Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Нарăсăн 15-шĕнĕче „Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш” сăвă вулакансен видеоконкурсĕ пуçланать. Аяларах эпир сире унăн положенийĕпе паллаштаратпăр.
 
Тĕллевĕ
 
Конкурса чăваш чĕлхине аталантарас, ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентес, хăйсен пултарулăхне аталантарма хăнăхтарас, аслисене ку ĕçе активлăрах хутшăнтарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
 
Кам хутшăнать?
 
Конкурса шкул çулне çитмен тата пуçламăш классенче вĕренекен ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе педагогсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурс тÿллевсĕр иртет.
 
 
Кам ирттерет?
 
Конкурса Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ , Чăваш халăх сайчĕ ирттерет. Конкурса ярса панă материалсене Шкул ТВ интернет- телеканалта тата Чăваш халăх сайтĕнче вырнаçтараççĕ. Конкурс итогĕсемпе "Шкулта" интернет журналта, Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн сайтĕнче паллашма пулĕ, çавăн пекех çав сайтсенчех хутшăнакансен электрон сертификачĕсене уçласа илме май килĕ.
 
Номинацисем
 
„Пукан çинче” - шкулчченхи кĕçĕн ÿсĕмри ачасем ( 4,5 çултан кĕçĕннисем) хушшинче сăвă каласа паракансене ÿкернĕ видео.
„Шĕвĕркке” – шкулчченхи аслă ÿсĕмри арçын ачасем (4,5 çултан пуçласа шкул çулне çитменнисем) хушшинче сăвă каласа паракансене ÿкернĕ видео.
„Пукане” – шкулчченхи аслă ÿсĕмри хĕрачасем (4,5 çултан пуçласа шкул çулне çитменнисем) хушшинче сăвă каласа паракансене ÿкернĕ видео.
„Шăпăрлан” – пуçламăш класа çÿрекен арçын ачасем хушшинче сăвă каласа паракансене ÿкернĕ видео.
„Чиперук” – пуçламăш класа çÿрекен хĕрачасем хушшинче сăвă каласа паракансене ÿкернĕ видео.
„Сăпка умĕнче” – аслисем(кирек кам та) пĕчĕк пепкесем валли юрăсем юрланине, ансат сăвăсем е юмах каласа панине ÿкернĕ видео.
„Чи лайăх видео” – чи лайăх ÿкернĕ видеосем хушшинче.
 
Мĕн вуламалла?
 
Шкул çулне çитмен тата пуçламăш шкул ÿсĕмĕнчи ачасем валли чăваш писателĕсем çырнă е ача-пăча сăмахлăхĕнчен илнĕ сăвăсене пăхмасăр каласа е вуласа панине видеокамера çине ÿкермелле. Ача-пăча сăввисене шкул е ял библиотекисенче çеç мар интернетра та тупма пулать:
1. Электронлă вулавăшри „Ачасем валли” пайра — http://www.chuvash.org/lib.
2. Чăваш Республикин ача-пăча библиотекин сайтĕнче — http://www.chuvrdub.ru/base/base.html.
 
 
Мĕнле ÿкермелле?
 
Сăвă вуласа паракансене кирек мĕнле видеоаппаратурăпа ÿкерме юрать, вăл шутра телефонпа, смартфонпа тата планшетпа е вебкамерăпа. Видеофайла упрамалли тата конкурса ярса памалли форматсене хăвăр суйласа илме пултаратăр, анчах та avi, mpeg4, wav форматсенче пулсан аванрах. Енчен те эсир пĕр форматран теприн çине куçарма пĕлместĕр пулсан ÿкернĕ видеофайла çаплипех ярса пама пулать.
 
Ăçта ярса памалла?
 
Конкурс материалĕсене – видеофайла, заявкăна, заявление – civhim2@yandex.ru электрон адреспа ярса памалла. Заявкăпа заявлени мĕнле çырмаллине положени вĕçĕнче тупма пулать. Енчен те видеофайла, пысăк пирки, электрон почтăпа ярса пама май килмест пулсан ăна ЯндексДиск, Облако Mail йышши управ сервисĕсене кăларса хурăр, файл каççине конкурса civhim2@yandex.ru электрон адреспах ярса парăр.
 
Камсем тата мĕнле хаклаççĕ?
 
Конкурса ярса панă ĕçсене ятарласа йĕркеленĕ жюри членĕсем пăхса тухаççĕ. Видеофайлсене вĕсен пахалăхне, ÿкерме пĕлнине, конкурса хутшăнакансем сăвва чăвашла тĕрĕс те таса калама, хăйсене камера умĕнче тытма пĕлнине кура хаклаççĕ. Хутшăнакансем пĕтĕмлетÿпе килĕшменнине, хирĕçленине йышăнмаççĕ, пăхса тухаççĕ.
 
Конкурс тăсăмĕ тата чыславĕ
 
Конкурс нарăсăн15-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен пырать. Конкурс ĕçĕсене ака уйăхĕ 15-мĕшĕчен хаклаççĕ. Чăваш чĕлхин кунне уявланă чухне çĕнтерÿçĕсене парнесемпе тата хисеп хучĕсемпе чыслаççĕ. Хутшăнакансене пурне те конкурса хутшăннине ĕнентерекен электрон сертификат параççĕ.
 
Автор прави пирки
 
Конкурса ярса паракан материалсенче ытти авторсен прависене пăсакан материалсем е вĕсен фрагменчĕсем пулмалла мар. Кам ÿкернине, вулакан хайлав камăн, вулаканĕ кам пулнине кăтартман видеона конкурса йышăнмаççĕ. Пĕтĕм информацие заявкăра кăтартмалла (формине положени вĕçĕнче панă). Пĕр хайлавран ытларах ÿкернĕ пулсан видеосем те çав хисеп чухлĕ пулмалла, заявкăра вĕсен уйрăмлăхне цифрăсемпе палăртмалла (Тĕслĕхе пăхăр). Видеофайл конкурса хутшăнни эсир ярса панă видеопа Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ туллин тата пур енлĕн усă курма ирĕк илнине пĕлтерет.
 
: 80971, Хаçат: 1 (19), Категори: Хыпарсем

Комментарисем:

Ирина (2016-04-08 09:55:36):
сăвă

Валя (2016-04-10 15:29:04):
Салам пурне те. Видеосене паян ярас пулсан, 10-мешенче, йышанассе-ши? Е кая юлна-и?

Маргарита (2016-04-12 20:22:17):
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене ăçта тата хăçан пĕлме пулать?

степанида.житова (2016-04-17 19:53:37):
аста курма пулать видиосене менпурне

Галина (2016-04-18 09:24:53):
Ырă кун! Конкурса пĕтĕмлетмен -и? Ăçта вуласа пĕлме пулать?

алина (2016-04-18 22:02:04):
Çÿлрех асăннă ыйтусен хуравĕсем нумайăшне кăсăклантараççĕ, çав шутра мана та. Конкурса янă видеоролике шкул ачисем те, ашшĕ-амăш те кĕтет, анчах курмарăмăр. Мĕншĕн-ши? Тав.

Марина (2016-04-20 11:07:53):
Ырă кун! Конкурс пĕтĕмлетĕвне тупаймастпăр

алина тепёр хут! (2016-04-20 21:41:46):
Ĕçе вăхăтра ярса параймасан йышăнмаççĕ--пире кĕттереççĕ...

эльвира (2016-04-22 13:09:28):
видеоконкурса тупаймастăп.

юрий (2016-04-22 13:13:26):
видеоконкурса янă роликсене ăçта пăхма пулать? Мĕнле тупмалла?

Евгений (2016-04-22 13:16:49):
Юля Федорова конкурсанта мĕнле пăхма пулать?

Валя (2016-04-22 23:44:03):
https://www.youtube.com/playlist?list=PLhm2wH_6q1BJcc4b4o 36w58xBqDF0jG0o видеосене саканта курма пулать, салам пурне те.

Валя (2016-04-22 23:45:19):
Касарар, сак ссылккапа керсе пахма пулать видеосене. https://www.youtube.com/user/civmih2

Любовь (2017-02-24 00:06:54):
Конкурс хăçан пуçланассине ниçта та тупаймарăм. КУ МИÇЕМĔШ ÇУЛХИ ПОЛОЖЕНИ ВАРА?????!!!!!

Маргарита (2017-05-17 22:51:13):
астан „Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш” сăвă вулакансен видеоконкурсĕн сертификачесене тупма пулать-ши?! 2017 -меш сулхисене!

Светлана (2018-05-07 13:57:33):
Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш” сăвă вулакансен видеоконкурсĕн сертификачесене тупаймарăмăр. Пирĕн ачасен сиксе юлнă.

СВЕТЛАНА (2019-04-07 02:18:47):
Ырă кун! Пĕрисене икшер хут кăларатăр эфира теприсене пĕррете кăлармастăр

Галина Витальевна 89196561129 (2020-03-27 09:21:57):
"Эпĕ пĕчĕкҫĕ чӑваш" 2020 ҫулхи вӑхӑтне тӑсмалла тесе шутлатӑп. Сӑмахран, эпир хатĕрлентĕмĕр, анчах ӳкерсе ĕлкĕреймерĕмĕр. Карантин пуҫланчĕ. Директор шкула килме ирĕк памасть.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: