Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Мулюкова Е. А.
Мулюкова Е. А.
 
Хальхи вăхăтра учительсем информаципе технологи мелĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Тĕрлĕ электрон пособисемпе программасене алла илеççĕ, анчах та пур чухне те вăл учебникри материала ăнлантармасть. Çавăнпа та урока кирлĕ матариала мультмеди технологийĕсемпе усă курса пуянлатма тăрăшатпăр. Эпĕ сире презентаци мелĕпе усă курса хатĕрленĕ материал сĕнетĕп: «Ухсай Яккăвĕн автор пултарулăхне сăвă йĕркисенче палăртни».
Презентацие сăнлăх кĕртме сăн ÿкерчĕксемпе картинăсем вырнаçтарнă. Вĕсене Интернетри тĕрлĕ порталсенчен, электронлă дисксенчен, кĕнекесенчен тупса лартнă.
Кашни слайда ят панă. Тĕп информацие презентацире сылтăм енне вырнаçтарнă, ÿкерчĕксене – сулахая. Ку вăл пирĕн пуç çурчăмăрĕ (полушарие) сылтăм енчи информацие активлă йышăннипе çыхăннă.
Сăвă йĕркисене икĕ тĕспе, хура тата хĕрлипе, уйăрса çырнă. Хĕрлĕ тĕс тĕп информацие тÿрех уйăрса илме пулăшать.
■ Мулюкова Елена Александровна.
Шупашкар хулин 20-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 967, Хаçат: 3 (18), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: