell (2016-04-25 21:55:02):
Чӑвашла ҫырнӑ текстсене тӗрӗслемелли чӑн-чӑн тӗрӗс словарь кунта пур: http://hunspell.chv.su/ (Libro Office е Open Office офис пакетӗнче, Mozilla Firefox браузерта усӑ курма пулать). Словаре сӑмах тӗпӗсемпе тата вӗсенчен йӗркеленекен сӑмах формисем тӑрӑх йӗркеленӗ.

admin63 (2016-05-03 21:19:50):
Ку словарь Microsoft Office валли. Шкулсенче ытларах унпа усă кураççĕ.

admin63 (2016-05-06 09:57:21):
Ку словарь Microsoft Office валли. Шкулсенче ытларах унпа усă кураççĕ.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: