Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Григорьева В. Н.
Григорьева В. Н.
 
Урок тĕсĕ: хайлавсене ăнланма, тишкерме, ăнланма тата пуплеве аталантарма вĕрентекен урок
Урокăн харкамлăх результачĕсем(шкул ачи хăйĕншĕн тунисем):
1. Чăваш çĕр-шывĕнчи тăван тавралăхри чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕке юратма вĕренни, гражданлăхпа патриотизм туйăмĕ аталанни.
2. Çут çанталăка, кайăксемпе чĕр чунсен пурнăçне упрама, кашни çын ĕçне хисеплеме тăрăшни.
3. Чĕр чунсем çут çанталăкăн пĕр пайĕ, пурнăç çыхăнăвĕн пĕр сыпăкĕ пулнине ăнланни. Ачасенче ăшă, çепĕç, таса туйăмсене аталанма чĕрĕ чунсем пулăшни.
Урокăн предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (пур предмета та вĕренме кирлисем):
1. Кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекисенче шыраса тупма пултарни; ăнлавсене хаклама(палăртма, пĕтĕмлетÿсем тума пĕлни.
2. Ыйту лартма (кăларса тăратма) тата вĕренÿ, килти вулав литературипе ĕçлеме хăнăхни.
3. Пĕр темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме, пĕтĕмлетÿ тума пултарни; тишкерÿре схемăсемпе, ятарлă паллăсемпе усă курма пĕлни.
Урокăн предметăн пайрамлă (предмета вĕреннин) результачĕсем:
Хайлаври ĕçсен йĕрки, сăнарсен уйрăмлăхне курни.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахě, ыйту-хурав,словарь ĕçĕ, текстпа ĕçлени, тишкерÿллě вулав, шухăшсене йĕркелесе çырни, илемлĕ вулав, текста тишкерни, çыхăнуллă текстсене ăнланса илни, ÿкерчěкпе усă курни, ушкăнпа ěçлени, вырăсларан чăвашла куçарни, текстри кирлě вырăнсене тупса вулани, кластер, синквейн, даймонд туни, сăмах майлашăвĕсемпе усă кураса текст çырасси.
Пуплеве аталантарас хăнăхусем: вуланă текстпа усă курса шухăша çирĕплетесси, ыйтусем йĕркелесси.
■ Григорьева Вера Николаевна.
аслă категориллĕ вĕрентекен, Канаш районĕ, Вăтакас Татмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1268, Хаçат: 3 (18), Категори: Чăваш литератури

Комментарисем:

Алина (2016-01-23 15:32:54):
Урокра усă курмалли пуян материал. ФГОСа пăхăнса йĕркеленĕ уроксен конспекчĕсене татах журналта пичетлейместĕр-ши?

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: