Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
 
5-мĕш класра ирттермелли урок планĕ
 
 
Урок тĕллевĕсем:
1). Тискер чĕр чунсен ячĕсене аса илсе çирĕплетесси, пуплеве çĕнĕ чĕр чунсен ячĕсемпе пуянлатасси;
2). Чĕр чунсем çинчен çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси, предложенисене тĕрĕс йĕркелеме, пĕр-пĕринпе çыхăнтарма вĕрентесси.
3). Упа çинчен вуласа, калаçса ачасен пĕлĕвне анлăлатасси.
4). Чĕр чунсене упрама, вĕсене сыхласа хăварма вĕрентесси.
 
Çĕнĕ сăмахсем: пурăш, хăнтăр, йывăрăшĕ, упа аçи, упа ами, упа тирĕ, тăлăп, йăраланса тухать, апата тиркемест.
 
Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, тискер чĕр чунсен ÿкерчĕкĕсем, проектор, учебник Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли /Андреев И.А., Гурьева Р.И., Н.А.Краснова, Е.А.Мулюкова – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2014., текст çырнă карточкăсем, тест ирттермелли карточкăсем.
 
Урок планĕ.
I. Класа йĕркелесси.
 
1. Сывлăх сунни.
- Ачасем, чăваш чĕлхи урокне сăвăпа пуçлатпăр:
 
Вĕренетпĕр, вĕренетпĕр
Вĕренетпĕр калаçма.
Ак çыратпăр та вулатпăр,
Калаçатпăр чăвашла.
Эп çанталăка сăнлатăп:
Вĕрентекене итлетĕп:
Тĕрлĕ-тĕрлĕ ĕç тăватăп:
«Пиллĕк» илме тăрăшатăп.
 
2. Дежурнăй хуравĕ.
 
– Калаçатпăр-и чăвашла?
- Паян класра кам дежурнăй?
 
3. Çанталăка сăнани.
 
- Чÿречерен урамалла пăхса паянхи çанталăк çинчен каласа парăр? (Ачасен хуравĕ)
 
- Халĕ кĕркунне. Паян çанталăк сивĕ (ăшă). Урамра хĕвел пăхать (пăхмасть), ăшăтать. Тÿпе кăвак тĕслĕ, çил çук, çумăр çумасть.
 
- Ачасем, манăн вара кăшт кĕрхи вăрман çинчен калас килет. Мĕн тери илемлĕ кĕрхи вăрманта. Йывăçсем хĕрлĕ сарă тум тăхăннă. Кайăксен сасси сахалланнă ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕрисем ăшă еннелле вĕçсе те кайрĕç. Кĕçех хĕлле те çитĕ. Тискер чĕр чунсем хăйсен кĕрĕкĕсене улăштарĕç. Хĕлле чĕр чунсене уйрăмах йывăр, мĕншĕн тесен тарăн юр айĕнче апат тупма йывăр.
II. Çĕнĕ тема вĕренни.
 
- Ачасем, кам тавçăрса илчĕ, мĕн çинчен калаçăпăр-ши эпир паянхи урокра? (Ачасен хуравĕ).
- Паян урокра, эпир ачасем, тискер чĕр чунсем çинчен калаçăпăр, вĕсен ячĕсене аса илсе çирĕплетĕпĕр, çĕнĕ чĕр чунсемпе паллашăпăр. Упа пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех калаçăпăр. Паянхи урок теми «Тĕлĕнмелле чĕр чун тĕнчи».
 
1. Лексика зарядки.
-Ачасем, слайд çинчи сăмахсене тĕрĕс калăр. Çак сăмахсенчи паллă тунă сас паллисене янăратса (звонко) вулатпăр: упа, вăрманта, пăши, пысăк, апат, выртать.
 
- Паян урокра çакăн йышши сăмахсем нумай тĕл пулĕç, вĕсене тĕрĕс каламаллине ан манăр.
 
- Халĕ сăвва ман хыççăн тĕрĕс вулăр:
 
Упа-упа утаман,
Ик урапа утакан.
Пур кайăкран хытăрах
Мĕкĕрттерсе улакан.
 
2. Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупни.
 
-Ачасем, аса илер-ха, пирĕн вăрмансенче мĕнле чĕр чунсем пурăнаççĕ? Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупса чĕр чунсен ячĕсене аса илетпĕр.
 
а) Шак-шак шаккать, пурне те хăратать.
 
ă) Пыл çимешкĕн юратать,
Хĕлĕпех вăл çывăрать.
 
б) Куçĕ чăр-чăр, хÿри çемçе
Йывăç тăрăх сиккелет.
 
в) Хĕлле шурă, çулла сăрă.
 
г) Мăйракаллă, хÿреллĕ, пăрушĕ пур – ĕне мар.
 
д) Кушак мар, шăши тытать, сĕт ĕçет: çын мар – панулми, кăмпа пуçтарать.
 
е) Чее тус пырать утса,
Хÿрипе йĕрне шăлса.
Шăшисене вăл тытать,
Чăхсене те юратать.
 
3. Сăмахсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарса сăмах майлашăвĕсем тăвăр:
 
выçă пăши
вăйлă пакша
хăравçă чĕрĕп
чее упа
йĕплĕ мулкач
мăйракаллă кашкăр
ĕçчен тилĕ
 
- Пурте пĕрле вуласа тĕрĕслетпĕр:
выçă кашкăр, вăйлă упа, хăравçă мулкач, чее тилĕ, йĕплĕ чĕрĕп, мăйракаллă пăши, ĕçчен пакша.
 
Сăмах майлашăвĕсемпе усă курса предложенисем тăвăр.
 
4. Ачасем ÿкерчĕксем тăрăх калав йĕркелени.
 
-Халĕ, ачасем, ÿкерчĕксемпе усă курса тискер чĕр чунсем çинчен 2-3-шерен каласа пама хатĕрленĕр.
 
Тĕслĕхсем: Ку чĕр чун мулкач. Вăл питĕ пĕчĕк, хăравçă. Мулкач вăрманта пурăнать. Хĕлле вăл шурă тĕслĕ, çулла сăрă тĕслĕ. Мулкач курăк, пахча çимĕç çиет, йывăçсене кăшлать. Вăл кашкăртан, упаран, тилĕрен, йытăран, çынран хăрать.
 
Ку упа. Упа – тискер чĕр чун. Вăл пысăк та вăйлă. Вăл вăрманта пурăнать Упана вăрман хуçи теççĕ. Упа хĕлле шăтăкра çывăрать, çуркунне унтан тухать. Вăл темĕн те çиет: аш, çырла, курăк, хурт-кăпшанкă. Упаран пур чĕр чун та хăрать.
 
5. Çĕнĕ чĕр чунсен ячĕсемпе паллаштарни.
 
- Пирĕн вăрмансенче тата пурăшсем пурăнаççĕ. Пурăш вырăсла мĕнле куçать? (барсук) Пурăш та, упа пекех, хĕлле çывăрать. Пирĕн патра тата хăнтăр пурăнать. Вырăсла вăл мĕнле пулать? (бобр). Хăнтăрсем шыв хĕрринче пурăнаççĕ, вĕсем ăста платниксем. Юлашки вăхăтра пирĕн вăрмансенче хир сыснисем те нумайланчĕç.
 
6. Кану тăхтавĕ.
-Ачасем, шăппăн тăрăр. «Мулкач ларать пашкаса» сăвва каласа хусканусем тăватпăр.
 
Мулкач ларать пашкаса
Ик хăлхине вылятса.
Ак çапла, ак çапла
Ик хăлхине вылятса.
 
Сивĕрех ăна ларма
Кĕç пуçлать вăл ташлама.
Ак çапла, ак çапла
Кĕç пуçлать вăл ташлама.
 
 
7. Упа çинчен калаçни.
 
- Паян урокра упа пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлĕпĕр. Пирĕн çĕршывра икĕ тĕрлĕ упа пурăнать: хăмăр упа тата шурă упа. Ачасем упасем çинчен информаци хатĕрленĕ. Итлер-ха вĕсене.
 
1-мĕш вĕренекен:Хăмăр упа - пирĕн таврари чи пысăк та вăйлă çăткăн чĕр чун. Ку упа кĕлеткин тăршшĕ 2 метр ытла пулма пултарать, йывăрăшĕ 300 килограмран иртет. Унăн пуçĕ пысăк, мăйĕ кĕске те сарлака, тачка ури çăмламас. Куçĕ çивĕчех мар. Хăлхипе сăмси питĕ сисĕмлĕ. Упа вăрманта - çынсем çÿремен вырăнта йăва тăвать. Ытларах ÿсен-тăранпа тăранать, ним те тиркемест. Çавăнпа пĕрлех упа пысăк чĕр чунсене те тапăнать. Шăши тытать, кăткă, сăпса, пыл хурчĕпе пылне çиме юратать. Ÿсен-тăрантан упа сĕлле кăмăллать. Хĕлле упа çывăрать, амисем çăвăрлаççĕ. Йĕнĕре (упа йăвинче) 2-3 çура пулать. Чăваш енре упасем сахал - 10-15 пуçа яхăн çеç. Пирĕн тăрăхра упасене тытма чарнă.
 
2-мĕш вĕренекен:
Шурă упасем пирĕн çĕр-шывра çурçĕр полюсĕнче пурăнаççĕ. Вĕсен кĕлеткин тăршшĕ виçĕ метр таран пулать, йывăрăшĕ пĕр тонна таран. Шурă упа шывра лайăх ишет тата чăмать. Вăл шыври чĕр чунсемпе тăранса пурăнать. Шурă упа 25-30 çул таран пурăнать.
 
8. Текстпа ĕçлени.
-Ачасем, кĕнекесене 110 страницăна уçăр, «Чĕр чун тĕнчи. Упа.» текста тупăр. Текстпа ĕçлесе упа пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлĕпĕр.
 
- Словарь ĕçĕ.
- Халĕ текста тимлĕ итлĕр те ăна ăнланма тăрăшăр.
 
9. Текста вырăсла куçарни.
- 4-мĕш абзацран пуçласа вырăсла куçаратпăр. (вĕçĕ-вĕçĕн вуласа куçарни).
- Текста тепĕр хут ăшра вуласа тухăр, ыйтусене хуравлама хатĕрленĕр.
 
10. Ыйтусене хуравлани.
1). Упа мĕнле чĕр чун?
2). Упа мĕн-мĕн çиет?
3). Ĕлĕк хресченсем упана мĕншĕн юратман?
4). Çынсем упана мĕншĕн тытнă?
5). Хĕлле упа мĕн тăвать?
6). Халĕ вăрмансенче упа нумай-и?
7). Ачасем, эсир упана ăçта курнă?
 
11. Упа сăмахпа кластер туни.
 
12. Тискер чĕр чунсене упрасси çинчен каласа хăварни.
- Хальхи вăхăтра тискер чĕр чунсене, çавăн пекех упасене, циркра е зоопаркра çеç курма пулать. Пирĕн тăрăхра та чĕр чунсен йышĕ чакса пырать, çавăнпа та пирĕн вĕсене упраса хăварма тăрăшмалла. Чĕр чунсене тата кайăксене хĕлле апат парса пулăшмалла.
 
III. Текст тăрăх тест ирттерни.
 
-Халĕ вара текста мĕнле ăнланнине тĕрĕслесе тест ирттеретпĕр:
 
1. Упа мĕнле чĕр чун?
а) пĕчĕк те хăравçă ă)пысăк та вăйлă
в) чее те выçă
2. Аçин йывăрăшĕ миçе килограма çитет?
а) ик çĕр ă) çĕр в) виç çĕр
3. Упа мĕн-мĕн юратать?
а) çырла, пыл, курăк, пукан ă) пыл, кĕпе, курăк, аш в) аш, çырла, пыл, курăк
4. Хĕлле упа мĕн тăвать?
а) вăрман тăрăх çÿрет ă) хăй шăтăкĕнче çывăрать в) йывăç çинче çывăрать
5. Упа шăтăкĕнчен хăçан тухать?
а) хĕл ларас умĕн ă)шыв тапранас умĕн в) юр ирĕлсе пĕтсен
 
Ачасем, теста мĕнле çырнине тĕрĕслĕр те хăвăра отметка лартăр: 1 йăнăш та çук – «5», 1-2 йăнăш – «4», 3 йăнăш – «3», 3 йăнăш ытларах –«2».
 
 
IV. Текста предложенисем çине уйăрни.
 
-Ачасем, упа çинчен малалла калаçатпăр. Парта çинчен карточкăсене илĕр, çак текста кăранташпа усă курса предложенисем çине уйăрăр:
 
Упа.
Çуркунне çитрĕ хĕвел ăшăтма пуçларĕ юр ирĕлме тытăнчĕ упа ăшша туйса илчĕ вăл шăтăкран тухрĕ те çимĕç шырама утрĕ ăна валли çуркунне те апат пур упа кĕркунне юлнă çырласене çиет.
 
-Слайд çине пăхса пĕр-пĕрин ĕçĕсене тĕрĕслĕр, отметкăсем лартăр: 1 йăнăш та çук – «5», 1 -2 йăнăш – «4», 3 йăнăш – «3», 3 йăнăш ытларах –«2».
 
 
 
Упа.
Çуркунне çитрĕ. Хĕвел ăшăтма пуçларĕ. Юр ирĕлме тытăнчĕ. Упа ăшша туйса илчĕ. Вăл шăтăкран тухрĕ те çимĕç шырама утрĕ. Ăна валли çуркунне те апат пур. Упа кĕркунне юлнă çырласене çиет.
 
V. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.Упа кăна пĕччен пурăнать, çынсăр çын пурăнаймасть. - Только медведь живет один, а человек без людей не может жить.
Упа урине çуласах хĕл каçать.- Медведь всю зиму только лапу сосет и сыт живет.
Упаран тарнă, кашкăр çăварне лекнĕ. - Бежал от медведя, да волку в пасть попал.
Упа вăйлă та сăнчăрта теççĕ. - Медведь силен, да на цепи.
 
VI. Ваттисен каларăшне вулани.
 
Упа урине çуласах хĕл каçать. – Медведь одну лапу сосет: да всю зиму сыт живет.
 
V. Рефлекси.
 
VI. Урока пĕтĕмлетни. Киле ĕç пани.
 
- Паян урокра, ачасем, мĕн çинчен калаçрăмăр? Упа çинчен эсир мĕн пĕлтĕр? Эсир урокшăн хăвăра мĕнле отметкăсем лартрăр? Камăн «5», камăн «4», камăн» 3»?
 
- Чĕр чунсен пурнăçĕпе тĕрлĕ професси çыннисем интересленеççĕ. Çыравçăсем чĕр чунсем çинчен нумай произведенисем çырнă, художниксем картинăсем çырнă. Шишкин художник «Утро в сосновом бору» картина çырнă.
- Çак картина çинче мĕн ÿкернĕ? Художник упасене питĕ илемлĕ сăнласа панă.
Ачасем, эсир çак картина тăрăх килте калав йĕркелĕр.
■ Егорова Инна Михайловна.
Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 3344, Хаçат: 3 (18), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: